Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл вара мантильйине хывать, хулпуҫҫи ҫинчен тутӑрне сирет, анчах ку та пулӑшмасть — пӗрмай пусать, пӗрмай хӗсет.Она снимет мантилью, косынку с плеч, но и это не помогает — все давит, все теснит.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольгӑна йывӑрлӑх пусса илет, кӑкӑрне темӗн хӗсет, пӑшӑрхантарать.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӗвел те вӑрттӑн кулса сана хушӑран куҫ хӗсет…
Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив
Тӑшман Мускавӑн аякри пусӑмӗсем ҫине ерипен ҫеҫ хӗсет, ахӑрнех, хула ҫине сасартӑк сиксе ӳкме хатӗрленет пулас.Враг медленно нажимал на дальние подступы к Москве и, видно, готовился к решающему прыжку на город.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑрӑм мӑйлӑ ут, пысӑк та ҫап-ҫутӑ куҫне ман енне чалӑштарса, Амеда ҫыртам пек тӑвать, хускавлӑ тутисен айӗнчен курӑнакан вӑрӑм шӑлӗсемпе хуҫин аллине асӑрханса хӗсет.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мускавпа курнӑҫасси мана темӗншӗн хӑратать, чуна хӗсет.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Манран ик-виҫӗ утӑмра арҫын ушкӑнӗ тӑрать, унта чипер княжна ятне яма килӗшнӗ драгун капитанӗ те пур; вӑл темӗншӗн питӗ савӑнать, аллине сӑтӑркалать, ахӑлтатса кулать, юлташӗсене куҫ хӗсет.
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Грушницкие ҫапӑҫура пурте харсӑр ҫын, теҫҫӗ, эпӗ ӑна шӑпах кӗрешӳ вӑхӑтӗнче курнӑ: хӗҫпе хӑлаҫланать хӑй, кӑшкӑрашса малалла та кӗрет, анчах малалла кӗнӗ чух вӑл куҫне хӗсет.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл ятлаҫать пулсан, куҫне хӗсет, — ку ӗнтӗ ятлаҫни пире тивменнине, унӑн хай хаяр пулнине аялта ларакан начальниксене кӑтартса памалла пулнине пӗлтерет.
«Флинк» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ӗнене ҫур пурнӑҫ тесе хаклакан ял ҫынни ҫак выльӑхсӑр тӑрса юлни пурнӑҫа татах «хӗсет».
Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27
24. Кам вӑрттӑн куҫ хӗсет, ҫавӑ усал шухӑш тытнӑ, ӑна никам та тытса чараймасть; 25. куҫу умӗнче вӑл ҫу пек ҫемҫе калаҫӗ, санӑн сӑмахусенчен тӗлӗнсе тӑрӗ, 26. кайран вара пачах урӑхлатса каласа парӗ, санӑн сӑмахна астармӑш сӑмах пек кӑтартӗ; 27. нумай япалана чунтан кураймастӑп эпӗ, анчах ҫавӑн пек ҫынна пуринчен ытла кураймастӑп; ӑна Ҫӳлхуҫа та курайми пулӗ.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Куҫа курӑнман мӑйкӑч хӗсет мар-и мӑя!
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Нимӗҫ е пӗр енчен килсе хӗсет, е тепӗр енчен.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫӗ ӑнӑҫсӑр пулни ун чӗрине хӗскӗч пек хӗсет.
XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Шухӑшсем пуҫра йӑшӑлтатаҫҫӗ, канӑҫ памаҫҫӗ, тарӑху кӑкӑра хӗсет.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кӑкӑра темӗн чӑтайми хӗсет.
Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кам куҫ хӗсет, ҫавӑн патне каяҫҫӗ.
Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кунта, ав, уҫӑ сывлӑш, тӗлӗнмелле ҫутҫанталӑк, апла пулин те, чуна темскер хӗсет.
XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫамкана сивӗ тар тапса тухнӑ, кӑкӑра тем хӗсет, сывлӑш пӳлӗнет.
Аптрашки // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 38–39 с.
— Ҫакӑнтан… кӑкӑр патӗнче темӗнскер хӗсет.
I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.