Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑрушӑрахчӗ (тĕпĕ: хӑрушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калас тенӗ сӑмахсен малалли тата хӑрушӑрахчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗттӗмре ларма хӑрушӑрахчӗ пире, эпир пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗннӗ те ним шарламасӑр кӗтетпӗр.

Нам всем было жутко в темноте; мы жались один к другому и ничего не говорили.

XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ле-Менкье хӑрушӑ чул сӑрчӗ ун чухне хальхинчен те хӑрушӑрахчӗ.

Опасный утес Ле-Менкье был в те времена еще страшнее.

VII. Кам парӑс карать, ҫав шӑпа ярать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Унӑн упӑшки чӑннипех те Чжан Гэнран йӗркесӗртерех ҫын пулас пулсан, татах та хӑрушӑрахчӗ вара, — терӗ Лао-фа кинемей.

Окажись жених и вправду хуже Чан Гэна, беда была бы, — продолжала свой рассказ бабушка.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Ҫапах та пӗр шухӑш пуринчен те хӑрушӑрахчӗ: тӗссӗр, пӗрешкел пӑхӑнуллӑ та ӑссӑрланнӑ-тӑнсӑрланнӑ сӑн-питлӗ Хлебниковсем пач та рота, батальон, полк ятлӑ механикӑлла пайсем кӑна мар, вӗсем чӑн-чӑннипех те чӗрӗ ҫынсем иккенни пирки офицерсенчен нихӑшӗ те, — Ромашов хӑй те халиччен ҫаплаллах пулнӑ-ха, — нихӑҫан шутламан, ҫакӑ вӗсен пуҫне сӗмленчӗклӗхпе те пулин пырса кӗмен, ҫапӑнман…

И ужаснее всего была мысль, что ни один из офицеров, как до сих пор и сам Ромашов, даже и не подозревает, что серые Хлебниковы с их однообразно-покорными и обессмысленными лицами — на самом деле живые люди, а не механические величины, называемые ротой, батальоном, полком…

XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех