Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чикмек тӗрӗпе арҫын кӗпилӗх пир тӗртнӗ, 6 хӗрлӗ, 2 кӑвак, 6 хӗрлӗ, 2 шурӑ, 2 кӑвак, 2 шурӑ; 6 хӗрлӗ, 2 кӑвак, 6 хӗрлӗ тата ытти те.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Тӗслӗхшӗн вӗтӗ клеме ятлин куммин пӗр пайне илер: 4 хӗрлӗ, 1 шурӑ, 1 хӗрлӗ, 1 шурӑ; 4 хӗрлӗ, 1 шурӑ, 1 хӗрлӗ, 1 шурӑ.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Унта пысӑк баобаб ҫинче марабу ятлӑ кайӑкпа хӗрлӗ майлӑ, хӗрлӗ кӑкӑрлӑ суиманг йӑвисем пур; унтах хӑйсен йӑвисем валли ҫурт тӑррисенчен улӑм йӑтакан кайӑксем; вӑйлӑ та хитре саслӑ носорог-кайӑксем; хӗрлӗ хӳреллӗ ҫутӑ кӑвак попугайсем, вӗсене маньемсем «роус» теҫҫӗ, йӑх пуҫӗсене ҫак ята параҫҫӗ; кӑнтӑр кайӑкӗ евӗрлӗ, хурт ҫиекен «друго» кайӑксем — кунта вӗсем хӗрлӗ сӑмсаллӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тӗрӗ-эрешре шупка хӗрлӗ, хӑмӑртарах хӗрлӗ тата тӗксӗм хӗрлӗ тӗссем чылайрах пулнӑ.
Саккам чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Вӑл ҫырӑ куҫлӑ, хӗрлӗ куҫ харшиллӗ, хӗрлӗ ҫӳҫне тӗпек хӑварса кастарнӑ, хӗрлӗ питне чӗкеҫ шатри сӑрса илнӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Пурҫӑнӑн ҫӑмӑл хирӗҫӗвне пӑлхата-пӑлхата Грэй тӗссене уйӑра-уйӑра тӗпчет: шупка хӗрлӗ, кӗрен, тӗксӗм кӗрен; чие тӗсӗпе хӗрле сарӑ, тӗттӗм хӗрлӗ тӗссен ҫӑра кӑпӑкӗ; «ытарайми», «ҫав тери хитре», «чаплӑ», «шеп» йыш-ши сӑмахсем евӗр суя тӑванлӑхра уйрӑлса тӑракан мӗн пур вӑйпа пӗлтерӗшлӗ сӗм кунта; пусма хутланчӑкӗсенче курсан та сӑмахпа каласа хаклайми систерӳсем пытаннӑ, анчах чӑн-чӑн хӗрлӗ тӗс пирӗн капитан куҫӗ тӗлне ҫав-ҫавах лекмест-ха.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Хӗрлӗ йӗр — автомобильсем ҫӳремелли ҫул, кӑвакки — ҫыхӑну, хӑмӑрри — трасса тӑрӑх трубасене турттарни, симӗсси — шӑратса сыпни, кӗренни — траншейӑсем алтни, ҫутӑ кӑвакки — трубопровода тасатни, изоляцилени тата ӑна траншейӑна антарса хуни, сарри — трубопровода шыв ярса тӗрӗслени, сирень тӗсли — траншейӑна ҫӗрпе тултарни, хӗрлӗрех кӑвак тӗсли — нефть уҫласа тӑракан станцине туни, хӗрлӗрех сарӑ тӗсли — тӗрлӗ ҫурт-йӗрсем.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Авалхи Римри пуянсен чечен хӗрарӑмӗсем куҫ харшисене кӑткӑсен ҫунтарнӑ ҫӑмартисемпе, тутисене киноварь текен (кӳкӗртлӗ ртуть) хӗрлӗ тӗслӗ минералпа, сурикпа (хӗрлӗ сарӑ е хӗрлӗ кӗрен сарӑ), крокодил каяшӗпе тӑхланран тунӑ хутӑшпа та сӑрланӑ.
Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Каминӗ питӗ пысӑк, тӗпне хӗрлӗ кирпӗч сарнӑ; кирпӗчӗ яланах таса та хӗрлӗ пултӑр тесе, ун ҫине шыв сапса тепӗр кирпӗчпе хӑшкаҫҫӗ; сайра хутра вӗсене хулари пек «испан сӑрӗ» текен хӗрлӗ сӑрпа сӑрлаҫҫӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑхӑтсӑр ҫутатса кайрӗҫ Коршуновӑн тилӗ ҫӑмӗ пек хӗрлӗ сухалне кӑвак пӗрчӗсем, унтан тӑнлавӗ ҫине куҫса йӑва ҫавӑрчӗҫ: малтанах — тӑмлӑ тӑпра ҫинчи типчак курӑкӗ пек — пӗчӗк тӗмескепе, унтан хурлӑхлӑ шурӑ пайӑркасем сарӑ хӗрлӗ тӗсе ҫӗнсе илчӗҫ те тӑнлавӗсем ҫинче асар-писеррӗн сарӑлса ашкӑрчӗҫ, хӗрлӗ ҫӳҫе хӗссе пырса, пӗрер пӗрчӗн тыта-тыта илсе, пӗтӗм лӗпкине хупласа хучӗҫ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ним тапранмасӑр хытса итлекен, шӑп пулнӑ класра питӗ ӑслӑ учитель пек васкамасӑр, татӑклӑн та витӗмлӗ калаҫать Сталин, Совет Союзӗн гражданӗсем Хӗрлӗ Ҫарпа тата Хӗрлӗ Флотпа пӗрле кашни шит Совет ҫӗрне сыхлама тивӗҫ, тет вӑл, тылра Хӗрлӗ Ҫара мӗнле пулӑшмаллине тата вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫӗнӗлле мӗнле ӗҫлемеллине вӗрентет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чи-чи ҫӳлте, тӑрӑсен ҫӑп-ҫӑра чӑтлӑхӗпе аякри-аякри вулӑсем витӗр, горизонтӑн тип-тикӗс, ҫӳллӗ йӗрӗ ҫийӗпе, каҫхи шуҫӑмӑн ансӑр ярӑмӗ ҫиҫсе хӗмленет — хӗрлӗ те мар, йӑм-хӗрлӗ те мар, тӗттӗмтерех йӗпкӗн хӗрлӗ, халиччен пулманскер, шӑранса пыракан кӑмрӑк е ҫӑп-ҫӑра хӗрлӗ эрех витӗр курӑнакан ҫулӑм тӗслӗрех.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Темӗн чухлӗ кавирччӗ, анчах пӗр хӗрлӗ хунар ҫеҫ ҫунатчӗ, ҫӗнӗ пианино ҫуталса ларать, хӗрлӗ каркӑҫсемлӗ икӗ чӳрече, — пӗтӗмпех-пӗтӗмпех хӗрлӗччӗ.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Шыв пӑрки, «Одесса-Товарная» станци картишӗн сарӑ хӳмисем, хӗрлӗ вагонсем, санитар поезчӗ, Хӗрлӗ хӗресӗн хӗрлӗ ялавӗ, брезентпа витнӗ тавар куписем, часовойсем курӑнаҫҫӗ.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
49. Пӳрте тасатмашкӑн вӑл икӗ вӗҫен кайӑк, кедр йывӑҫӗ, йӑм хӗрлӗ ҫип тата иссоп илӗ; 50. пӗр вӗҫен кайӑкне ҫӑл шывӗ тултарнӑ тӑм савӑт тӗлӗнче тытса пусӗ; 51. унтан кедр йывӑҫне, иссопне, йӑм хӗрлӗ ҫиппине, чӗрӗ вӗҫен кайӑкне илӗ те вӗсене пуснӑ вӗҫен кайӑкӑн юнӗпе тата ҫӑл шывӗпе йӗпетӗ, пӳртне ҫичӗ хутчен сирпӗтӗ; 52. пӳрте вара вӗҫен кайӑк юнӗпе, ҫӑл шывӗпе, чӗрӗ вӗҫен кайӑкпа, кедр йывӑҫӗпе, иссоппа тата йӑм хӗрлӗ ҫиппе тасатӗ; 53. чӗрӗ вӗҫен кайӑкне хула тулашне хире кӑларса ярӗ, ҫапла пӳрте тасатӗ, пӳрт таса пулӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Чӗри хушнипе, кӑмӑлӗ туртнипе ҫынсем пуху чатӑрӗ тумашкӑн, унта мӗн кирлине пурне те тумашкӑн, [пӗтӗм] сӑваплӑ тумтире тумашкӑн мӗн-мӗн кирлине илсе Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ; 22. упӑшкисем арӑмӗсемпе пӗрле пынӑ, пурте чӗри хушнипе ҫӗрӗсем, алкасем, куҫлӑ ҫӗрӗсем, хӑлха ункисем, тӗрлӗ ылтӑн япала илсе пынӑ, Ҫӳлхуҫана ылтӑн кӳрес теекенӗ кашниех ҫапла тунӑ; 23. камӑн сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм, виссон, качака ҫӑмӗ, хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем пулнӑ, вӗсем ҫавна илсе пынӑ; 24. кӗмӗл е пӑхӑр параканӗ кашнийӗ ӑна Ҫӳлхуҫана парне кӳме илсе пынӑ; камӑн ситтим йывӑҫӗ пулнӑ, вӑл ӑна кӗлӗ чатӑрне кирлӗ ҫӗре илсе пырса панӑ; 25. ӑстайлӑ хӗрарӑмсем пурте арланӑ, вара сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫип, виссон пырса панӑ; 26. арлама пӗлекен пур арӑм та хӑйӗн чӗри хушнипе качака ҫӑмӗ арланӑ; 27. халӑх пуҫлӑхӗсем ефодпа кӑкӑрлӑх валли оникс чулӗ тата харшаласа лартмалли чулсем, 28. ырӑ шӑршӑлӑх, ҫутаткӑҫ валли тата сӗрмелли ҫу тума, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли тума йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пынӑ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара Ҫӳлхуҫа хирӗҫ енчен питӗ вӑйлӑ анӑҫ ҫилӗ кӑларнӑ, хӗрлӗ шӑрчӑка вӗҫтерсе кайнӑ та ӑна Хӗрлӗ тинӗсе пӑрахнӑ; пӗтӗм Египет ҫӗршывӗнче пӗр хӗрлӗ шӑрчӑк та юлман.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32 муниципалитет йӗркеленӗвӗнче /Патӑрьел районӗнчи Патӑрьел, Куславкка районӗнчи Энтри Пасар, Кунер, Тӗрлемес, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски, Хуракасси, Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипеч, Пӑрачкав районӗнчи Пӑрачкав, Вӑрмар районӗнчи Чулкаҫ ял, Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав, Чурачӑк, Шупашкар районӗнчи Атайкасси, Вӑрман Ҫӗктер, Ишлей, Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкӑнь, Хӗрлӗ Октябрь, Макарин, Вырӑс Улхашӗ, Тӑванкасси, Етӗрне районӗнчи Мӑн Чураш, Мӑн Шемертен, Иваньково, Мучар, Советски, Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпа, Елчӗк, Тӑвай районӗнчи Тӑвай ял тӑрӑхӗсенче тата Куславкка районӗнчи Куславкка, Вӑрмар районӗнчи Вӑрмар, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрвӑрри хула тӑрӑхӗсенче/ коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗн индексӗ 6,7% пулӗ.
Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Саккамсен хушпӑвӗ пӑртак анатрисен пуҫ хатӗрне аса илтерет: хушпу кӑшкарне кунта та шурӑ е тӗксӗм хӗрлӗ хулӑн хӑюран ҫӗленӗ, ӑна нухрат-тенкӗпе тата хӗрлӗ вӗт шӑрҫапа витнӗ.
Саккам чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Хӗрлӗ ҫинчи чӑпар эрешсене ҫӑм ҫиппе (тӗве ҫӑмӗнчен арланипе) тӗртсе тунӑ, вӗсенче хӗрлӗ, сарӑ, ҫутӑ сарӑ, ешӗл симӗс, йӗпкӗн симӗс тӗссем палӑрса тӑнӑ.
Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.