Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑнтӑрла хыҫҫӑн хӑрушлӑхӑн «сарӑ» шайне палӑртнӑ.
Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak
Ӑсӗнче темӗн мӗлтлетет, — ҫутӑ мар, шанӑҫ пӗтнӗлӗх те мар; тен, хӑрушлӑхӑн тунсӑхӗпе кичемлӗхӗ…Что-то мелькнуло в ее уме, — не свет, не отчаяние; быть может, тоска и скука опасности…
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫиччӗмӗшӗ хыҫалта тӑрать, сӑннине чӗтрекен аллипе чӑмӑртанӑ, хӑрушлӑхӑн малтанхи палли курӑнсан самантранах тарса ҫухалма хатӗр.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Гент май пур таран тӗттӗмре утма тӑрӑшать; ҫута ҫав тери янкӑр, ҫавӑнпах, уҫӑ ҫӗре тухма тивсен, ӑна хевтесӗрлӗхпе хӑрушлӑхӑн кӑмӑллах мар туйӑмӗ сис-чӳлентерет.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Унӑн сӑнӗнче хӑрушлӑхӑн пӗтӗм тимлӗхӗ сӑнланчӗ; куҫӗсем путса кӗчӗҫ, хаяр тимлӗхпе йӑлтӑртатаҫҫӗ, питӗнчи кашни йӗр уҫӑмлӑ, — пӗтӗм сӑн-пичӗпе кӗлетки ҫине шартаракан ҫутӑ сапнӑ тейӗн.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Улах вырӑнта пӗр сасӑ та, кам та пулин сывлани те илтӗнмест, анчах ҫӑкӑр патнелле аллине асӑрхануллӑн тӑссанах таркӑн чунӗнче хӑрушлӑхӑн нимӗнпе сирсе ярайми сисӗвӗ вӑркама тапранчӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Чунӗ тӗпӗнчен вӑрттӑн хӑрушлӑхӑн чӗмсӗр йӗрӗнтерӳ туйӑмӗ ҫӗкленет; иксӗлми канӑҫсӑрлӑхне вӑл уҫҫӑн та татӑклӑн татса парас тӗллевлӗ.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Вӑл куҫа курӑнсах килекен хӑрушлӑхӑн свидетелӗ, вырӑссемпе Австрин ӑссӑр патшисемпе вӗсен свити тата чи малтан Вейротер хатӗрлекен катастрофӑна пӗлсе тӑракан, анчах чарса лартма пултарайман свидетель вырӑнӗнче кӑна пулса тӑнӑ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Мӗнпур хӑрушлӑхӑн ҫӑлкуҫӗ, ӗлӗкхи пурнӑҫшӑн тӑракан де-Лантенак маркиз, виле шӑтӑкӗнче; ӗмӗрлӗхӗн йывӑр алӑкӗ ун хыҫҫӑн шалтлатса хупӑнчӗ, сасартӑк кам та пулсан алӑк сӑлӑпне илсен!
II. Говэнӑн иккӗленуллӗ шухӑшӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Юлашкинчен ӑна пӗрре ӗҫе кая юлса пынӑшӑн асӑрхаттарчӗҫ, вара Павел — ку унӑн пурӑнӑҫӗнче пулас чи пысӑк хӑрушлӑхӑн пуҫламӑшӗ — стройран тухса ӳкесси иккенне ӑнланса илчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Хӑрушлӑхӑн чикки ӑҫта ҫитсе перӗннине пӗлеймен пулин те, ун ҫинчен пурпӗрех тавҫӑраҫҫӗ вӗсем.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эпӗ сана халь ҫакна ӑнланма тата кайран валли астуса юлма ыйтатӑп: хӑрушлӑхпа хӑрушлӑхӑн уйрӑмлӑхӗ пур.Я прошу тебя понять сейчас и запомнить на будущее: риск риску рознь.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пӗтӗм Россия урӑм-сурӑм пайланса пӗтес хӑрушлӑхӑн хӗн-хурӗнче асапланнӑ…
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫывхарса килекен хӑрушлӑхӑн ҫивӗч туйӑмӗ вӗсене салтаксемпе ытларах ҫывхартнӑ, кӑмӑлӗсене ҫемҫетнӗ.Острый душок недалекой опасности сближал их с солдатами, делал снисходительней.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ку вӑл, тен, пӗр-пӗринпе ансӑртран ҫыхӑннӑ, анчах пурте пӗрле кичем ӗҫсӗрлӗхпе шухӑшсӑр-тӑрлавсӑр тискерлӗх ӑшне путнӑ ҫынсем сасартӑк пӗр-пӗрин куҫӗсенче, лере, таҫта шалта, арпашӑнчӑк та муритленнӗ ӑстӑнра, хӑрушлӑхӑн, салхулӑхӑн тата ӑссӑрлӑхӑн темӗскерле вӑрттӑн хӗлхемне курса-туйса илнӗ паттӑрла самантсенче пулатчӗ пӳлӗ.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
- 1