Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑрушлӑхпа (тĕпĕ: хӑрушлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кирек мӗнле хӑрушлӑхпа тӗл пулсан та харпӑр хӑйне хӑюллӑ тыткалама хӑнӑхмалла, тӑнӑҫ кӑмӑллӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑн вилӗмле хӑрушлӑхпа тӗл пулсан мӗн курӑп?..»

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ванюш! Чунӑм! Часах…» — аташу пуҫланчӗ хӑрушлӑхпа сивве ҫӗнтернӗ паллӑмарлӑхран.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сывлӑшра Чкалов пӗрре мар хӑрушлӑхпа йывӑрлӑха ҫӗнтерсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Милици ӗҫӗ — халӑхшӑн кирлӗ, усӑллӑ, ҫав вӑхӑтрах тата кӑткӑс, час-часах хӑрушлӑхпа ҫыхӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кӑвак шинеллӗ ҫынсем // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Каччӑ ҫакна ҫеҫ лайӑх туять: темле хӑрушлӑхпа ҫыхӑннӑ ҫак каҫхи тӗл пулусем, паян мар тӑк ыран, ыран мар тӑк тепӗр кун инкек сиксе тухатех уншӑн.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Инҫех те мар Родӑн палланӑ хӑрӑлти сасси кӗмсӗртетет, вӑл хӑрушлӑхпа тата хӑюлӑхпа тулнӑ.

Хорошо знакомый, охрипший голос Рода гремел невдалеке, полный чувства опасности и решимости:

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Эсир салтак та мар, йӑла-йӗркепе те, пурнӑҫ тытӑмӗпе те хула ҫынни мар, Фильбанка хирӗҫ тӑрса мӗншӗн хӑвӑра хӑрушлӑхпа теветкеллентеретӗр?

Почему вы, не солдат, даже не горожанин по привычкам и образу жизни, подвергаете себя немалому риску, выступая против Фильбанка?

VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Эпӗ хӑрушлӑхпа хаваслӑх, ӑнсӑртлӑхсен, хавхапа ӗҫсен, савӑнӑҫсен кунӗсене, тем те пӗр курса ҫӳренӗ вӑхӑта аса илтерекен сӑн-питсене куратӑп.

Я вижу лица, напоминающие дни опасности и веселья, случайностей, похождений, тревог, дел и радостей.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Мана шыраса тупатчӗҫ те — хумхантаракан хӑрушлӑхпа тата истори юратӑвӗпе каллех чиксе хуратчӗҫ кирлӗ ӗҫе.

Я был бы разыскан и вставлен опять в ход волнующей опасностью и любовью истории.

XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Унӑн шухӑшӗсем халӗ тӳсмелле мар тӗтреллӗ тата пулма пултараймасла; сисӗм-туйӑм, хӑрушӑ калавсем, леш тӗнчери сӑнарсем, — ҫынсене вӑрттӑн хӑрушлӑхпа сехӗрлентерекенни пӗтӗмпех, — куҫӗ умне чӗррӗн тухса тӑчӗҫ, хӑй паян ӑнсӑртран лекнӗ лару-тӑрура хуптӗрлеҫҫӗ.

Нестерпимо призрачны и фантастичны были его мысли; предчувствия, страшные рассказы, образы потустороннего мира, — все, пугающее людей таинственными опасностями, продумывалось теперь им, попавшим в колею диких случайностей.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.

Хӑрушлӑхпа вӑй-хӑват, хавхаланупа каҫӑху, савӑнӑҫ хавалӗ, мӑнаҫлӑ тӑнӑҫлӑх, ҫил-тӑвӑлпа шӑплӑх, кӗлӗпе ырӑ аса илӳ, теветкеллӗхпе йыхрав халалӗ — итлекенсен чун-чӗришӗн ҫаксен пӗтӗм кӑткӑс кӗввине уҫрӗ Жиль, ҫак кӗвве пысӑк савӑнӑҫ хускатнипе чӑмӑртаннӑ калавӗнчи хумхануллӑ самантсемпе сӑнарларӗ; ҫулӑмлӑ ҫак аса илӳ, пулни-иртнин суйланнӑ хастарлӑхӗпе чӗнтӗрленӗскер, итлекенсене хумхантарсах пычӗ.

Настроение опасности, силы, радости, экстаза, величественного покоя, бури и тишины, молитвы и милых воспоминаний, решительности и вызова — всю сложную мелодию их Жиль передавал сердцам слушателей нервными толчками рассказа, стиснутого возбуждением торжества, пламенное воспоминание это, витая в избранной красоте прошлого, заразило аудиторию.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Юратупа ҫамрӑклӑхра тивӗҫлӗ хӑрушлӑхпа ӑшталанса Сериз г-жа хӑйӗн юм ӗҫне ӗненсе лартрӗ те — акӑ виҫ ҫӗр вун пиллӗкмӗш страницӑна юмлать ӗнтӗ; ҫак страницӑна ҫавӑрса хурсан — хуплашка ҫинче сасартӑк кӑранташпа ҫырнине курчӗ:

С пылкостью, свойственной любви и молодости, г-жа Сериз тотчас же уверовала в гадание и гадала уже триста пятнадцатую страницу, как вдруг, перевернув ее, увидела карандашную надпись, выведенную кем-то на переплете:

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.

Ван-Конет тӑнлавне ӑшӑ ҫапнипе туять: сӳрӗклӗхӗ тамалчӗ, кулса йӗкӗлтешнӗ пурнӑҫӗ юрӑсемпе те тамбуринсемпе ҫывхарать, Гравелот ӗҫӗ хӑрушлӑхпа ҫиҫкӗнсе илчӗ, вара кӗпӗрнаттӑр телефон кӗпҫине секретаре пачӗ те яланхи хытӑ сассипе хушрӗ:

Вискам Вач-Конета стало тепло, упадок прошел, осмеянная жизнь приблизилась с пением и тамбуринами, дело Гравелота сверкнуло угрозой, и губернатор отдал секретарю трубку телефона, сказав обычным резким тоном:

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Анни тепрехинче Ральф пурнӑҫӗнчи мӗнле те пулин самантпа кӑсӑклана-кӑсӑклана каять: ҫакӑн чух Филипп Ральф хӑюлӑхӗ, унӑн тӗлӗнмелле хӑтланӑшӗсемпе ырӑ кӑмӑллӑхӗ ҫинчен, юмаха аса илтерекен пурнӑҫӗ пирки хавхаланса кала-кала кӑтартать: Ральф малтан чухӑнлӑхра пурӑнни, кайран вара ылтӑн хӑйӑрӗ тупни, карап туянни, карап хатӗр-матӗрӗпе тинӗс кӑпӑкӗнчен, вӑйӑ-кулӑпа суту-илӳрен, хӑрушлӑхпа тулнӑ япаласенчен тӗрлесе тӗртнӗ шавлӑ сӑмах-юмах чӗнтӗрӗ…

Случалось, что Анни интересовалась чем-нибудь в жизни Ральфа; тогда Филипп принимался с увлечением рассказывать о его отваге, причудах, великодушии и о судьбе, напоминающей сказку: нищета, золотая россыпь, покупка корабля и кружево громких легенд, вытканное из корабельных снастей, морской пены, игры и торговли, опасностей и находок.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Хӑрушлӑхпа теветкеллӗх, ҫут ҫанталӑк вӑйӗ, аякри ҫӗр-шыв ҫути, тӗлӗнмелле паллӑ марлӑх, мӗлтлетсе иртекен юрату — курнӑҫупа тата уйрӑлупа чечекленекенскер; тӗл пулусем, тӗрлӗ сӑн, ӗҫсем илӗртӳллӗн вӗресе тӑни; пурнӑҫӑн виҫесӗр тӗрлӗлӗхӗ, ҫав хушӑрах ҫӳл тӳпере — е Кӑнтӑр Хӗресӗ, е Алтӑр Ҫӑлтӑр, тата материксем пурте — ҫивӗч куҫ умӗнче.

Опасность, риск, власть природы, свет далекой страны, чудесная неизвестность, мелькающая любовь, цветущая свиданием и разлукой; увлекательное кипение встреч, лиц, событий; безмерное разнообразие жизни, между тем как высоко в небе то Южный Крест, то Медведица, и все материки — в зорких глазах.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫапӑҫусенчи тата походсенчи пурнӑҫ, хӑрушлӑхпа тулнӑ пурнӑҫ, яланах пулакан йывӑрлӑхсем ҫынсен большевикла пахалӑхӗсене нимрен аван тӗрӗслетчӗҫ.

Жизнь в боях и походах, жизнь в тревогах, постоянные трудности были наилучшей проверкой большевистских качеств человека.

Икӗ операци // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Хаҫатсем ҫак хӑрушлӑхпа миллионшар ҫынна хӑратса пӗтернӗ.

И, как водится, газеты заразили страхом миллионы людей.

Ҫӗрпе комета ҫапӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Чӑвашла ку сӑмахсем «хӑрушлӑхпа» «сехре хӑпни» тенине пӗлтереҫҫӗ — вӑрҫӑ туррин спутникӗсемшӗн чи юрӑхлӑ ятсем ӗнтӗ!

По-русски эти слова означают «страх» и «ужас» — вполне подходящие названия для спутников бога войны!

Марс // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Хӑрушлӑхпа вилӗмрен хӑрамасӑр, Ленин хулине тӑшман блокадинчен ирӗке кӑларма, Ленинград облаҫӗнчи мӗнпур хуласемпе ялсене нимӗҫ захватчикӗсенчен тасатма мӗнпур вӑйран тата хам мӗн пӗлнипе пӗтӗмпех хамӑрӑн Хӗрлӗ Ҫара вӗҫӗмсӗр тата паттӑррӑн пулӑшатӑп тесе тупа тӑватӑп.

Презирая опасность и смерть, клянусь всеми силами, всем своим умением и помыслами беззаветно в мужественно помогать Красной Армии освободить город Ленина от вражеской блокады, очистить все города и села Ленинградской области от немецких захватчиков.

XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех