Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрачаччӗ (тĕпĕ: хӗрача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав ӗҫ пулса иртиччен эпӗ пӗр вырӑнта лара-тӑра пӗлмен хӗрачаччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Укахви йӑрӑ та чӗрӗ, хаваслӑ та калаҫма, шӳт тума юратакан хӗрачаччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кунта эпӗ чи тӑтӑш курнисенчен — ҫав ҫуртрах, пӗрремӗш хутра пурӑнакан Люся ятлӑ ҫамрӑк хӗрачаччӗ, вӑл ватӑ асламӑшӗпе кӑна пурӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Виҫӗ ҫул каялла эпӗ ялтан кайнӑ чух вӑл вӑрӑм ураллӑ ҫинҫешке хӗрачаччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

«Вӑтанакан хӗрачаччӗ ҫав эп ун чухне», — тетчӗ каярах Н. К. Крупская, ҫав тӗлпулӑва аса илсе.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ӗҫчен, сӑпайлӑ хӗрачаччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫынсем ман ҫине пӑхса тӗлӗнеҫҫӗ — халь ҫеҫ хӗрачаччӗ, пӑхӑр-ха, арҫын ача пулса та килнӗ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лайӑх хӗрачаччӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ун чухне Поля пит хӑюсӑр хӗрачаччӗ: ташлама та пӗлместчӗ, кулма та вӑтанатчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗчӗк чух ман Гришӑпа туслӑ чухне аван хӗрачаччӗ.

В детстве, когда еще дружила с моим Гришей, была хорошая девочка.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Нумай та пулмасть, — каллех калаҫма пуҫларӗ Мэрдан, — санран кӑшт кӑна ҫӳлерех хӗрачаччӗ вӑл.

— Давно ли, — заговорил он опять, — была она девчонкой, чуть повыше тебя.

IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Эс пӗрмай хӗрачаччӗ.

Но ты все была девочка.

8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Ун чухне эсир кӗрнексӗр те пӗчӗкҫӗ, шурӑ ҫухаллӑ ахаль кӗпе тӑхӑнса тата кӗске ҫивӗтпе ҫӳрекен хӗрачаччӗ.

Когда вы были еще нескладной маленькой девочкой и ходили в ситцевом платьице, с косичкой, напоминавшей крысиный хвостик.

Эпилог // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Эсӗ ун чухне ӳссе ҫитмен хӗрачаччӗ, анчах хальхи пекех илемлӗччӗ!

Ты тогда была девочкой, подростком, но уже так же прекрасна, как теперь!

LХХХV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Нумай пулать-и Дуняшка манкине те шӑлма пӗлмен хӗрачаччӗ; ҫӳретчӗ чупса, ҫурӑмӗ хыҫӗнче пӗчӗк ҫивӗтӗсем шӑши хӳри пек пӗтӗлтететчӗҫ, халӗ пӑх ав епле вӑл, паян тесен паян хӑть качча пар.

Давно ли Дуняшка была сопливой девчонкой; бывало, бегает, а по спине косички мотаются, как мышиные хвостики, а зараз уж вон она, хучь ныне замуж.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпир ӑна пурте астӑватпӑр: пӗчӗккӗ те хыткан хӗрачаччӗ, пӑх-ха эсӗ ун ҫине, кӗнекесене епле тыткалать вӑл, мӗн чухлӗ кӗнеке унӑн, вӗсене пурне те вуланӑ ӗнтӗ вӑл…»

Все мы ее помним, — была такая щупленькая девчушка, а погляди ты на нее, как здорово книгами ворочает, сколько у нее этих книг, и все она читала…»

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Майӗпен-майӗпенех вӑл хӗре палласа илчӗ, хӑй килтен тухса кайнӑ чухне вӑл ҫинҫешке, савӑнӑҫлӑ хӗрачаччӗ, ҫак хӗрача ӗнтӗ ашшӗ-амӑшне, пиччӗшне те ҫӗре чикнӗ.

Мало-помалу он узнал в ней, наконец, ту маленькую, тоненькую и веселенькую девочку, которую он оставил дома с теми, кому она закрыла глаза.

Франсуаза // Василий Алагер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 87–92 стр.

Сӑнран пӑхма вӑл малтанхи пекех савӑнӑҫлӑ, ҫӑмӑлттай, ашкӑнма юратакан хӗрачаччӗ, анчах та, тӗрӗссипе, пачах та урӑхла ҫынччӗ ӗнтӗ.

На вид она оставалась все той же девочкой, веселой, легкомысленной и немного озорной, но на самом деле она была уже иная.

Лида // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех