Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрхенес (тĕпĕ: хӗрхен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫынна кӑштах та пулин хӗрхенес пулать, — терӗ вӗсене Николай Ананьевич самаях сиввӗн.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Никамӑн та хӗрхенес килмерӗ Ваҫҫана.

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑш чухне мана пур япаласенчен те ҫынсем валли савӑнӑҫ тума май пур пек туйӑнать, ун валли ҫавна питӗ тӑвас килни ҫеҫ кирлӗ тата хӑвна ху хӗрхенес пулмасть, ҫине тӑрса, хӑюллӑрах, тӳрӗ чунпа тӑрӑшас пулать, вара пур япаларан та ҫынна савӑнтармалли тума пулать…

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Укҫине хӗрхенес ҫукчӗ-ха канлӗ ыйхӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Тукай мӑрса хӗрхенес вырӑнне унран кулма ҫеҫ пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнле хӗрхенес килетчӗ Елюкӑн ӑна.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

— Тӗрӗс каланӑ вӑл ҫветтуй ҫын, турра кӗлтусан, тархасласан, турӑ мӗн ыйтнине паратех, анчах укҫа е япала таврашне хӗрхенес пулмасть — турӑ пулӑшатех.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Питӗ хӗрхенес те, юратас та килет вӗсене…

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кичем ун ҫине пӑхма, хӗрхенес килет ӑна.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Манӑн ӑна пит хӗрхенес килет.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ни ваттине-вӗттине Хӗрхенес те темеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

— Мӗн хӗрхенес ӑна? — касса пӑрахнӑ чечеке утӑ айне тӑвать Марине.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑна кура Фатьма-Салтанӑн упӑшкине хӗрхенес килет.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӗререн хӗрхенес килсе кайрӗ Павӑлӑн вилме шӑпа тухнӑ чиперккене.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эльгеев нимскер тума аптрарӗ, ҫанах хӗрхенес килчӗ унӑн ҫав хӗрарӑма.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлушӑн хваттер хуҫине ҫав тери хӗрхенес килчӗ, ӗмӗрлӗхех уйрӑлмалла пуласси ҫинчен Павлуш нихҫан та шухӑшламан.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр Павлуш ҫеҫ патне пырса пӑхмасӑр тӳсеймерӗ, темшӗн питӗ хӗрхенес килнӗ ҫамрӑк «мародера».

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах унӑн нӗрсӗрлӗхӗ пирӗнте ӑна хӗрхенес туйӑм ҫуратаймасть, мӗншӗн тесен унӑн тӗксӗммӗн тимлесе пӑхакан хӗсӗк куҫӗсенче сивӗ те кӑвасак ҫивӗчлӗх ҫуталса сапаланнӑ.

Но ее безобразие не возбуждало сострадания, так как холодная, терпкая острота светилась в ее узких, темно высматривающих глазах.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Смит парӑнманнине, матроссем ҫав тери тилӗрсе кайнине, Смита вӗлерме хатӗррине кура — матросран хӑтӑлас тӗллевпе — капитан шлюпкӑсенчен пӗрне хӗрхенес мар терӗ.

Видя, что Смит не сдается, а матросы так обозлились, что готовы его убить, капитан решил пожертвовать шлюпкой, чтобы только избавиться от упрямого Смита.

Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.

Тоньӑна хӗрхенес килчӗ, анчах ӑшри туйӑм хирӗҫлерӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех