Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрлӗрех (тĕпĕ: хӗрлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн алебастр пек шурӑ пичӗ кӑштах хӗрлӗн ҫуталса тӑрать, тӳрӗ ҫамкине хӗрлӗрех кӑтра ҫӳҫ витнӗ.

Прелестное лицо поражало алебастровой белизной, оттененной нежным румянцем, изящной формы лоб обрамляли кольца рыжих пушистых волос.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Унтан юлташне каллех ҫӗклет те Ҫӗрӗн хӗрлӗрех пайӑркисене пӑхкала-пӑхкала утать.

Подхватывал товарища и шёл, поглядывая на красноватые лучи земли.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пуш хир ҫийӗн, ҫӳллех те мар, хӗрлӗрех сивлек ҫӑлтӑр ҫакӑнса тӑрать.

Невысоко над пустыней стояла красноватая, мрачная звезда.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Горӑн тути ҫинче хӗрлӗрех кӑпӑк курӑнать:

— На губах у Гора показалась красноватая пена.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӗрлӗрех ҫутӑ ҫуртсен сӗвек стенисене куҫкалакан мӗлкесемпе чӗртрӗ, чӳречесенче ҫиҫет.

Красноватый свет оживил колеблющимися тенями покатые стены домов, мерцал в окнах.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось шнура туртрӗ те — ҫав самантрах тӗкӗр патӗнчен каялла сиксе ӳкрӗ: унта, хунарсен хӗрлӗрех ялтӑравӗнче, тӗтӗм палкамӗ вӗҫет, ҫулӑм сирпӗнет-ҫиҫет, хӗлхемсем сывлӑша каса-каса ҫиҫкӗнеҫҫӗ…

Дёрнул за шнур, и сейчас же грохотом отшвырнуло его от зеркала: там в красноватом сиянии фонарей, летели клубы дыма, чиркали огненные вспышки, искры.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита уллӑна чӗр куҫҫисем ҫине антарнӑ та кӑмрӑксем ҫинелле тӗмсӗлнӗ, — вӗсем унӑн питне хӗрлӗрех вӗрипе ҫутатаҫҫӗ.

Опустив уллу на колени, Аэлита глядела на угли, — они озаряли красноватым жаром её лицо.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сивӗ ҫил тӗтре хӑваласа карӑнтарчӗ, нӳрлӗ пӗлӗтре хунарсем сапаланакан хӗрлӗрех ҫиҫкӗнӳсемпе силленеҫҫӗ.

Холодный ветер нагнал туман, в мокрых облаках раскачивались фонари красноватыми, расплывающимися сияниями.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Уҫланкӑ ӗшне еннелле, хӗрлӗрех тӗслӗ лутра ҫурт-хуралтӑ патнелле сӗвеккӗн анать.

Поляна полого опускалась к роще, к красноватым и низким постройкам.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсен хӗрлӗрех, ҫинҫе пичӗсем «шохо» тӗтӗм ҫӑтнине сехӗрленӳпе сӑнаҫҫӗ.

Красноватые, востренькие лица их с ужасом следили, как «шохо» глотает дым.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Марсианӑн кӑвакрах, ӑшӑ пичӗ хускалмасть, сӗвек ҫамки ҫинче ҫеҫ, куҫ харшисен хушшинче, ытлашши тимлӗ пулнӑран хӗрлӗрех пӑнчӑ хӑпарма пуҫларӗ.

Голубоватое, умное лицо марсианина было неподвижно, лишь на покатом лбу его, между бровей, стало вздуваться от напряжения красноватое пятно.

Марсиансем // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӗрӗн хӗрлӗрех ҫав шарикӗ, ҫӑлтӑрлӑ пуш хирте ишсе ҫӳрекенскер, тен, пин ҫуллӑхсене ывӑтса сапаланӑ аслӑ Сывлӑшӑн чӗрӗ, сывӑ чӗри?

Быть может, этот красноватый шарик земли, плывущий в звёздной пустыне, — лишь живое, плотское сердце великого Духа, раскинутого в тысячелетиях?

Лось ҫӗре сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӗрлӗрех ҫӑлтӑр-Ҫӗр ҫути шупкаланать ӗнтӗ, горизонт тӗлӗнчех, пайӑркисем чӗре варринелле килеҫҫӗ.

Свет красноватой звезды-земли бледнел, она приближалась к зениту, лучик от неё шёл в самое сердце.

Лось ҫӗре сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӗрлӗрех сарӑ тӗмескесем урлӑ калта чупса килчӗ.

По оранжевым кочкам прибежала ящерица.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аппарат апельсин пек хӗрлӗрех сарӑ тӗслӗ, лаптак тӳремлӗхре выртать.

Аппарат лежал на оранжево-апельсиновой, плоской равнине.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Бульвар тӑрӑх пирӗн ҫумпа таса тӑхӑннӑ ҫынсем: мӑнтӑр улпут майрисем чиновниксем, офицерсем утса ирте-ирте ҫӳретчӗҫ; кукка якалса кайнӑ кӗрхи пальто, лучӑрканса пӗтнӗ картус тата хӗрлӗрех тӗслӗ атӑ тӑхӑннӑччӗ те хӑй костюмӗнчен вӑтанса пулас, хӗсӗнкелесе ларатчӗ.

По бульвару мимо нас ходила чистая публика: пышные барыни, чиновники, офицеры; дядя был одет в потертое осеннее пальто, измятый картуз, рыженькие сапоги и ежился, видимо, стесняясь своим костюмом.

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Хӗрлӗрех куҫӗсемпе йӑлтӑртатса вӑл калатчӗ:

Поблескивая рыжими глазами, он говорил:

XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Тӳррипе каласан, хулара пурӑнма питех интереслӗ марччӗ; ватӑ хуҫа арӑмӗ, ӗлӗкхи пекех, мана юратса каймастчӗ; ҫамрӑкки мана шанмасӑртарах пӑхатчӗ; чӗкеҫ шатрисем тухнипе тата пушшех хӗрлӗрех пек пулса кайнӑ Викторушка, темшӗн кӳреннӗскер, пурин ҫине те мӑкӑртатса ҫеҫ ҫӳретчӗ.

В общем в городе жилось не очень интересно; старая хозяйка относилась ко мне неприязненно, как раньше; молодая смотрела на меня подозрительно; Викто-рушка, еще более порыжевший от веснушек, фыркал на всех, чем-то неизлечимо обиженный.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Урамсенче — хӗрлӗрех тӗслӗ пылчӑк, панелсем патӗнче шывсем юхаҫҫӗ.

На улицах рыжая грязь, около панелей бегут ручьи.

XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Шӑранса уйӑрӑлса кайнӑ крантӑ кӗпҫийӗ хурлӑхлӑн усӑнса аннӑ, крыши чалӑшса кайнӑ, аврисем айӗнчен тӑхлан тумланатчӗ, — хӗрлӗрех кӑвак сӑмавар вилӗ пек ӳсӗррӗн туйӑнатчӗ.

Отпаявшаяся втулка крана уныло опустилась, крышка съехала набекрень, из-под ручек стекали капли олова, — лиловато-синий самовар казался вдребезги пьяным.

IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех