Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтартӑрччӗ (тĕпĕ: хӑтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӳлӗмрен те ҫав инкекрен Турӑ хӑтартӑрччӗ сана — ман шӑллӑм шӑпине тӳссе курмалла ан пултӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Эпӗ хам кӑсьяна пӳлӗхҫӗ хӑтартӑрччӗ тетӗп».

— Да мне бы свой уберечь с божьей помощью.

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чуна хӗрӳллӗ кӑмӑл ыталаса илет, чӗп-чӗрӗ те хӗп-хӗрлӗ, чечекленекен ҫутта курас кӑмӑл ҫӗкленет; ҫав ҫутӑ ҫынсене хӑлхана ыраттаракан, куҫа йӑмӑхтаракан нумай тӗрлӗ кичемлӗхрен хӑтартӑрччӗ, тетӗн…

Душу крепко обнимает пламенное желание живого, красного, цветущего огня, чтобы он освободил людей из плена пестрой скуки, сверлящей уши и ослепляющей глаза.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

10. Халӗ манӑн чӗрере — Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррипе халал хывасси, пире Хӑй ҫиллин ҫулӑмӗнчен хӑтартӑрччӗ Вӑл.

10. Теперь у меня на сердце - заключить завет с Господом Богом Израилевым, да отвратит от нас пламень гнева Своего.

2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Давид ҫапла хуравласа каланӑ: акӑ патша сӑнни — пӗр тарҫи килтӗр те илсе кайтӑр; 23. Ҫӳлхуҫа пире иксӗмӗре тӳрӗлӗхӗмӗре те чӑнлӑхӑмӑра кура тавӑрса патӑр, Ҫӳлхуҫа сана манӑн алла пачӗ, анчах эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрнӗскерӗ ҫине алӑ ҫӗклесшӗн пулмарӑм; 24. паян санӑн пурӑнӑҫу маншӑн мӗн тери хаклӑ пулнӑ пек, манӑн пурӑнӑҫӑм та Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫавӑн пек хаклӑ пултӑрччӗ, [Вӑл мана хӳтӗлетӗрччӗ,] мана тӗрлӗ инкек-синкекрен хӑтартӑрччӗ! тенӗ.

22. И отвечал Давид и сказал: вот копье царя; пусть один из отроков придет и возьмет его; 23. и да воздаст Господь каждому по правде его и по истине его, так как Господь предавал тебя в руки мои, но я не захотел поднять руки моей на помазанника Господня; 24. и пусть, как драгоценна была жизнь твоя ныне в глазах моих, так ценится моя жизнь в очах Господа, [и да покроет Он меня] и да избавит меня от всякой беды!

1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех