Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗтӗртни (тĕпĕ: хӗтӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытла та ӑмсанмалла хак пани тата юлташӗсем хӗтӗртни Ахметӑн иккӗленес кӑмӑлне сирчӗ-сирчех.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗлимун Ҫтаппана поварпа туслашма хӗтӗртни пурне те паллӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ку куҫкӗретех усал ӗҫ тума хӗтӗртни пулчӗ.

Это была явная провокация.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Расщепей манпа мӗнле ӗҫлени ҫинчен, ӑна хирӗҫ тӑма Причалин мана хӗтӗртни ҫинчен — пурин ҫинчен те каласа кӑтартӑп унта.

Там я расскажу, как работал со мной Расщепей, как хотел восстановить меня против него Причалин.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пурӑнма хваттер ҫукки, мӑшӑр килӗштерменни, укҫа-тенкӗ ҫителӗксӗрри, тӑвансем хӗтӗртни, нумай вӑхӑт уйрӑм пурӑнни те — ҫемье арканнин сӑлтавӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

23. Ҫавӑн пекех, Турӑ Иезавель ҫинчен те каларӗ: Иезавеле ӗнтӗ Изреель хӳми хыҫӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, терӗ; 24. Ахав кил-йышӗнчен кам хулара вилет, ҫавна йытӑсем ҫисе ярӗҫ; кам хирте вилет, ӑна вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ; 25. Ахав пек ҫылӑха парӑннӑ ҫын пулман-ха: вӑл, хӑйӗн арӑмӗ Иезавель хӗтӗртни хыҫҫӑн кайса, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса тӑчӗ; 26. вӑл, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патӗнчен хуса янӑ аморрейсем пекех, йӗрӗхсене пуҫҫапса, йӗрӗнчӗк ӗҫсем туса пурӑнчӗ, тет Ҫӳлхуҫа, тенӗ Илия.

23. Также и о Иезавели сказал Господь: псы съедят Иезавель за стеною Изрееля. 24. Кто умрет у Ахава в городе, того съедят псы, а кто умрет на поле, того расклюют птицы небесные; 25. не было еще такого, как Ахав, который предался бы тому, чтобы делать неугодное пред очами Господа, к чему подущала его жена его Иезавель; 26. он поступал весьма гнусно, последуя идолам, как делали Аморреи, которых Господь прогнал от лица сынов Израилевых.

3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех