Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗвелӗ (тĕпĕ: хӗвел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвелӗ хаваслӑ пӑхать.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Чӗнмеҫҫӗ аппасем, пӗр сӑмахсӑр ӗҫлеҫҫӗ, васкаҫҫӗ, ҫапах чӗре вырӑнта мар — хӗвелӗ те анать, ҫумӑрӗ те хупӑрласа килет.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗвелӗ тӳпене пӑталансах ларнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ҫитменнине тата хӗвелӗ васкасах ҫӳлелле хӑпарать, йӑранӗсем хӗрсе пыраҫҫӗ, ҫара тяппасене вӗри ҫӗр ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Хӗвелӗ хытӑ пӗҫертет, — хуравларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ялт ҫутатса ярать ҫур хӗвелӗ вӑрман каснӑ уҫӑ вырӑна.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Белорусси вокзалӗнчен пуҫласа Кремль патне ҫитичченех ҫынсем стена пек тӑчӗҫ, чечексем ывӑтрӗҫ, хӗвелӗ ҫап-ҫутӑ ялкӑшрӗ, радиопа «Сарлака манӑн Тӑван ҫӗршывӑм» юрра юрларӗҫ — ун чухне вӑл юрӑ тин ҫеҫ тухнӑччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӗл мучи пек чӗпӗтме те, июнь хӗвелӗ пек пӗҫертме те пултарать».

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Нарӑс хӗвелӗ тӳпене чылай хӑпарнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Хӗвелӗ те ӑшӑрах кунта, ҫилӗ те ҫепӗҫрех, ачашрах.

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

…Акӑ ӗнтӗ тӳперен утӑ уйӑхӗн хӗвелӗ шӑратса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

…Ҫумӑр хӗвелӗ ҫунтарса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӗвелӗ те ҫунатлӑ, ҫути куҫа ҫиет.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫак кун тӑватӑ ҫул хушшинче чӗрене капланса тулнӑ тарӑху-ҫилӗ витӗр, тертпе хурлӑх витӗр пысӑк савӑнӑҫ хӗвелӗ пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӗвелӗ, ав, кулам-ши, йӗрсе ярам-ши тенӗ пек ҫеҫ пӑхкалать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унчченхи ҫулсенче сӑрт тайлӑмӗсем ҫу хӗвелӗ пӗрре-иккӗ хӗртсенех сарӑхса-хӗрелсе каяканччӗ, кӑҫал ун пек вырӑнсем те симӗс сӑрӑпа сӑрланӑ пек, сӑрри типсе те ҫитме ӗлкӗреймен пек курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫуркунне пулин те, ҫӳл тӳпери сар хӗвелӗ таврана ҫуллахинчен кая мар ӑшӑ сапаларӗ, уява пуҫтарӑннисен пит-куҫне савӑнӑҫпа тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Хӗвелӗ тухнӑ ҫӗре уйӑхӗ анать, уйӑхӗ тухнӑ ҫӗре хӗвелӗ пытанать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑр-чӑр-чӑр сенкер куҫлӑ тӳпери каҫӑхса кайсах, халь-халь ирӗлсе тумланаслах ҫунакан пуҫ тӳпинчи хӗвелӗ Ҫӗр ҫинчи пур чӗрри-сыввине те ҫавра ҫатма ҫине хурса чӑш-чӑш-чӑш та ҫатӑр-ҫатӑр-ҫатӑр ӑшалать, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Анӑҫа хӑй ӗшенчӗкӗнчен вӑтанса хӗрелнӗ явкай хӗвелӗ ӗнӗк хыптарнӑ чух, тӳпе пӑч-пач ҫӑлтӑрсемпе, малалла уйӑх тӑхрипе ҫуталсан ҫеҫ, карчӑка тав туса, кӑххӑм-кӑххӑмсӑр, ох-ахсӑр сывлӑх, чӑваш сурпанӗ пек вӑрӑм кун-ҫул сунса, килӗсене саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех