Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрхенсех (тĕпĕ: хӗрхен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни ҫулах пӗрле ӗҫлесе хӑнӑхнӑран тата хӑйсене питӗ хӗрхенсех хакланӑран, вӗсем пурте хӑйсен пурнӑҫ шӑпи ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа кӑтартма васкатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Хӗрсем тесе хӗрхенсех тӑрас ҫук.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

«Вӑл сана та хӗрхенсех тӑмасть-ха.

— А тебя он что ж, жалеет?

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Тутарсем хӑйсен ҫыннисене те хӗрхенсех тӑмаҫҫӗ иккен, вӗсен уххисенчен вырӑс ялӗсем ҫеҫ мар, тутар ялӗсем те шар кураҫҫӗ, — терӗ Иван Дормидонтович ятли.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпир иода хӗрхенсех тӑман.

Йода у нас не жалели.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӗсем пире пӑшалпа переҫҫӗ, — эпир те вӗсене хӗрхенсех тӑмӑпӑр!

Они нас стреляют — и мы их жалеть не будем!

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Каччӑна итлесе пӗтерсен Футроз ӑна хӗрхенсех кайрӗ; лешӗ вара халӗ — кӗҫӗн ҫыннӑн тивӗҫлӗхӗпе тата именчӗклӗхӗпе — витӗмлӗ ҫын йышӑнӑвне кӗтет, анчах самаях иккӗленет.

Футроз, выслушав, проникся сочувствием к юноше, ожидающему решения влиятельного человека с достоинством и застенчивостью младшего, но не ищущего.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ашшӗ ӑна хӗрхенсех кайрӗ.

Папе стало его жалко.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Серега хӗрхенсех кайрӗ, унӑн суранӗсене пӳрнисемпе хуллен сӑтӑра-сӑтӑра илчӗ.

Серега посмотрел, потрогал пальцами.

XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Шутласа пӑхсан ҫавӑн пек тухать, анчах Христос вӗрентнипе, сирӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхатӑп та, сире хӗрхенсех каятӑп, турӑ ҫыннисем…

— Расчет так велит, а по христианству своему, как о вас подумаю, жаль берет за вас, православные…

X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Касицкий хӗрхенсех йыттине вӗҫтерсе ячӗ.

Касицкий с сожалением выпустил собаку.

Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Чӑнласах та, Кара-Тете тӑванӗсемпе тусӗсем кучченеҫсене хӗрхенсех тӑман вара, апат-ҫимӗҫсене темӗн чухлӗ пани вӗсем вилнӗ ҫынна хисепленине кӑтартать.

Обилие съестных припасов свидетельствовало об их уважении к покойнику.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ҫур ӗмӗре кимӗ ҫинче ирттертӗм, хамран хам хӗрхенсех, авланас тесе, тӗрлӗрен йывӑр ӗҫре укҫа пухнӑччӗ; халӗ ак, вӑл, юриех тенӗ пек, вилсе выртрӗ, — тесе куҫҫулӗ юхтарса каларӗ вӑл.

Заливаясь слезами, он говорил: «Полжизни проработал гребцом, столько трудов положил, во всем нужду терпел, чтобы скопить денег на подарок невесте, а она умерла».

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех