Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрарӑмпа (тĕпĕ: хӗрарӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче сӑнӳкерчӗк те ярса панӑ: вӑл, шурӑ халат тӑхӑннӑскер, кӑштах кулса пӑхакан хитре хӗрарӑмпа тӑрать.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ман гравюрӑсене пасарта суткалакан пӗр хӗрарӑмпа пӗрле ман хваттере пӗр чаплӑ тумланнӑ ҫын пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ашшӗпе вӑл арӑсланпа танлаштарать, амӑшне ӑмӑрт кайӑкпа, пиччӗшне — пӗрхӗтпе, инкӗшне — илӗртӳллӗ хӗрарӑмпа, аппӑшне — акӑшпа, йӑмӑкне — йӑпӑртанпа.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Хӗрарӑмпа пурӑнса курман пек калаҫатӑн, хӑта! — кӗленче пӑккине хӑех ҫапса уҫрӗ Хумкка мучи.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хуняшшӗ, чӑн та, ку хӗрарӑмпа арлӑ-арӑмлӑ пурӑнса кайсан, хӗрарӑмӗ, ахӑртнех, Анук хирӗҫнине аса илӗ те, кирлӗ мар ҫӗртенех харкашу тухӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ку сипетне ҫухатнӑ хӗрарӑмпа ятлаҫса ыррине кураймӑн. Хама намӑслантарса хӑварӗ тата. Тухса кайтӑр пӗрех хут», — тесе шутларӗ Лукарье.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапах та, ачаллӑ хӗрарӑмпа ҫыхлансан, Левенти лешне кӗвӗҫессе ӑнланнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хӗрарӑмпа Куянов хушшинчи калаҫу малаллах пычӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Ют хӗрарӑмпа ерсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кайран хама сыватакан врачпа, пӗччен хӗрарӑмпа, ҫыхланса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ачаллах тенешкел хӗрарӑмпа арҫын шутне кӗрсе ӳкрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каҫхине ҫамрӑк хӗрарӑмпа пӗрле пырса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑй-халӗ ҫук унӑн ҫав чарусӑр хӗрарӑмпа тавлашма.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Арҫынсен - хӗрарӑмпа, хӗрарӑмсен арҫынпа хутшӑну питӗ лайӑх.

Отношения с противоположным полом будут на высоком уровне.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӗрарӑмпа «консультант» та ҫыхӑннӑ.

С женщиной даже «консультант» связался.

Ача сачӗн ӗҫченӗ улталаннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35796.html

Унтан, унтан вара пӗр юратакан хӗрарӑмпа юлмалла та ҫӗр ҫул пурӑнмалла: тӑван ҫӗре юратса, сиплӗ шыва юратса, яри уҫнӑ кантӑка юратса, чунпа ӑнланакан юрӑсене юратса…

Куҫарса пулӑш

«Салам пултӑр, хисеплӗ Николай Егорович!!!...» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/65

Ку хӗрарӑмпа пурӑнма ӗмӗтленменччӗ те вӑл.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Эпир халь Мускавра тӗл пулнӑ ҫак хӗрарӑмпа — ун чухне вӑл хӗрччӗ-ха, ман пекех тӑваттӑмӗш курсра вӗренетчӗ — пӗрлешме калаҫса татӑлтӑмӑр…

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Шурутри ватӑсемпе инвалидсене стационарлӑ пулӑшу паракан уйрӑмра 11 ҫын — сакӑр хӗрарӑмпа виҫӗ арҫын — хӳтлӗх, кил ӑшши тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Тимуш мунча кӗрсе тухрӗ те картишӗнче «Волга» тӑнине, крыльца картлашкисем ҫийӗн пӗчӗк хӗрарӑмпа сарлака хулҫурӑмлӑ ҫӳллӗ арҫын хӑпарнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех