Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл тем пек кӗске самант пӑхрӗ пулин те — пӑхни Дигэ сӑнарлӑвӗнче унӑн ал тупанӗ курӑнми вӑрттӑн хӗлӗхрен чӑнласах перӗннӗн янӑрарӗ; ҫакна ҫийӗнчех ярса тытса Дигэ хӑйӗн аллине Ганувер ҫаннинчен вӗҫертрӗ, ал тупанне ҫӳлелле тӑсрӗ те уҫӑмлӑ та витӗмлӗ сасӑпа каласа хучӗ:
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ухӑ кантӑрине хӗлӗхрен явса тунӑ.
Вӑтам ӗмӗрсенчи ухӑ тӑвакансем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Шурӑ хӗлӗхрен тунӑ вӑлта ҫиппине пулӑҫсем яланах пысӑка хурса хаклаҫҫӗ.Среди рыболовов всегда особенно ценился волос из белых конских хвостов.
II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Куҫ хупанкисем ҫыпҫӑнса ан ларччӑр тесе, вӗсем хушшине ҫинҫе хурҫӑ хӗлӗхрен тунӑ пружинӑсем лартнӑ пек туйӑнать.Казалось, что веки удерживаются от смыкания тонкими стальными пружинками.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Тӗтӗмпе хуралнӑ хут пек авалхи тусан витсе лартнӑ хулӑм ураллӑ сӗтел икӗ чӳрече хушшине пӗтӗмпех йышӑнса тӑрать; стенисем ҫинче турка пӑшалӗсем, нухайкасем, сабля, икӗ ландкарта, темӗнле анатомилле ӳкерчӗксем, Гуфеланд портречӗ, хура рама ӑшӗнче хӗлӗхрен тунӑ вензель, кантӑк айне хунӑ диплом ҫакӑнса тӑрать; сӑранпа витнӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте путса шӑтса пӗтнӗ диван, карел хурӑнӗнчен тунӑ икӗ пысӑк шкап хушшинче вырӑнаҫса ларать; сентресем ҫинче кӗнекесем, коробкӑсем, кайӑк кӳлеписем, банкӑсем, пӗчӗк кӗленчесем йӗркесӗр кӗпӗрленсе выртаҫҫӗ; пӗр кӗтесре ҫӗмрӗк электричество машини тӑрать.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Эппин каям эпӗ, — калаҫӑва сасартӑк татрӗ те вӑл хӗлӗхрен явнӑ мӑйкӑч пӑвнӑ пек тӑвӑнса килнӗ пырне Анна сисиччен йӑваласа илчӗ.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫын тетел лартма, вӑлтасем яма пултарать, вӑлтасене витӗр курӑнакан хӗлӗхрен тӑвать, шӑвӑҫран тунӑ тӗрлӗ тӗслӗ пулӑсем е урӑх япаласем ярса улталать.
XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
- 1