Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗтӗртрӗҫ (тĕпĕ: хӗтӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун вӗри чӗри пӗр кун, пӗр сехет те пулин юратакан тус-йышӗсем хушшинче, хӑйӗн телей ҫук пулсан та, вӗсен телейне курнипе савӑнма, чуна пӑшӑрхантаракан, салхуллантаракан сӑлтавсене самантлӑха та пулин манма хӗтӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ан тив, пирӗн патӑмӑрта пыйтӑсем ҫӑварӗсене улӑм пӗрчи хыпса ҫӳренине хӑй куҫӗпе куртӑр! — малалла калама хӗтӗртрӗҫ Пантелемона хӑйпе пӗр парта хушшинче ларакан кӳршисем, ӑна чавсисемпе тӗрткелесе.

— Пусть посмотрит, как вши у нас ползают с соломой во рту! — подзадоривали отвечавшего соседи по парте, подталкивая его локтем.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Селинсем, ман шутпа, ҫав пӳлӗме илме сунманччӗ те, вӗсене заводра хӗтӗртрӗҫ пулсан ҫеҫ…

 — Селины, по-моему, не очень-то полагались на эту комнату, разве что их подогрели на заводе.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Усал шӑплӑхпа паллӑмарлӑх хӗтӗртрӗҫ пулмалла ӗнтӗ мана ун пек персе яма.

Или мне было просто не по себе от этой зловещей тишины и неизвестности?

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Шӑпах ҫавсем, Гришака мучи хӑраххисем, казаксене пире хирӗҫ кайма хӗтӗртрӗҫ.

Самое такие, как дед Гришака, и настраивали казаков супротив нас.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

21. Эхер те эсӗ халдейсем патне тухас мар тетӗн пулсассӑн, мана Ҫӳлхуҫа уҫса панӑ сӑмах ҫакӑн пек: 22. акӑ Иудея патшин керменӗнче тӑрса юлнӑ мӗнпур арӑма Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне илсе кайӗҫ, ҫав арӑмсем вара ҫапла калӗҫ: «тусусем хӗтӗртрӗҫ сана, хӑйсем майлӑ ҫавӑрчӗҫ; шурлӑха путрӑн та — пӑрахса тарчӗҫ сана».

21. А если ты не захочешь выйти, то вот слово, которое открыл мне Господь: 22. вот, все жены, которые остались в доме царя Иудейского, отведены будут к князьям царя Вавилонского, и скажут они: «тебя обольстили и превозмогли друзья твои; ноги твои погрузились в грязь, и они удалились от тебя».

Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Патша хуҫамӑм халӗ хӑйӗн чури каланине вӗҫне ҫитиччен итлинччӗ: эхер те сана Ҫӳлхуҫа мана хирӗҫ тӑратрӗ пулсассӑн, ку вӑл эсӗ кӳрекен ырӑ шӑршӑллӑ парне вырӑнне пултӑр; эхер те ҫынсен ывӑлӗсем хӗтӗртрӗҫ пулсассӑн, вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче ылханлӑ пулӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем мана Ҫӳлхуҫа халӑхӗ хушшинче пурӑнма памарӗҫ, ҫӗршывран хӑваласа ячӗҫ: «кай, урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑн» терӗҫ.

19. И ныне пусть выслушает господин мой, царь, слова раба своего: если Господь возбудил тебя против меня, то да будет это от тебя благовонною жертвою; если же - сыны человеческие, то прокляты они пред Господом, ибо они изгнали меня ныне, чтобы не принадлежать мне к наследию Господа, говоря: «ступай, служи богам чужим».

1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех