Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрелнӗ (тĕпĕ: хӗрел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑксен юнӗпе хӗрелнӗ хурӑна унти ял ҫыннисем «хӗрлӗ хурӑн» теме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Вӑл 1917 ҫулта Хӗллехи Двореца штурмланӑ ҫӗрте пулнӑ, ӑна тӑшмансен пулисем шӑтарса пӗтернӗ, вӑл Балти матросӗн юнӗпе те, ман юнпа та хӗрелнӗ…»

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пӑхатӑп урана — хӗл-хӗрлӗ хӗрелнӗ ут ҫийӗн шап-шурӑ хӑмпӑлчӑсем.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Юлашки вӑхӑтра ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑраймасӑр тарӑхнипе куян куҫӗ пек хӗрелнӗ куҫӗсем Ҫимун ҫине сиввӗн тӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурте тенӗ пекех вӗсем — салтак ҫырӑвӗсем, тарпа йӗпеннӗ, юнпа хӗрелнӗ ҫырусем.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халиччен пурӑнса сунас ермен мана! — хӗрелнӗ тутине ал тутрипе шӑлкаларӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан сасартӑк хӑй ӑҫтине тата кунта мӗнле майпа килсе лекнине тавҫӑрса илчӗ те шыҫса хӗрелнӗ куҫӗсемпе ҫамрӑк хӗрарӑм ҫине тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫанӑ вӗҫӗнчен хур ури пек хӗрелнӗ алли курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Хӗветӗр тӗтӗмпе хӗрелнӗ куҫне шӑлса типӗтрӗ те малалла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Толик ҫывӑрса тӑранайманнипе хӗрелнӗ куҫӗсене сӑтӑркаласа, хута тӗлӗнсе вуласа тухрӗ, пӗр стакан сӗт ӗҫрӗ те повесткӑра каланӑ пек район центрне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Куҫӗ хӗрелнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫынсен хӗрелнӗ сӑнӗсем тата метеорологи приборӗсем «ӑшӑ ҫил» вӗрнине кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лена хӑйӗн шупкаланнӑ тутине юлашки хут ваткӑпа сӑтӑрса илет, хӗрелнӗ ватка чӑмӑрккипе тӗкӗрне сумка ӑшне хурать те Завьялов еннелле ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мучисем иккӗшӗ те хӗп-хӗрлӗ хӗрелнӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унӑн кӑштах хӗрелнӗ пичӗ тата илемлӗрех курӑнать.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑй, ӑшша пиҫсе, хӗрелнӗ, ывӑнни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Куҫӗ хӗрелнӗ пек курӑнчӗ, мӗн те пулсан пулнӑ-тӑр Верука?

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унӑн ҫап-ҫаврака тулли пичӗ талӑрса хӗрелнӗ, куҫӗсене вут хыпнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ачасен вӑрӑм туна ҫыртнӑ вырӑнти ӳт хӗрелнӗ, хӑмпӑланнӑ, суран пек пулса ларнӑ.

Кожа у детей, получивших укус комара, покраснела, появились волдыри, ранки на месте укуса.

27 ача вӑрӑм туна ҫыртнӑ хыҫҫӑн больницӑна лекнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35090.html

Ку йывӑҫа та кӗрхи сӑн ҫапнӑ ӗнтӗ, ҫулҫисем пӑт-пат саралнӑ, хӗрелнӗ, ҫапах та вӑл симӗс сӑнлӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех