Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗсӗннӗскер (тĕпĕ: хӗсӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малти сулахай ури, капкӑна хӗсӗннӗскер, юнӑхса хытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫакна вӑл ирӗксӗр ҫӗртен, харпӑр хӑй пурнӑҫне сыхлас инстинкчӗ тӗртсе янипе турӗ; вара вӑл, кӗпӗрленсе утакан юлташӗсем хушшине хӗсӗннӗскер, кашни этемрех пурнӑҫ хӑвачӗ мӗнешкел вӑйлӑ та ҫирӗп пулнинчен тӗлӗнсе, Анна вилнӗренпе пӗрремӗш хут тутине ҫилӗллӗн пӗрӗнтерсе, кулса илчӗ.

Он невольно сделал это, подтолкнутый животным инстинктом самосохранения, и, стиснутый телами густо шагавших товарищей, в первый раз после смерти Анны сморщил губы нервной усмешкой, дивясь про себя тому, как живуче и цепко в каждом желание жить.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫаксене пӑхмасӑрах вара ҫак христос тӗнне тытакан пӗчӗк халӑх, ҫӗрӗн пӗр кӗтессине килсе хӗсӗннӗскер, магомет тӗнне тытакан ҫурма тискер йӑхсем тата салтаксем хупӑрласа илнӗскер, хӑйне хӑй аталанӑвӑн ҫӳлти пусӑмӗнче тӑратӑп тесе шутлать, пӗр казаксене ҫеҫ вӑл ҫын вырӑнне хурса хисеплет; ыттисем ҫине, пурин ҫине те, йӗрӗнсе пӑхать.

Несмотря на то, этот христианский народец, закинутый в уголок земли, окруженный полудикими магометанскими племенами и солдатами, считает себя на высокой степени развития и признает человеком только одного казака; на все же остальное смотрит с презрением.

IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех