Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗлхемӗпе (тĕпĕ: хӗлхем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ӳссе ҫитичченех ырӑ сӑмах илтмен, хӑйне нимӗнле шанчӑк хӗлхемӗпе те ӑшӑтса ҫӗклентермен, хӑйне те, ыттисене те юратми, хӗрхенми пулса ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗчченҫӗ те выҫӑ ҫынсен калаҫӑвне итлер, мӗншӗн тесен пӗлтерӗшлех мар сӑмахсенче сӑмса ҫинче ҫакӑнса тӑракан паллӑ мар пуласлӑх умӗнчи теветкеллӗх хӗлхемӗпе хӑрав ҫулӑмӗ сисӗнме пултараҫҫӗ.

Послушаем разговор голодных и одиноких, потому что в незначительных фразах могут проскользнуть искры отчаяния и пламя страха перед неизвестным, повисшим на носу будущим.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.

Ӗҫнӗ хыҫҫӑн, умӗнчи яшкине ячӗшӗн тӗкӗнкелесе (хӑй те апат хушшинчен тухса уттарни тин), сӑпка ҫывӑхне йӑпшӑннӑ хӗрне куҫӗнчи кӑмӑллӑ хӗлхемӗпе ҫупӑрларӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫапла вилсе выртрӗ ухмахла юрату тыткӑнне лекнӗ, лӑпкӑ, именчӗк, пӗчӗк ача пекех таса кӑмӑллӑ ҫын, талант хӗлхемӗпе ҫунакан, вӑхӑт иртнӗҫемӗн талантне вӑйлӑн аталантарса яма шанчӑк паракан мӗскӗн Пискарев.

Так погиб, жертва безумной страсти, бедный Пискарев, тихий, робкий, скромный, детски простодушный, носивший в себе искру таланта, быть может со временем бы вспыхнувшего широко и ярко.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех