Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑрӑм та ҫинче хулӑ вӗҫне кайӑк тытакан ачасем лаша хӗлӗхӗнчен йӑлмаклӑ йӑлӑ тӑваҫҫӗ те, ҫав йӑлӑна ерипен шӑкӑлчи мӑйӗ патне илсе пырса ҫаклатса илеҫҫӗ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тӗрӗссипе каласан, хушӑран мана еху хӗлӗхӗнчен тунӑ серепепе кролик е мӗнле те пулин вӗҫен кайӑк тытма тӳр килетчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫинче питӗ ансӑр аркӑллӑ кивӗ хура фрак ҫакӑнса тӑрать; пӗр аллине вӑл кӑкри ҫинче тытса пырать, тепӗр аллипе тӑтӑшах лаша хӗлӗхӗнчен тунӑ ҫӳллӗ те тӑвӑр галстукӗнчен тытать тата ҫине тӑрсах пуҫне пӑркалать.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Вӑлта ҫипписене халӗ ӗнтӗ ут хӗлӗхӗнчен мар, ахаль ҫипренех хатӗрлеме пуҫланӑ, хӑйсене блокадӑна ҫавӑрса илнӗшӗн Лукинори ачасене, ял витӗр ҫӳреме чарнӑ.
II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫӳллӗ пуҫлӑ мексиканец йӗнерӗ, ут хӗлӗхӗнчен явса тунӑ йӗвен, ик-виҫ серапэ, пӗр виҫ-тӑват кантра — ҫавсем пурте кунта пит вырӑнлӑ пулнӑ.
V сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Джима Лир король тумне тӑхӑнтартрӗ: кантӑк карри тумалли ҫитсӑран ҫӗленӗ вӑрӑм халат, кӑвакарнӑ ҫӳҫ тӗслӗ парик, лаша хӗлӗхӗнчен тунӑ сухал тупрӗ, унтан хӑйӗн театрӗнчи сӑрсене илчӗ те Джим мӑйне, питне, аллисене, хӑлхисене сӑрларӗ — йӑлтах тӗттӗм кӑвак сӑрпа сӑрларӗ, Джим вара шыва путса вилнӗ, шыв тӗпӗнче эрне выртнӑ ҫын тӗслӗ пулса тӑчӗ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хӑйӗн ачалӑхне аса илсе, Мишатка валли хӑмӑш тунинчен ҫил арманӗ турӗ, ҫерҫисем тытма ут хӳри хӗлӗхӗнчен серепе ҫыхрӗ, хӗрачи валли кустӑрмисем ҫаврӑнакан, акӑш-макӑш хитре турталлӑ пӗчӗк кӳме майлаштарчӗ, ҫитса татӑкӗсенчен пукане тума та хӑтланса пӑхнӑччӗ, анчах кунпа нимӗн те тухмарӗ: пуканине тума Дуняшка пулӑшрӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл ут хӗлӗхӗнчен саламатпа явнӑ чӑпӑрккине ҫуна ҫине пӑрахрӗ те алсине хывса хучӗ, унтан куҫне кӳренчӗклӗн хӗстерсе тутине шӑлчӗ.Бросил из конского волоса сплетенные вожжи, снял голицы и вытер рот, обиженно щурясь.
XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗррехинче Мишка вӑрманта вӑл ут хӗлӗхӗнчен темскер ҫыхса ларнине курчӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
- 1