Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрелнӗччӗ (тĕпĕ: хӗрел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн шурӑ тӗслӗ пичӗ кӑштах хӗрелнӗччӗ, анчах вӑл ывӑнни аван палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Питҫӑмартисем хӗрелнӗччӗ, куҫӗсем, ҫӑлтӑр пек, ҫунатчӗҫ.

На щеках румянец, глаза, как звёзды, горят.

Приказ — закон // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ун шывӗ тимӗр тутӑхӗпе хӗрелнӗччӗ.

Воды его были красными от окиси железа.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тухтарӑн куҫӗ хӗрелнӗччӗ, шыҫса тӑртаннӑччӗ.

Тухтар не скрывает своих горьких слез, глаза его воспалились, опухли.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Чӗлхепе урисем вӗсене Анатри Кӗҫӗн урама илсе ҫитернӗ тӗле иккӗшӗ те йӑлт пӑшӑхса хӗрелнӗччӗ ӗнтӗ, шӗлепкисене хывса, тарӗсене шӑла-шӑла илетчӗҫ.

Когда ноги и язык довели их до Малой Нижней улицы, оба они были красны и, сняв шляпы, вытирали пот.

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине пӗлместӗп ӗнтӗ, ҫурҫӗр иртсен икӗ сехетре эпӗ таврӑнтӑм та вӗсен иккӗшин те куҫӗсем хӗрелнӗччӗ — тӗтӗме пула пулӗ, пӗтӗмпех туртса тултарнӑччӗ, чӳречине темшӗн уҫманччӗ вара.

Не знаю, о чём они говорили, но, когда я вернулась во втором часу ночи, у обоих были красные глаза — вероятно, от дыма: в номере было сильно накурено, а окно почему-то закрыто.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех