Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрарӑмшӑн (тĕпĕ: хӗрарӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна та манмалла мар: художествӑллӑ творчество ӗҫӗ кирек камшӑн та ҫӑмӑл мар пулсан, хӗрарӑмшӑн вӑл пушшех те йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ҫак сӑмахсем пуҫне пас тытнӑ хӗрарӑмшӑн пур таврана кисрентерсе ахӑракан аҫа-ҫиҫӗмрен те хӑрушӑрах туйӑнчӗҫ: урисем лӑштӑр кайрӗҫ, аллисем тытамак вӑхӑтӗнчи пек тӑр-тӑр чӗтрерӗҫ, сывлӑшӗ пӳлӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Лашапа ларса пынӑ чух сӑмахпа калама ансат, анчах ҫуран юлнӑ ҫухрӑмсем хӗрарӑмшӑн ҫӑмӑл пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑна тӗл пуличчен эпӗ арҫынпа ҫывӑхланни ҫав таранчченех лайӑххине пӗлмен те, хӗрарӑмшӑн арҫын ҫакӑн пекех кирлине ӑнланман та.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унти ӗҫ хӗрарӑмшӑн ҫӑмӑлах мар: ывӑннӑ Тарье инке ҫывӑрма выртас умӗн ӗҫме тесе час-часах эрех иле-иле килнӗ, ҫуррине е унран ытларах ӗҫсен-и — кӗленчине ӑҫта та пулин пытарма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Упӑшкинчен уйрӑлмалла пулса тухни кирек мӗнле хӗрарӑмшӑн та чӗрине ыраттаракан инкек».

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗрарӑмшӑн килсӗр-ҫуртсӑр тӑрса юлчӗ Парамун — татах Санюка кӗтет.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Кӗрсенех вӑл юри тунӑн йӑл кулчӗ, ҫав вӑхӑтрах унӑн ҫамрӑк хӗрарӑмшӑн кӑмӑллах мар авӑк куҫӗсем аптӑраса ӳкнӗ Моргианӑна тарӑн сивӗ чӗмсӗрлӗхпе тӗмсӗлеҫҫӗ.

Войдя, она деланно улыбнулась, причем ее неприятно резкие для молодой женщины глаза смотрели с глубоким холодным молчанием на смешавшуюся Моргиану.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Инҫех мар кэб тӑрать; ӑна тара тытрӑм та Бичене кӗтме пуҫларӑм; хамӑн шухӑшӑмра Бутлер сӑмахӗсене хаклатӑп, халӗ Биче шӑпах вӗсем пирки ӑнлантарса парать; вӗсем, паллах, хӗрарӑмшӑн, уйрӑмах вара хӗршӗн, пӗртте ҫӑмӑл мар.

Неподалеку стоял кэб; я нанял его и стал ожидать Биче, дополняя воображением немногие слова Бутлера, — те, что развертывались теперь в показание, тяжелое для женщины и в особенности для девушки.

XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хӗрарӑмшӑн ҫак йывӑр тапхӑрта ун ҫумӗнче ҫывӑх ҫынсем пулмалла, япӑх анне тесе намӑслантарас вырӑнне пур енлӗн пулӑшма тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Ачапа пӗрле анне ҫуралать // Ирина Трифонова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 9 стр.

Тухтӑр сӑмахӗсемпе, чылай ҫамрӑк хӗршӗн ача пысӑк кӗтменлӗх пулни хӗрарӑмшӑн та, чӗре айӗнчи пепкишӗн те лайӑхах мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑкла е ҫуллансан? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 9 стр.

Тата: халӗ унӑн кунта савӑнмалла та ҫиҫмелле, хӑйӗнчен тата телейӗнчен именсе, хӗрарӑмшӑн ҫеҫ хӑрушӑ темӗскертен хӑраса Гануверпа — яланлӑхах уйрӑлтӑм тенӗ Гануверпа — ҫавӑтӑнса утмалла марччӗ-и-ха?

Она должна была радоваться и сиять здесь и идти под руку с Ганувером, стыдясь себя и счастья, от которого хотела отречься, боясь чего-то, что может быть страшно лишь женщине?

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Ку хӗрарӑмшӑн пулсан-и?

— А ей-то что?!

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Анчах хӗрарӑмшӑн Урапа Ванькки мар, патшасем пӗр-пӗрне хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Упӑшки пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ ҫулсенче вӑл ку тӑрӑхра хӗрарӑмшӑн тӗлӗнтермӗш ӗҫе — сунара явӑҫса кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара вӑл ҫапла шухӑшларӗ: халӗ вӗсем виҫҫӗшӗ пӗрле пурӑнас тӑк — паллӑ мар ҫӗр-шыва кайнӑ хӗрарӑмшӑн хӑйӑ ҫути те нимӗнпе улӑштарми савӑнӑҫ пулӗччӗ.

Он подумал, что огонь простой лампы — будь теперь они все вместе, втроем — был бы для ушедшей в неведомую страну женщины незаменимой отрадой.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Хӗрарӑмшӑн пулсан — эпӗ тем те тума пултаратӑп.

— Ради бабы я — на всё пойду.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Хӗрарӑмӑн мӗлки, ирӗлсе пӗтнӗ пек, пӗчӗкленсех пынӑ, Фома ҫав-ҫавах куҫӗсене илмесӗр ун еннелле пӑхса, — ашшӗшӗн пӑшӑрханнисӗр, ҫак хӗрарӑмшӑн хурланнисӗр пуҫне, — тата, темӗнле, чӗрене каскалакан вӑйлӑ туйӑм ҫуралнине сиснӗ.

Фигура женщины всё уменьшалась, точно таяла, а Фома, не отрывая глаз, смотрел на нее и чувствовал, что помимо страха за отца и тоски о женщине — в душе его зарождается какое-то новое, сильное и едкое ощущение.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ӑҫти-ҫукшӑн… хӗрарӑмшӑн

Из-за пустяка, какова есть баба…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑтӑр ҫулта ӗнтӗ эп… хӗрарӑмшӑн — юлашки кунсем!

Ведь уже тридцать лет мне… последние деньки для женщины!

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех