Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтлантӑн (тĕпĕ: хӑтлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чее хӑтлантӑн иккен эсӗ, Алексей Бардин!..»

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Юри хӑтлантӑн кури куҫа курми туса.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Мартин Мартынч, ма ҫапла хӑтлантӑн эсӗ? — терӗм, туса пӗтернӗ ҫенӗк чӑланӗ ҫумне таянса, чӗркуҫҫи таран турпас ӑшӗнче тӑракан Мартина.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

— Эс чӑнласах каларӑн е шӳтлеме хӑтлантӑн?

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Ма нухайсем пек вӑрӑ-хурахла хӑтлантӑн, Мамич-Бердей?

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗнер те эсӗ шутламасӑртарах хӑтлантӑн.

А ты вчера опять же что выкинул?

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ма апла, хӑтлантӑн

— И пошто ты надумал такое?

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пуян хӗрӗ пуҫупа Мӗншӗн ҫапла хӑтлантӑн?

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Нарспи, мӗскер хӑтлантӑн?

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

— Гимнази пӗтертӗн те краҫҫын ҫутти тума хӑтлантӑн пулать, Эльгеев? — терӗ вӑл хурланчӑклӑн хӑйне хӑй.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ну, каласам, мӗн хӑтлантӑн эсӗ манӑн тусӑмсемпе? — терӗ пледлӑ ҫын питне пӗркелентерсе тата тӑнлавне сӑтӑркаласа.

— Ну, скажи, что ты сделал с моими друзьями? — произнес закутанный человек, морщась и потирая висок.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Мӗншӗн ун пек хӑтлантӑн? — ыйтрӗ Ида.

— Зачем ты это сделал? — спросила сестрёнка Ида.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Ытлашши хӑтлантӑн эсӗ! — терӗ Митяйка, хӑйсем тӑкӑрлӑк витӗр уничене ҫаврӑнса тухнӑ хыҫҫӑн.

— Зря ты это! — сказал Митяйка, когда они, свернув в проулок, выходили к околице.

XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Мӗншӗн эсӗ ҫав тери ухмахла хӑтлантӑн?

Почему ты разыграл такого дурака?

XXXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Куна мана эсӗ астарса хӑтлантӑн вӗт.

Это ведь ты соблазнила меня.

V сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ку яшӑ тӳрӗ ҫын пулчӗ, ахалех эсӗ, Кассий, ун ҫинчен элеклесе хӑтлантӑн.

Малый оказался честным человеком, и напрасно, Каш, ты клеветал на него.

III сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Мехер эсӗ чӗнместӗн е пӑтраштарма хӑтлантӑн пулсан, эпӗ санӑн тирне сӳсе илетӗп.

Если же ты будешь отмалчиваться или крутить, то я с тебя шкуру спущу.

Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

«Эсӗ питӗ килӗшӳсӗр хӑтлантӑн, эпӗ нихҫан та апла каламан пулӑттӑм», — терӗ Уотсон мисс.

Мисс Уотсон сказала, что это очень дурно с моей стороны, что она сама нипочем бы так не сказала.

Пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Малтан «папӑпа» теме хӑтлантӑн, унтан «аттепе» терӗн.

С папой или, как потом поправился, с отцом.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эсӗ ӑслӑ хӑтлантӑн; пирӗн йӳҫӗ те чӑркӑшлӑ, хусахла пурӑнӑҫ валли ҫуралман эсӗ.

Ты поступил умно; для нашей горькой, терпкой, бобыльной жизни ты не создан.

XXVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех