Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтланнисене (тĕпĕ: хӑтлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кам хирӗҫ тӑма хӑтланнисене ҫавӑнтах ҫапса пӑрахнӑ.

Все, кто только пытался сопротивляться, в первый же момент быт»: перебиты на месте.

Негр ялне аркатни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Бонапарт агенчӗсемпе вӑл лартнӑ ҫынсем, ун умӗнче йӑпӑлтатакан монархсемпе тата князьсемпе пӗрле, пӑхӑнтарнӑ халӑх восстани тума хӑтланнисене ҫийӗнчех пуҫарса пынӑ.

Агенты и ставленники Бонапарта вместе с монархами и князьями, лебезившими и заискивавшими перед ним, подавляли малейшие попытки покоренных народов восставать.

I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Мастерскойри ҫынсем ахӑлтатса кулатчӗҫ, эпӗ мӗн туса хӑтланнисене пӑхса, мастерсем хӑшпӗр чух ӗҫлеме пӑрахатчӗҫ, анчах яланах ун хыҫҫӑн Ларионыч мана канаш паратчӗ.

Мастерская хохотала, нередко мастера бросали работу, глядя, как я представляю, но всегда после этого Ларионыч советовал мне:

XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эпӗ те ӑна ҫав тӗлӗшрен вӑй ҫитнӗ таран пулӑшаттӑм, мастерской эпир мӗн хӑтланнисене, ялан тенӗ пекех ним хӗрхенӳсӗр усаллӑн хӑтланнисене пӑхса хӗпӗртесе кулатчӗ, анчах та пире систерсе калатчӗ:

Я тоже посильно помогал ему в этом, мастерская забавлялась нашими выходками, почти всегда безжалостно грубыми, но предупреждала нас:

XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Ҫа-апла, — терӗ кукаҫей, эпӗ мӗн хӑтланнисене тӗллесе пӑхса, — вӑт вӑл мӗнле?

— Та-ак, — сказал дед, пристально всматриваясь в мои действия, — вот оно что.

VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Енчен, вӑхӑтлӑха намӑс-симӗсе ҫухатса, ҫавна благовещенье чухне эсир Пашӑпала иксӗр мӗн-мӗн хӑтланнисене пӗр пытармасӑрах каласа парас пулсан…

Если, потеряв на время стыд, рассказать без утайки, что вы в благовещенье с Пашей делали…

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Кам та пулин ӑна сӑнас пулсан, вӑл мӗн хӑтланнисене чылайӑшне ӑнланман та пулӗччӗ.

Вообще, если бы внимательно за ним понаблюдать, непонятными показались бы его некоторые действия.

Тӗлӗнмелле хӳтлӗх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Эпир вӗсен киревсӗр ӗҫӗсене питлӗпӗр, вӗсен вӑрттӑн хӑтланнисене тӑрӑ шыв ҫине кӑларӑпӑр та халӑха иезуитсене хирӗҫ кӗрешмешкӗн пӗрлешме чӗнӗпӗр.

Мы разоблачим их интриги и козни и обратимся к народу с призывом объединиться на борьбу с иезуитами.

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Эсир ҫеҫ мар, мисс Луиза, ҫав юрӑхсӑр ҫын мӗн хӑтланнисене нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ.

— Не вы одна, мисс Луиза, — многие знают проделки этого негодяя.

LXX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Исидора харсӑрла хӑтланнисене, час-часах темле чарусӑр ӑссӑрла хӑтланасси патнех ҫитнисене те вӑл хирӗҫ пулманнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук.

Неудивительно, что он не останавливал Исидору, отчаянные выходки которой граничили часто с каким-то неудержимым безрассудством.

LV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Тискер алхасса хӑтланнисене вӑл нумай курнӑ.

Он был свидетелем многих безрассудных поступков.

LV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑл ӑслӑ хӗр, хӑйпе ытлашши туслӑн калаҫма хӑтланнисене те юратмасть.

Она умная девушка и не любит излишней фамильярности.

IX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑл мӗн хӑтланнисене пӑхса тӑма ҫав тери кулӑшла.

Смотреть на его уловки было очень смешно.

Яка пыр // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 36–37 с.

Таммерфорс госпиталӗнче выртакан аманнӑ ҫынсене вӗсем епле персе вӗлернине, хӑйсен аллине тыткӑна лекнӗ хӗрлӗгвардеецсене вӗсем мӗнле асаплантарнине аса илме пуҫласан, тата вӗсем хальхи вӑхӑтра мӗн хӑтланнисене аса илсен, — эпӗ пӗтӗм ӳт-пӗвӗмпе ҫӳҫенсе пӑлханма тытӑнатӑп.

Но когда я начинаю вспоминать, как они расстреливали всех раненых таммерфорсского госпиталя, как они обращались с пленными красногвардейцами, когда я вспомню то, что они делают сейчас, я начинаю волноваться.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Пӗлместӗп, астӑвать-ши вӑл ҫулталӑк каялла хӑй мӗн хӑтланнисене.

Не знаю, помнит ли она, что было год назад.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗр каҫиччен куҫӗсене хупмарӗҫ, тӗлӗрме хӑтланнисене те ӳпресем аптӑратса пӗтерчӗҫ.

Большинство из них не сомкнуло глаз всю ночь, а тех, кто ухитрился заснуть, мучили кошмары.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн хӑтланнисене лешӗ пит хакласах каймарӗ пулмалла.

Которую этот последний едва ли оценил.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Лиза Тоня пӑшӑрханса ӳкнине тин сисрӗ, «Павлуша» тени ӑна халиччен хӑй кӑшт туйса илме хӑтланнисене уҫҫӑнах кӑтартса пачӗ.

Лиза теперь лишь заметила волнение Тони, а это случайно уроненное «о Павлуше» открыло ей глаза на вещи, о которых у нее были лишь смутные догадки.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Сунарҫӑсем хумханма тытӑнчӗҫ, кашни хӑйне майлӑ темӗн ҫинчен шутлама тытӑннӑ, пур ҫӗре те пырса пӑхнӑ, йӗри-тавра утса ҫӳренӗ, пур йӗрсене те тап-таса тикӗсленӗ, ҫавна пула ӑслӑ мулкач мӗн хӑтланнисене пӗлсе илме нимӗнле май та пулман.

У нас же суета пошла, каждый стал по-своему о чем-то догадываться, во все совать свой нос, туда-сюда ходить по снегу и так, затирая все следы, отнимать всякую возможность разгадать проделку умного зайца.

Кӑвак ҫӑпата // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 122-125 с.

Манман-ха эпӗ вӗсене: ҫав мӑка пит-куҫсене, ҫав «нимӗнех те мар, пырать, хӑть эпӗ пуян хӗр пулин те, кил, ҫывхар тесе калакан пит-куҫлӑ пуян хӗрсене», ҫав вырӑнтан вырӑна куҫарса лартассине, мӑшӑрсем хушшинче явӑнакан, намӑса пӗлмен ҫав евчӗсене, ҫав ӗмӗртенпех, пыракан элексене тата ҫав юри-малли хӑтланнисене, астӑватӑп-ха эпӗ ҫав кама алӑ памалли, кама пуҫ сӗлтмелли, кампа сӑмах хушса калаҫмалли йӗркесене, асрах-ха ҫав сыпӑкран сыпӑка куҫса пыракан юна кайнӑ ӗмӗрхи кичемлӗх те (тата ҫаксене пурне те ахаль кӑна мар, ҫапла тума кирлӗ тесе ӗненсе тӑраҫҫӗ вӗт).

Представляются мне эти тупые лица, эти богатые невесты с выражением лица, говорящим: «Ничего, можно, подходи, хоть я и богатая невеста»; эти усаживанья и пересаживанья, это наглое сводничанье пар и эта вечная сплетня, притворство; эти правила — кому руку, кому кивок, кому разговор, и наконец эта вечная скука в крови, переходящая от поколения к поколению (и все сознательно, с убеждением в необходимости).

XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех