Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ку ӑнланмалла, — терӗм эпӗ, — вӑхӑт-вӑхӑтӑн этеме каялла туртать — чарӑнми; вӑл аван марланать пек, анчах нумайлӑха мар; ҫӗр ҫуллӑхсен пуян коллекцийӗ ларать унра; калӑпӑр, музей хуҫи хӑйне ӑнлантарма та хӑтланмасӑр тепӗр чухне ӗҫет те кӳпет — Египет атӑҫин пуҫ купташкинчен ӗҫет.
II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Вӑл гувернер е ачасен ырӑ ашшӗ евӗрлӗ: ку ҫын, хӑйӗн ачисемпе хӗпӗртекенскер, ӗҫсе-ҫисе хавасланса кайнӑ та ачисене те йӑпатасшӑн, ҫакӑнпа пӗрлех вӑрттӑн-хӗрттӗн хӑтланмасӑр та чиперех савӑнма пулнине кӑтартса парасшӑн, теме пулать; апла пулин те, ҫак кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ савӑклӑх маншӑн та, ыттисемшӗн те илӗртӳллӗ, ҫакна та шута илес пулать-и пире кашнинех ҫуршар бутылкӑна яхӑн шампански тивнӗ.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Урӑх ӗнтӗ калаҫма хӑтланмасӑр, вӑл флягӑна мексиканеце тыттарнӑ, долларне илнӗ те хӑй патне ялан ҫӳрекен ҫынсем умнелле кайнӑ.
ХLI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Хӑтланмасӑр та пулать!
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Иртӗнсе хӑтланмасӑр пурӑнма пултараймастӑпах ҫав эсӗ.
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ия, пурте аванах майлашса пынӑ пек туйӑнать-ха: арча та халӗ иккемӗш номерте пытарса лартнипех тӑрать пуль-ха, усал ҫынсене иккӗшне те паянах тӗрмене тытса хупса лартаҫҫӗ, кӗҫӗр ҫӗрле вара Гекпа Том, нимӗн чӑрманса хӑтланмасӑр, никамран та хӑрамасӑрах пӗтӗм ылтӑна ярса илеҫҫӗ.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1