Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрачан (тĕпĕ: хӗрача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Венюк хӗрачан сӑмахне ӗненет те, ӗненмест те.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хӗрачан пуҫӗ ҫине куҫҫуль тумламӗсем татӑла-татӑла ӳкрӗҫ, анчах вӑл туймарӗ ӑна, ӑнланмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрачан килте ӗҫ нумай.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫак туйӑм шӑпах хӗрачан талайӗ ҫирӗпленсе пынӑ чух чӑмӑртаннӑ май кайрантарах вӑл хӗрачан кӑмӑлне те, сӑн-питне те ӗмӗрлӗхех витӗр ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫав вӑхӑтрах хӗрачан сӑн-сӑпатӗнче темӗнле ҫирӗплӗх палӑрать, вӑл — ӗшеннӗ пулин те — хӑйи-хӑйми темӗнле ырӑ япала ҫинчен ӗмӗтленсе мала пӑхать.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Тен, таҫта тухрӗ пуль? — хӗрачан тумтирӗсене пӑхкаларӗ Маюк: пальтовӗ пӑтарах ҫакӑнса тӑрать, кофтипе шурӑ мамӑк калпакӗ — тенкел ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ик хӑлхи те, пичӗ-куҫӗ те вутпа хыпрӗҫ хӗрачан.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ҫын вӗлерекен пыл хурчӗсене пула ултӑ ҫын, вӗсен хушшинче 47 ҫулти хӗрарӑмпа унӑн сакӑр ҫулхи хӗрачан, пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Жертвами пчел-убийц стали шесть человек, среди них 47-летняя женщина и ее восьмилетняя дочь.

Пыл хурчӗсем ултӑ ҫынна вӗлернӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34953.html

Хӗрачан ҫамки ҫинче кӑшт ҫеҫ палӑракан турпалли пур, вӑл унӑн пичӗ ҫине ӳкнӗ йӗм хура ҫӳҫпе кӑштах хупланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрачан хӑмӑр куҫӗнче — хуйхӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ҫак хӗрачан упа патӗнче пурӑнас килмест, кукӑль-икерчӗ пӗҫерес, пӳрт-ҫуртне те тирпейлесе тӑрас килмест, — май тупса тухса тарать».

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Анчах та пӗр юнтармӑш пур хӗрачан: ялан хӗрлӗ тутӑр ҫеҫ ыйтать, урӑх нимӗнли те кирлӗ мар ӑна.

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Бал ташшисен коллективӗпе пӗрле хӗрачан тӗрлӗ ӑмӑртусене хутшӑнма тӳр килет.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

— Кайран мӗн пулчӗ? — калаҫӑва шӑплӑха путма памарӗ пӗр хӗрачан лӑпкӑ сасси.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Вырӑнти Хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Людмила Васильева та хӗрачан хӑйнеевӗрлӗхӗнчен, ӗҫченлӗхӗнчен, ӑсталӑхӗнчен тӗлӗннине пытармарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

Вӑрнарти ҫав тери пултаруллӑ хӗрачан Галина Костянецкаян ӗҫӗсене пӗрремӗш хут курсан тӳрех ҫак сӑмахсем аса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

Ҫапла шӑтса «сӑмсаланчӗ» (паллах, кукӑль касӑкӗ «пулӑшнипе» те!) арҫын ачапа хӗрачан пӗрлехи ытла та вӑрттӑн, турӑ шывӗ пек таса юратӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗре вара ӑҫта пулсан та канӑҫ паман, тин ҫеҫ шӑтса тухнӑ ҫеҫпӗл ҫеҫки ҫинчи ирхи сывлӑм пӗрчи пек таса, ҫутӑ туйӑмне вирлӗрех палӑртма, хӗрачан ӑсне-пуҫне те чун-чӗрине тарӑнрах сӑрхӑнса кӗме алхасуллӑ, анчах йӗркеллӗ, ҫирӗп правилосемпе «карталаннӑ» вӑйӑсем кӑна ҫителӗксӗр пек туйӑнчӗҫ-ши.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрачан алли вӑр-вар.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Сестра хыҫҫӑн утнӑ май, хӗрачан чӗри хытӑран та хытӑрах тапма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех