Шырав
Шырав ĕçĕ:
хӑтараймасть (тĕпĕ: хӑтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мотор сивӗне пуҫланӑ, сивӗ шӑм-шакках пырса тивет, ӑна ӗнтӗ кӗске кӗрӗк те, телогрейка та хӑтараймасть.Мотор остывал, холод пронизывал до костей, и шофера не защищали ни полушубок, ни ватная телогрейка.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тӳпеттейӗ пуҫа хӗвел пӗҫертнинчен те хӑтараймасть.
3 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
«Инҫетри шыв ҫывӑхри пушартан хӑтараймасть».
Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.
Чӑнах та, Лопуховсем патӗнче Кирсановсӑр пуҫне никам та ҫук чухне Лопухов час-часах рояль ларакан залран диван ҫине кайса ларать; рояльне халӗ Вера Павловна пӳлӗмӗнчен зала шутарса лартнӑ, анчах ку вӑл Дмитрий Сергеича нумай хӑтараймасть: тепӗр чӗрӗк сехетрен, нумай пулсан, тепӗр ҫур сехетрен, Кирсановпа Вера Павловна та, рояле пӑрахса, диван патне пырса лараҫҫӗ; анчах Вера Павловна диван патӗнче нумай лармасть, часах вӑл диван ҫине кӑштах таянса ларнӑ пек пулать; диван сарлака пулнӑ пирки упӑшкине ларма тӑвӑр мар; ытлашши ирӗкех те мар ӗнтӗ, анчах вӑл упӑшкине хӑрах аллипе ыталаса тытнӑ, ҫавӑнпа упӑшкине ларма кансӗрех мар.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Страницăсем:
- 1