Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрелмерӗ (тĕпĕ: хӗрел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хура Ҫимун шуралмарӗ те, хӗрелмерӗ те — капан пек пысӑкскер, ҫӳлтен лӑпкӑн пӑхса тӑчӗ вӑл Хумкка ҫине.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрелмерӗ те, иҫмасса.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Ула Тимӗр самантрах хӑйне утса-чупса пынӑ чух темле йӗплӗ тимӗр карта ҫине пырса тӑрӑннӑн туйса илчӗ, пичӗ, хӑлха таранах хӗрелмерӗ пулин те, карласа ҫунакан кӑвайт вут-хӗмӗ ӳкнӗ пекех пӗҫерсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах сержант ҫухалса каймарӗ, хӗрелмерӗ те.

Но он не растерялся, не покраснел.

I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Кукуҫ пӗрчӗ палан чухлӗ те хӗрелмерӗ.

Кукусь врал напропалую и ничуть не краснел.

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сергей Иринӑна юратни ҫинчен каланӑ пулсан, — вӑл апла калама пултарнӑ ӗнтӗ, — вара ҫав самантра мӗн каланине нимӗн сиктермесӗр ҫырмалла: Сергей Иринӑна хӑй шухӑшӗсене пӗтӗмпех, ним сиктерсе хӑвармасӑр, тӳрех, хурапа шурра курнӑ фронтовик пек, нимӗн вӑтанмасӑр каланӑ-ши, е ҫуршар сӑмахӑн кӑна вылятса, йӑл кулкаласа анчах систерчӗ-ши; каланӑ чухне хӗрелчӗ-и е хӗрелмерӗ; ӑна хирӗҫ Ирина мӗн каларӗ, Сергейӗн ҫав самантра хӑюлӑхӗ ҫитмен пулсан, ӑҫтан тупӑннӑ вара хӑюсӑрлӑхӗ, ҫавна кӑтартмалла: кирлӗ вӑхӑтра хӑюллӑх тупаймасан, епле Герой вара вӑл, чӑнах та…

Если Сергей станет объясняться в любви Ирине, — а это вполне возможно, — то необходимо этот момент записать во всех его подробностях: сказал ли Сергей Ирине все, что думал, прямо, без обиняков, как и подобает видавшему виды фронтовику, или изъяснялся одними лишь намеками да улыбками; краснел ли при этом, или не краснел; что именно ответила ему Ирина; если же на ту беду у Сергея не хватило смелости, тогда надобно показать, откуда взялась у него эта робость: какой же это в самом деле Герой, когда у него в нужный момент не было храбрости…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех