Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрелмесӗр (тĕпĕ: хӗрел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хайхискер сӑра барӗ умӗнче: «Ҫав писатель вилнӗ хыҫҫӑн мӗне кура некролог ҫапса кӑлармалла? Вӑл ҫырма мар, элеклеме кӑна пӗлет. Талантлӑ Потапов арӑмне еплерех лапӑртарӗ!» — тесе пӗр хӗрелмесӗр кӑшкӑрашнӑ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗр хӗрелмесӗр калама пултарать.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ман паҫӑрах, палкама чарӑнса, хӗре чӑннине пӗлтермелле ӗнтӗ, унран каҫару ыйтмалла, анчах эпӗ, хӗрӗнкӗскер, питӗме кӗҫҫе ҫӗленӗ пек, нимӗн хӗрелмесӗр сӳпӗлтететӗп.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ку сӑмахсене Иван пичче ытлашши хӗрелмесӗр йышӑнчӗ пулӗ те, ӗҫ кулӑшах иртмерӗ, пулнӑ инкек Сехре Иванӗпе Марине хушшинчи самаях юсанса ҫитнӗ туслӑха каллех чылай вӑхӑтлӑха пӑсса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пулнине палӑртакан япаласемпе кӑтартса парсан, ниҫта кайса кӗрейменскерсем, пӗр хӗрелмесӗр килӗшрӗҫ: да, ку пулнӑ, анчах эпӗ вӗсем ҫинчен манса кайнӑ, — тесе сӳпӗлтетеҫҫӗ… йӗрӗнчӗксем!

Прижатые к стене, загнанные в угол вещественными доказательствами, даже не покраснев, соглашались: «Да, это было, но я запамятовал…» Какое ничтожество!

Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.

— Ирӗк панӑ кӑна мар, хушрӗҫ, хӗсӗрлерӗҫ, — васкаса, ним хӗрелмесӗр калаҫма пуҫларӗ Рубцов-Емницкий.

— Да не только позволили, а просто-напросто принудили, — торопливо, не краснея, заговорил Рубцов-Емницкий.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Апла пулсан, хамӑрӑн ҫитменлӗхсене шӑпах халӗ «ҫут тӗнчене» туртса кӑлармалла вӗсем ҫинчен хӑрамасӑр, хӗрелмесӗр, тӳррӗн те ҫивӗччӗн каламалла.

Значит, надо именно теперь вытащить «на свет божий» наши недостатки и, не боясь и не краснея, прямо и резко о них сказать.

XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех