Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрхентӗн (тĕпĕ: хӗрхен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Васька мана аякалла илсе кайрӗ те: — Эппин, мана хӗрхентӗн эсӗ? — тесе ыйтрӗ, манн алла хӑй аллинчен вӗҫертмесӗр.

Васька отвел меня в сторону: Жалел меня? — спросил Васька, не выпуская мою руку.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хӗрхентӗн? —

— Жалко?

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Лашасене хӗрхентӗн, — арӑмна, ачусене вара хӗрхенмерӗн?

О лошадях пожалел — а о жене, о детях?

Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.

27. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, пире Моисей урлӑ каланӑ пек, Эсӗ пирӗн тӗлӗшрен питех те ырӑ кӑмӑллӑ пултӑн, пире питех те хӗрхентӗн, 28. Хӑвӑн Моисей чуруна Израиль ывӑлӗсем валли Хӑвӑн саккунна ҫырма хушнӑ кун Эсӗ ун урлӑ ҫапла каланӑ: 29. «Манӑн сӑмахӑма итлемесессӗн, Эпӗ вӗсене халӑхсем хушшине салатса ярӑп та, ҫак аслӑ та нумай йышлӑ халӑх вара вӗсем хушшинче кӗҫӗне юлӗ. 30. Эпӗ вӗсем Мана итлемессе пӗлетӗп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — чурӑс халӑх; анчах хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче вӗсем хӑйсен чӗрине тӑнлама пуҫлӗҫ, 31. вара Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗҫ. Эпӗ вӗсене чӗре парӑп та — ӑнланӗҫ, хӑлха парӑп та — илтӗҫ. 32. Вара хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче Мана аслӑлама тытӑнӗҫ, Манӑн ятӑма асӑнма пуҫлӗҫ, 33. хӑйсен чурӑслӑхне, усал ӗҫӗсене пӑрахӗҫ: Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ ашшӗсенӗн ҫулне аса илӗҫ. 34. Вара Эпӗ вӗсенӗн ашшӗсене Авраама, Исаака, Иакова тупа туса хӑйсене пама пулнӑ ҫӗр ҫине тавӑрӑп та, вӗсем ӑна тытса тӑма тытӑнӗҫ; вӗсене йышлӑлантарӑп — ӗнтӗ сахалланмӗҫ. 35. Эпӗ вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ тесе вӗсемпе ӗмӗрлӗхе халал хывӑп, Хамӑн Израиль халӑхне хӑйсене панӑ ҫӗршывран хӑваласа ямӑп» тенӗ.

27. И Ты, Господи Боже наш, поступил с нами по всему снисхождению Твоему и по всему великому милосердию Твоему, 28. как сказал Ты чрез раба Твоего Моисея в тот день, в который повелел ему написать закон Твой пред сынами Израиля, говоря: 29. «если вы не послушаете гласа Моего, то это великое и многое множество народа обратится в малое среди народов, между которыми Я рассею их. 30. Я знаю, что они не послушают Меня, ибо они -- народ упрямый; но они обратятся к сердцу своему в земле переселения своего, 31. и познают, что Я -- Господь Бог их. И Я дам им сердце -- и уразумеют, и уши -- и услышат. 32. И будут прославлять Меня на земле переселения своего и вспоминать имя Мое, 33. и отвратятся от упорства своего и от злых дел своих; ибо вспомнят путь отцов своих, согрешивших пред Господом. 34. И Я возвращу их в землю, которую с клятвою обещал отцам их, Аврааму и Исааку и Иакову, и они будут владеть ею; и умножу их, и не уменьшатся. 35. И поставлю с ними вечный завет в том, что Я буду их Богом, а они будут Моим народом, и более не изгоню народа Моего Израиля из земли, которую дал им».

Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ҫилӗллӗ ҫынна хаса памаллах: хӗрхентӗн пулсан, кайран ӑна ытларах айӑплама тивет.

19. Гневливый пусть терпит наказание, потому что, если пощадишь его, придется тебе еще больше наказывать его.

Ытар 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсӗ Хӑвӑн ҫӗрне хӗрхентӗн, Иаков шӑпине улӑштартӑн; 3. Хӑвӑн халӑхун йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫартӑн, унӑн пӗтӗм ҫылӑхне манӑҫларӑн, 4. Хӑвӑн пӗтӗм хаярлӑхна пусартӑн, Хӑвӑн тискер ҫиллӳне сирсе ятӑн.

Ты умилосердился к земле Твоей, возвратил плен Иакова; 3. простил беззаконие народа Твоего, покрыл все грехи его, 4. отъял всю ярость Твою, отвратил лютость гнева Твоего.

Пс 84 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсӗ икӗ кил-йышӑн пӗртен-пӗр ачисене хӗрхентӗн!

Доверши, Владыка, милость над ними:

Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Хамӑрӑн усал ӗҫсемшӗн, хамӑрӑн пысӑк ҫылӑхшӑн ҫакӑн пек асап тӳснӗ хыҫҫӑн та, — эй Туррӑмӑр, Эсӗ пире йӗркесӗр ӗҫсемшӗн тивӗҫлипе хаса памарӑн, хӗрхентӗн пире, халӑх йӑлкӑмне сыхласа хӑвартӑн, — 14. ҫакӑн хыҫҫӑн та эпир Эсӗ хунӑ йӗркесене татах пӑсса пурӑнӑпӑр-ши, ҫав йӗрӗнчӗк халӑхсемпе хурӑнташланӑпӑр-ши?

13. И после всего, постигшего нас за худые дела наши и за великую вину нашу, - ибо Ты, Боже наш, пощадил нас не по мере беззакония нашего и дал нам такое избавление, - 14. неужели мы опять будем нарушать заповеди Твои и вступать в родство с этими отвратительными народами?

1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех