Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн тирпейле, тӑпӑл-тӑпӑл ҫуртра вӑл ӗмӗрех халь ҫеҫ килсе кӗнӗ ҫын пек пурӑнчӗ: е ҫывӑрма вӑхӑт ҫитичченех выртать е кая юлать, тӑрасса та вӑхӑтра тӑмасть; кӑнтӑрлахи апата хӑш чух тухать, хӑш чух тухмасть; каҫпа та хӑш чух апатланать, хӑш чух апатланмасть.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хапха патӗнче форма тӑхӑннӑ, хӗҫпе пӑшаллӑ казак хуралта хӑш чух тӑрать, хӑш чух тӑмасть; иртсе пыракан офицера хӑш чух саламлать, хӑш чух саламламасть.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
3. Вӗсем хӳхлени, кӑшкӑрса макӑрни хӑш хутлӑхра кӑна, хӑш хулара кӑна е ҫын пурӑнакан хӑш вырӑнта кӑна, хӑш урамра кӑна илтӗнмен-ши?
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Европӑри тайгара хӑш тӗлте карелсем, финсем тата комисем пурӑннине шыраса тупӑр тата Азири тайгара хӑш тӗлте якутсем, эвенксем пурӑннине, тайгара хӑш вырӑнсенче вырӑссем пурӑннине тупӑр.
Тайгара пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Тропик тӑрӑхӗнче хӑш тӗнче пайӗсем пур, вӑтам тӑрӑхра хӑш тӗнче пайӗсем тата сивӗ тӑрӑхра хӑш тӗнче пайӗсем пур?Какие части света находятся в тропическом поясе, какие — в умеренных, какие — в холодных?
Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ӑшӑ тӑрӑхӗсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
2. Глобус тӑрӑх пӑхса пӗлӗр: ҫӗр чӑмӑрӗн кӑнтӑр енчи ҫуррине хӑш тӗнче пайӗсем, ҫурҫӗр енчинче хӑш тӗнче пайӗсем пур; экватор урлӑ хӑш тӗнче пайӗсем каҫса каяҫҫӗ.
Полюссемпе экватор // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Молотово ялӗн хӑш енче ҫулҫӑллӑ вӑрман, хӑш енче хутӑш вӑрман тата лӑсӑллӑ вӑрман хӑш енче?
Ҫӗр ҫийӗпе тӗрлӗрен усӑ кураҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Пурне те кашни вак-тӗвек таран — хуҫа арӑмӗпе хӑш хутри хӑш пӳлӗмре ҫывӑрнине те, хаклӑ япалисене ӑҫта упраса усранине те, магазинра ӑҫта мӗн сутнине те, ҫӗрле хуралҫӑсем ӑҫта тӑнине те, хӑш вӑхӑтра улшӑннине те, вӑрттӑн тухса ҫӳремелли вырӑнсене те, алӑксене мӗнле ҫӑрапа питӗрнине те вӑлтса пӗлнӗ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Степан Лукич ҫак хыр «кӗнекине» «вуласа» иртнӗ 198 ҫул хушшинче мӗнле ҫанталӑк: хӑш ҫулсем тип уяр пулнине, хӑш ҫул хӑш енчен сивӗ е ӑшӑ ҫил ытларах вӗрнипе йӗпе-сапа тӑнине… веҫех каласа пачӗ.
Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.
Паянхи кун та вӑл хӑш ҫулта службӑра пулнине, хӑш числара киле таврӑннине, хӑш ҫулсенче ӑҫта ӗҫленине аван астӑвать.
Пурӑнать Тикашра ветеран // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9274-pur-nat ... ra-veteran
Ик ҫӗр ҫак тӑрра пурне те барк мачтин ҫӳллӗшӗнчен, куҫ хупанкисене пӗрре хускатнӑ самантрах пӑхса ҫаврӑнма пулать; ку хутлӑхра пурӑнакан кирек хӑш ҫын пекех — кирек хӑш урамӑн кирек хӑш кӗтесӗнче мӗн вырнаҫнине Ганувер малтанах сӑнласа кӑтартаять.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
— Ҫак ҫула пӗтӗмӗшпех утса тухнӑ: хӑш тӗлте хырӑмпа шунӑ, хӑш тӗлте упаленнӗ, хӑш тӗлте чупнӑ.— Весь этот путь проделал: где ползком, где на карачках, где бегом.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Мӗншӗн эпӗ кирек хӑш вут ҫути, кирек хӑш отряд патне, кирек хӑш хушша пыма пултаратӑп тата хамӑр халӑх валли вырӑсла сӑмах тупатӑп, мӗншӗн сана йывӑр-ха?
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫурӑм-пуҫпе хир чӑххисем уҫланкӑсенче ҫисе ҫӳреҫҫӗ: хӑш чухне чӗпӗ амӑшӗ чӗпписемпе ҫисе ҫӳрет, хӑш чухне автанӗпе чӑххи ҫӳреҫҫӗ, хӑш чухне тата темиҫе автан пӗрле ҫисе ҫӳреҫҫӗ.
Хир чӑххисем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Хут татӑкӗ ҫине Саша станци схемине хӑвӑртрах ӳкерсе илчӗ, хӑш тӗлте машинӑсем пушатнине, хӑш тӗлте хурал тӑнине тата хӑш тӗлте пакгаузсем тунине пӗтӗмпех паллӑ турӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
«Тӗп ӗҫ пирӗн — тырӑ», — терӗ вӑл, малалла хӑш ӗҫе епле туса пымалли ҫинчен каларӗ, хӑш тырӑ хыҫҫӑн хӑш тырра аксан авантарах пулнине, епле имҫам кирлине каларӗ, ҫӗртме тӑвас пирки вӑл уйрӑмах чарӑнса тӑчӗ, унтан вара никӗс хума чул ӑҫта пурри ҫинчен, хӑваран ҫатан авса хӑшпӗр хуралтсем тума май пурри ҫинчен каларӗ.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Шырланпуҫра тата ун ҫийӗнче пурнӑҫ ӗмӗрхи пекех пысӑк утӑмпа васкамасӑр утать: хутор ҫинче ҫаплах хӑш чухне шурӑ, пас тытнӑ пек туйӑнакан шупка пӗлӗтсем шуса иртеҫҫӗ, хӑш чухне вӗсен тӗсӗ улшӑнать: кӑн-кӑвак тата аслатиллӗ ҫумӑр умӗнхи хӑмӑр тӗс пачах ҫухалать; хӑш чухне, хӗвел анас умӗн вӗсем, ыран ҫил вӑйлӑ пулассине пӗлтерсе, тӗксӗммӗн е ялкӑшса ҫунаҫҫӗ, ун пек чухне вара Шырланпуҫра пур кил картисенче те хӗрарӑмсемпе ачасем хуҫасен е хуҫа пулма хатӗрленекенсен лӑпкӑ та ӗмӗртенпех витӗмлӗ сӑмахӗсене илтеҫҫӗ:
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫапах та капитан Енакиев хӑйӗн ҫырӑвӗнче ӑна хӑш числара, хӑш уйӑхра, ҫулта тата хӑш сехетре ҫырнине палӑртма манман.
27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
хуть хӑш Правительствӑн, хуть хӑш ҫӗр-шыври хуть хӑш ертӳлӗхӗн ӗҫ кӑтартӑвӗ, экономика сферинчи ӗҫ кӑтартӑвӗ социаллӑ пурнӑҫ сферинче тӑвакан, ҫынсене пурнӑҫ улшӑннине тата лайӑх еннелле улшӑннине туйса илме пулӑшакан тивӗҫлӗ кӑтартусем пулса тӑмалла».
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
17. Патша хушӑвӗ ҫитнӗ кирек хӑш ҫӗрте те, кирек хӑш хулара та, кирек хӑш кӗтесре те иудейсем савӑннӑ-хӗпӗртенӗ, вӗсем ӗҫкӗ-ҫикӗ, уяв ирттернӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.