Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗвелшӗн (тĕпĕ: хӗвел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш хӗрӗ Укаслу та хӗвелшӗн кӗрешсех хӑйӗн таса юнне тӑкнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвелшӗн савӑннӑ ватӑ ҫӑка, ҫил вӗрнине чӑтаймасӑр, енчен енне тайкаланса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, Чӗкеҫ «хӗвелшӗн» Тупа турӗ юратса: Сӑмах пачӗ ӗмӗршӗн Пӗрле арлӑ пуласса.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Туршӑн та, хӗвелшӗн те, шӑршлассӑм килмест, енне пӑхассӑм килмест ҫав кулатник эреки ҫине…

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Туршӑн та, хӗвелшӗн те, халь анчах, лартӑмӑр, Еҫҫи Антонч! — чӑрӑлти сассипе кӑшкӑрчӗ Сухви.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Уйӑхшӑн, хӗвелшӗн эп мар.

Да месяцем, солнцем клянусь — не я.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ак, хӗвелшӗн те ҫывӑрман.

— Клянусь солнцем, не спал я.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫулсем иртсен те ҫут ҫанталӑк Ҫухатмӗ хӑйӗн йӗркине: Хӗвелшӗн шуҫӑм пулӗ алӑк, Унтан кӗрет вӑл ирхине; Шап-шурӑ уйӑха шупкатӗ, Сӗнк кайнӑ вӑрмана ирпе Кӑштах нӳрленнӗ лӑп ҫилпе Ачашшӑн, амӑш пек хускатӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӗвелшӗн тата Старикшӗн кӗлтунӑ чухне маншӑн та кӗлту, вара эпӗ саншӑн тӗрӗс юлташу, сана пулӑшакан тата канаш паракан пулӑп».

Когда будешь молиться Солнцу и Старику, молись также и мне, а я буду твоим верным другом, помощником и советчиком».

Бизонсене тӑмалли вырӑн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Чим, манайӑн-и эсӗ ху кӑчӑр-кӑчӑр каҫа, уйӑхшӑн та, хӗвелшӗн те, тенине, — вак хӗррине пухӑннӑ «кӗрте» атӑ пуҫӗпе кӑлт-кӑлт тӗке-тӗке чӑмтарать Матви шыва.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ак, кур, — икӗ аллине те чӗри тӗлне лап хучӗ Матви, — уйӑхшӑн та, хӗвелшӗн те.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Кала, Матви, тепре: уйӑхшӑн та, хӗвелшӗн те, те.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Уйӑхшӑн та, хӗвелшӗн те.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Катӑркас тӗми ҫине ҫирӗк тӑррисем кӗтӳпе пырса ларчӗҫ, тӗмине хӗвел ҫап-ҫутӑ ҫутатса пӑхать, ҫирӗк тӑррисем хӗвелшӗн хӗпӗртесе тата савӑнӑҫлӑрах чӗвӗлтетеҫҫӗ; хӑйсем мӗн хӑтланнине пӑхсан, вӗсем шкула ҫӳрекен арҫын ачасем пек туйӑнаҫҫӗ.

На куст боярышника опустилась стая чижей, куст облит солнцем, чижи рады солнцу и щебечут ещё веселей; по ухваткам они похожи на мальчишек-школьников.

VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Кайӑксем, хӗвелшӗн савӑнса, темиҫе тӗрлӗ саспа юрлаҫҫӗ.

Птицы, обрадовавшись солнцу, запели на все голоса.

Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Ҫутӑ хӗвелшӗн калап…

Солнцем клянусь…

XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Уйӑхшӑн та, хӗвелшӗн те, — хальхинче пӗр кулмасӑр каласа хучӗ Селиме — Пӗр-пӗр асӑнмалӑх япала хатӗрлесчӗ-ха сан валли, чӑнах…

— И луной, и солнцем, — без тени улыбки поклялась Селиме, — надо мне на память тебе какую-нибудь вещицу подарить.

IV. Ҫӑлӑнӑҫ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӗсене хӗвелшӗн те, улмуҫҫисемшӗн те, иҫӗм-ҫырлишӗн те, татнӑ чечексемшӗн те, ларса лапчӑтнӑ ешӗл курӑкшӑн та каҫарнӑ.

И прощали за солнце, за яблони, за виноград, за сорванные цветы, за примятую зелень.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Хӗвелшӗн пулсан пурте пурӑнччӑр та тутӑ пулччӑр.

Неужели солнцу всё равно, лишь бы все были живы и сыты?

Самӑр хурт // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 73–78 с.

Хӗвелшӗн ку инкек май эппин, тете.

Значит, для солнца это не беда.

Самӑр хурт // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 73–78 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех