Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗррисен (тĕпĕ: хӗрӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урлӑ ҫулӗ сарлакӑшӗпе ҫирӗм-вӑтӑр метр таранах, хӗррисем йывӑҫсӑр, вӗсен, хӗррисен палӑри-палӑрми ҫеремӗ алтӑк-кӑлтӑклӑ, сарӑхнӑ курӑклӑ, тылла пуҫҫиллӗ, тал пиҫенлӗ, кӑлканлӑ, шӑршлаккайлӑ, хура сӗлӗллӗ, шартла, шатра курӑксемлӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗрсе тӑнӑскер шлепкине хывмарӗ, пысӑк сӗтеле тултарсах лартнӑ тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗрпе кӗнекесен хушшинче аран-аран ҫурта шыраса тупрӗ, анчах вӑл ҫак ҫыннӑн туллин тӳмеленӗ пальтине — шалпарскере — тата унӑн кӳлепине япӑх ҫутатать, ҫӗкленчӗк ҫухавапа шлепке хӗррисен хушшинче хура ҫӳҫ йӑрӑмне кӑтартать; питне аялтан пуҫласа ҫӑварӗ таранччен шарфпа хупланӑ, вӑл — унӑн пичӗ — сарӑхнӑ хут ҫине кӑмрӑкпа ӳкернӗн туйӑнать.

Вошедший не снял шляпы; свечка, которую он едва разыскал среди разных инструментов и книг, загромождавших большой стол, плохо освещала его фигуру в просторном, застегнутом на все пуговицы пальто; приподнятый воротник открывал между собой и нахлобученными полями шляпы полоску черных волос; лицо, укутанное снизу до рта темным шарфом, казалось нарисованным углем на пожелтевшей бумаге.

I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Сӑнтан пӑхсан хӑй сарлака питшӑммиллӗ, монголла куҫӗсем хӗсӗк те чалӑшшӑн лараҫҫӗ, сулахай пичӗ тӑршшипех — тарӑн ҫӗвек: вӑл тути хӗррисен кӗтессине кӑштах хӑпартрӗ те Артюшкӑн сӑн-пичӗ ҫине хӑйӗн нихҫан улшӑнми йӗрӗнчӗкле куллине сарса хучӗ.

Лицо у него скуластое, монгольское, глаза узкие, косые, во всю левую щёку — глубокий шрам: он приподнял угол губ и положил на лицо Артюшки бессменную кривую улыбку пренебрежения.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Тӳпере нимӗн те ҫуккипе ҫыран хӗррисен мӗнпур кукрисене курма пулать.

Ясное небо позволяло с этого расстояния отчётливо видеть все изгибы побережья.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эпӗ вӗсене пулемётран… пурне те ҫулса тӑкатӑп! — Нагульнов сасартӑк тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ, калама ҫук пысӑк куҫ шӑрҫисем урнӑ ҫыннӑнни пек ялтӑртатса илчӗҫ, тути хӗррисен кӗтессисенчен кӑпӑк пӑчӑртатса тапса тухрӗ.

Я их из пулемета… всех порежу! — вдруг дико закричал Нагульнов, и в огромных, расширенных зрачках его плеснулось бешенство, на углах губ вскипела пена.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

2. Тата шӑратса кӑларса пилӗк чике ҫӳллӗш вӑр-ҫаврака тинӗс тунӑ, — унӑн хире-хирӗҫ хӗррисен хушши вунӑ чике пулнӑ; йӗри-тавралла ӑна вӑтӑр чике тӑршшӗ сӑнчӑр явакласа тӑнӑ; 3. унӑн айӗпе йӗри-тавралла пур енче те шӑратса тунӑ вӑкӑр ӗренкисем туса ҫаврӑннӑ; кашни чике тӑршшӗне вуншарӑн вырӑнаҫса, тинӗсе вӗсем йӗри-тавра пур енчен те икӗ ӗретӗн эрешлесе тӑнӑ, вӗсене тинӗспе пӗрлех шӑратса кӑларнӑ пулнӑ.

2. И сделал море литое, - от края его до края его десять локтей, - все круглое, вышиною в пять локтей; и снурок в тридцать локтей обнимал его кругом; 3. и литые подобия волов стояли под ним кругом со всех сторон; на десять локтей окружали море кругом два ряда волов, вылитых одним литьем с ним.

2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Унтан пӑхӑртан шӑратса пилӗк чике ҫӳллӗш вӑр-ҫаврака тинӗс тунӑ: унӑн хире-хирӗҫ хӗррисен хушши вунӑ чике пулнӑ, йӗри-тавралла ӑна вӑтӑр чике тӑршшӗ сӑнчӑр явакласа тӑнӑ.

23. И сделал литое из меди море, - от края его до края его десять локтей, - совсем круглое, вышиною в пять локтей, и снурок в тридцать локтей обнимал его кругом.

3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех