Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗлӗхсене (тĕпĕ: хӗлӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь-халь пӗр-пӗр кӗвӗ калама тытӑнас пек, хӗлӗхсене хускаткаласа ларчӗ вӑл, «ну, мӗн шӑрантарса парас?» тесе ыйтас пек, ман ҫине тӳлеккӗн кулкаласа пӑха-пӑха илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хор юрлама чарӑнсан, аслӑ та ҫӳллӗ чиркӳре ытарма ҫук таса, илемлӗ сасӑ, пӗччен ача сасси, янӑраса кайрӗ; ян сас кашни кӗтесе кӗрсе тухса, мӗн пур эреше, турӑша, стенасене, ҫӳллӗ маччана ҫапӑнса саланчӗ, кашни ҫын чӗринче чи ачаш, чи ҫепӗҫ туйӑмлӑ хӗлӗхсене хускатрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӗлӗхсене ӗнерме пӗлет, калама чаплӑ калаймасть.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тем тӗрлӗ тулхӑрса, Аля патнелле ҫаврӑнса тӑчӗ те, сӗркӗч пӗҫӗнче ҫакӑнса тӑнӑ хӗлӗхсене тата-тата ывӑтрӗ вӑл выляса пӗтерсен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Выляма кансӗрлеҫҫӗ пулин те, Эльгеев, паузӑсем ҫук пирки, ҫав хӗлӗхсене сӗркӗч вӗҫӗнчен татса илеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗвелпе пиҫсе кӗреленнӗ ҫамрӑк хӗрарӑм вӗҫӗмсӗр анаслать; иккӗмӗшӗ, унран аслӑраххи, лаштах ывӑннӑ тейӗн, качака ури евӗрлӗ япала ҫине карнӑ хӗлӗхсене пӗрерӗн янраттарать.

Молодая загорелая женщина беспрерывно зевала; вторая, старше ее, с видом изнеможения перебирала струны, натянутые на чем-то схожем с козьей ногой.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 321–325 с.

Сӗркӗчпе шӑппӑн сӗрсе Циммер хӗлӗхсене ҫӗр ҫинче ҫук асамлӑ ҫемӗпе калаҫтарать, телей ҫинчен шухӑшлать…

Циммер сидел, тихо водил смычком, заставляя струны говорить волшебным, неземным голосом, и думал о счастье…

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Эрех ӗҫме сӗнсе, гитаре ҫинчен калаҫса, хӑй выляма маннишӗн кулянкаласа, Степанида Егоровна Курганов хӗлӗхсене сыпса ӗнерсе пӗтеричченех ӑна сӑмах хушма тӑрӑшнӑ.

То поднося вина, то рассказывая о гитаре, то жалуясь, что разучилась играть, Степанида Егоровна все время, пока Курганов подвязывал и пробовал струны, переговаривалась с ним.

III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Унтан вӑл сасартӑк хӗлӗхсене хыттӑн ҫапса илнӗ те савӑнӑҫлӑ такмаксем юрлама пуҫланӑ.

Потом он вдруг ударил по струнам и запел весёлые частушки.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Арҫын ҫаврӑнса пӑхрӗ те савӑнса тӗлӗнсе кайрӗ, сухалӗ хушшипе шурӑ шӑлӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ, пӳрнисем хӗлӗхсене хуллен те вӑрттӑн перӗнсе кӗвӗлерӗҫ.

Мужчина оглянулся на нее обрадованно и удивленно, блеснули под усами белые зубы, пальцы прошли по струнам тихим и вкрадчивым перебором.

XIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Акӑ хӗрарӑм мандолинине чӗркуҫҫийӗсем ҫине антарнӑ, унтан, хӗлӗхсене ытахаллӗн анчах суйлакаласа, хӑйӗн умнелле тинкерӳллӗн пӑхма пуҫланӑ.

Вот женщина опустила мандолину на колени себе и, продолжая тихонько трогать струны, стала пристально всматриваться во что-то впереди себя.

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кӑвайт умӗнче тӑрса, суккӑр ҫын хӑйӗн чӗтрекен аллисемпе бандурӑна хыпашласа тупрӗ те, кӑвайт урлӑ таҫта аяккалла, тӗттӗмелле пӑхса, хӗлӗхсене тӗртӗнсе илчӗ, хуллен калама пуҫларӗ:

Стоя у костра, нищий нащупал слепыми руками струны бандуры и, глядя поверх костра в темную ночь, тронул зазвеневшие струны и проговорил негромко:

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Старик хӗлӗхсене туртнӑ май юрламасть, вӑл пӗрре питӗ хуллен, кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле, тепре хыттӑн та хаяррӑн калать:

Старик ударял по струнам и не пел, а говорил, то тихо, едва слышно, то громко и сердито:

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вара Аэлита плащ айӗнчен пӗчӗк улла туртса кӑларчӗ, вырнаҫрӗ те — ҫӗкленчӗк чӗр куҫҫинчен чавсипе тӗревленсе хӗлӗхсене хускатма пикенчӗ.

Тогда Аэлита вынула из-под плаща маленькую уллу и, сидя, опираясь локтем о поднятое колено, тронула струны.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Ҫук апла мар, — терӗ те вӑл, ҫур сӑмах ҫинчех чарӑнса тӑрса, пӳрнисемпе хӗлӗхсене ҫапнӑ чух пуҫне ывӑткаласа каллех юрласа ячӗ: Ах, где вы сокрылись…

— Нет, не так, — оборвал он на полуслове и запел снова, встряхивая головой при ударе пальцев по струнам: Ах, где вы сокрылись…

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Юлашки кунсенче вӑл ялан хаваслӑччӗ, анчах халӗ темшӗн кичемленнӗччӗ, хӗлӗхсене хуллен кӑна тӑнкӑртаттаратчӗ.

Все дни он был веселым, а сейчас что-то загрустил, тихонько потренькивая струнами.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Ҫак ялта хӑйне ачасем те, ҫитӗннисем те ҫав тери ырӑ кӑмӑлпа йышӑнни ун чӗринчи чи ҫинҫе хӗлӗхсене хускатрӗ.

Радушный прием и детей, и взрослых в этой деревне тронул самые тонкие струны его сердца.

Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Лешӗ вара хӗлӗхсене тата ҫивчӗрех вылятма тытӑннӑ, пурне кукрисемпе купӑсне пуса-пуса илнӗ.

И тот еще бойчее начинал дребезжать всеми струнами и даже постукивать по крышке костяшками пальцев.

XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Ҫенӗкре хурлӑхлӑ музыкант кирлӗ хӗлӗхсене суйлать.

А в сенях печальный музыкант струны перебирает.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ пулӗ-ши ӑна, хӑйӗн ачине ҫыхӑнтарса тӑракан пӗтӗм ҫинҫе те палӑрми хӗлӗхсене каллех пӗр ҫӗре пуҫтарса, алла илмешкӗн?

Сколько времени пройдет, пока ей удастся опять подобрать все эти тонкие, неуловимые нити, которые связывают ее с мальчиком?

Каҫару // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех