Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӳринчен (тĕпĕ: хӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пыл чӗресне пуҫлатчӗ, тет те, унта шӑши тавраш кӗрсе ӳкнӗ пулсан, шӑшие, пыл ӑшне путнӑскере, аяккалла ывӑтса яриччен малтан, хӳринчен туртса кӑларса, ҫӑварне хыпатчӗ, тет…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Укахвине мӗн ҫитмест, Ӑна ӗнтӗ кам пӗлмест; Йӑлтах ҫӗрсе кайиччен Ярса илер хӳринчен!

Куҫарса пулӑш

Укахви // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 18 с.

Пӗве хӳринчен, кӑшт тӑварахран, пӗр ушкӑн кӑвакал, пуҫӗсене лачакана чиксе, апатне кӑмӑллӑн ырласа калаҫа-калаҫа, техӗмлӗн лӑчӑр-лӑчӑр туса анать.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пуҫӗ тапса тухрӗ — лаши хӑй ҫук: Хӳринчен ярса тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӳринчен туртмасан, тетӗн? — кулса ячӗ Иннокентий.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тен, сӗкекен ӗнене хӳринчен туртмасан та юрамасть-ши?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫут шлепки тӑрринче шурӑ ут хӳринчен Ҫилхе пек варкӑшать хӗлӗхлӗ мӑйрака, Ҫут кӗпҫеллӗ пӑшал ҫурӑмӗ хыҫӗнче…

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сана вӑл паян умран ҫыртать пулсан, эсӗ ӑна тепрехинче хыҫалтан ҫапла «саламла»: йӑпшӑнса пыр та хӳринчен ҫатӑртт! туса ил, вара — вӑшик! аяккалла…!

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Анчах та эпӗ, ӗлӗк-авалах пӗр чаплӑ сунарҫӑ упана хӑратса тытни ҫинчен илтнӗскер, ӑвӑс вулли тӑрӑх вӑрман кушакӗ пекех ҫӑмӑллӑн та шӑппӑн-шӑппӑн хӑпарса кайрӑм та, ха-а-ак! — тесе кӑшкӑрса, упана карт! ҫеҫ хӳринчен туртрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ҫав лаша хӳринчен кӑкарса, ял тӑрӑх намӑслантарса ҫӳрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей аттинчен каплаттарса илсе тулама пуҫларӗ, ун урлӑ сиксе каҫасшӑн пулчӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ — Чикан ӑна хӳринчен ҫатӑрласа ҫыртрӗ те аялалла сӗтӗрме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Лаша хӳринчен тыттӑр та вӗҫтертӗр кӑна пирӗнпе.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ шурӑ сурӑха мӑйӗнчен ярса илтӗм, аппа — хӳринчен.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Яманак кӳллинчен хаяр ҫумӑр тухма пултарсан ман кӗсре хӳринчен мӗншӗн тӑман ан тухтӑр?»

Ежели из озера вихрь может получиться, почему из хвоста моей кобылы пурга не может задуть.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсем ҫӳрекен сукмак ҫине е кӗрсе тухакан вырӑна ут хӳринчен явса тунӑ темиҫе мӑйкӑч ҫыхса хума кӑна ан ӳркен…

Не ленись только расставить на тропах, по которым они бегают, петли из конского волоса, кто-нибудь наверняка попадется.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Муркаш тӗлӗнче ун хӳринчен пӗлӗт татки пулса юлнӑ, — ӗнени-ӗненми каласа хурать пӗр старик.

— А над Моргаушами от его хвоста отвалился кусок и обернулся облаком, — сокрушается один старик.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ятне тумалӑх Мултиер пулӑ хӳринчен кӑшт чӗпӗтсе илсе чӑмланҫи турӗ.

Мульдиер ущипнул от хвоста рыбы, немного пожевал.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ку эрнере Шывтӑкансем ӑнӑҫӑва хӳринчен тытма пултарӗҫ.

На следующей неделе расторопные Водолеи смогут поймать удачу за хвост.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнере кашнинех ӑнӑҫӑва хӳринчен тытма май килмӗ.

Не каждому удастся поймать удачу за хвост в эти дни.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пурте ӑнӑҫӑва хӳринчен тытаймӗҫ.

Не каждому представителю знака удастся поймать удачу за хвост в эти дни.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех