Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрхеннӗ (тĕпĕ: хӗрхен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чирлисене хӗрхеннӗ вӑл, вӗсене кирек мӗнле пулсан та сыватма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ҫынсем хӗрхеннӗ ӑна, алла илесшӗн пулнӑ, анчах ӑмӑрткайӑк ҫынсене хирӗҫ тӑнӑ, текех читлӗхе кӗресшӗн пулман.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Ял кулнине пӗлсе тӑрсах хӑв валли инкек шыраса ҫӳретӗн вӗт эсӗ, Кулюкка аппа, — хӗрхеннӗ пек каларӗ ӑна ял Совет председателӗ Мария Тимофеевна.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Каччӑ шухӑша кайнӑ, хӗрхеннӗ пек пӑхса илнӗ тӑлӑх студентка ҫине.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ывӑнчӗҫ пуль ҫав, ывӑнчӗҫ пуль, — пурин ҫине те хӗрхеннӗ пек пӑхса илчӗ председатель, карттусне хывса, шакла пуҫне сӑтӑркаласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрхеннӗ пирки-и, йӗрӗннӗ пирки-и е интеллигентлӑха йӑнӑш ӑнланнипе-и унта, мур пӗлет — темшӗн, анчах та калас ҫук!..

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялова пур ҫӗрте те кӑмӑллӑн йышӑнчӗҫ, вӑл мӗнле шыранисен историне хӗрхеннӗ пекрех итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Тен, хӗрхеннӗ пуль ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӳлӗмри пур хӗрсем те ӗҫлеме пӑрахаҫҫӗ, Завьялов патне пыраҫҫӗ, ун ҫине хӗрхеннӗ пекрех пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Симонюк ҫапла каларӗ те Завьялов ҫине ӑна хӗрхеннӗ пек, ҫав вӑхӑтрах хӑй унран нумай ҫӳлте тӑнине туйса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ҫу-ук, апла мар, — аслӑ кӗтӳҫе хӗрхеннӗ пек пӑхрӗ ача.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унтан хӗрхеннӗ пек пулчӗ: пӗтӗм пурлӑхна хӑварса, ҫири кӗпе йӗмпе тухса кай, вара каҫаратӑп, унсӑрӑн — хуптаратӑп, тет…

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Вӑрман, ӗлӗкхине тем астуса, тулашма тытӑнсан — Укахви чунӗ те вӑрман кӑмӑлӗ еннех ҫаврӑнса ӳкнӗ, шелленгӗ ӑна, хӗрхеннӗ

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫав вӑхӑтрах тата, управляющи сӑмахӗсем хама та тивнӗ пек, чӗрем кӑлт хускалчӗ: хӗрхеннӗ пек пултӑм-ши ҫамрӑк начальника.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мӗн ачаранах вӑл крепосла хресченсен тертлӗ те асаплӑ пурнӑҫне курса ӳснӗ, вӗсене чӗререн хӗрхеннӗ, май пур таран пулӑшма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

— Марина ӗҫ хушмасть-и? — хӗрхеннӗ пекрех ыйтрӗ Мамарланов.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Сире хӗрхеннӗ эпӗ ун чухне, ҫавӑнпа хамӑн туйӑма тимӗр тӑлӑпа тӑлланӑ», — ку сӑмахсем чӗлхе вӗҫнех ҫитнӗччӗ, анчах вӗсене каялла ҫӑтрӑм, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек каласан Аркаш умӗнче мухтаннӑ пекрех пулассӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Савин мучи, илӗм-тилӗмпе тӑрса, чи малтан сада тухрӗ, шап-шур тӑкӑнса тулнӑ панулмисене пӗр пысӑк кунтӑ пуҫтарчӗ, ҫилпе чӗрӗлнӗ улмуҫҫи турачӗсене, аманнӑ салтака хӗрхеннӗ пек, сар тӑмпа шӑлса хуппа чӗркесе ҫыхрӗ, тӗкӗсемпе тӗкӗлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

— Ах, пӗтрӗ пӗри, ӳкрӗ! — атакӑра ӳкнӗ салтака хӗрхеннӗ пекех кӑшкӑрса ячӗ Савин мучи.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

— Ха, епле! — кӗҫ-вӗҫ кулса ярасран аран тытӑнса, вӗсене хӗрхеннӗ пек кӑшкӑрса каларӗ вӗренекенсенчен пӗри.

— Вот те и на! — воскликнул, изображая сочувствие, кто-то из учеников, едва удерживаясь от смеха.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех