Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗлӗхе (тĕпĕ: хӗлӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав хӗлӗхе вӑл икке татрӗ те пукане пичӗ ҫине хӗреслесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Акӑ мӗн, — терӗ Лавр Кузьмич хуллен (тусӗ: «Эпӗ сана кӳрентерес ҫук, ху пӗлетӗн», — тени ун чӗринче темле ырӑ туйӑмлӑ хӗлӗхе пырса перӗнчӗ).

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сӗрме купӑсӑн хулӑн хӗлӗхе ҫине сӗркӗчӗпе ҫирӗппӗн пуса-пуса вылять вӑл, ҫавӑнпа чуна тивекен асамлӑ сасӑсем тинӗс хумӗ пек кӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тӑваттӑмӗшӗ пӗчӗк йывӑҫ валак евӗрскертен карӑнтарса ҫыхнӑ хӗлӗхе турткалать, пиллӗкмӗшӗ вара ал сыпписенчен ҫаврака тимӗр турилккесем тӑхӑнтартнӑ та вӗсене мӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран ҫапать.

Четвертый дергал струну, натянутую в деревянном желобе, а пятый, одев на запястья круглые железные тарелки, бил ими что есть мочи.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Иккӗшӗ те, туртӑнтарса ҫитернӗ хӗлӗхе кам маларах тӗкӗнсе йӑнлаттарасса кӗтнӗн, шухӑшлӑн пусӑрӑнчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Амӑшӗн аллисем кашни хӗлӗхе аслӑ вӑй кӗртеҫҫӗ.

Руки матери заряжают великой энергией каждую струну.

«Уйӑхлӑ каҫ» соната // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Кӑра карӑнтарнӑ хӗлӗхе сасартӑк перӗнсен, вӑл чӗтреннӗ евӗр, Петрӑн чунӗ те, унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗ те чӗтресе кайрӗ.

Все в нем дрогнуло, и сам он задрожал, как дрожит туго натянутая струна под внезапным ударом.

II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Инҫете вӗҫтерсе каять ҫил унӑн сассине, вӑл вара ҫӗрлехи шӑплӑхра хулӑн баслӑ хӗлӗхе темле асӑрхамасӑр пырса сӗртӗннӗ майлӑ вӑрахчен те салхуллӑн янӑраса тӑрать.

Ветром далеко пронесет его крик, и долго и грустно будет звучать он над степью, как ночью в тишине нечаянно тронутая басовая струна.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑвӑрттӑн тапма пуҫланӑ чӗрере вара темӗнле ҫирӗп хӗлӗх туртса карнӑ пек, ҫав хӗлӗхе юрлакан казакӑн хулӑн сасси пӗрехмай сӗртӗнсе чӗтрентернӗ пек туйӑнать.

Какая-то тугая струна натягивалась в учащающем удары сердце, низкий тембр подголоска дергал эту струну, заставлял ее больно дрожать.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех