Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑратӑн (тĕпĕ: хӑрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫын сӑмахӗнчен хӑратӑн.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсӗ манран хӑратӑн иккен.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мӗншӗн хӑратӑн, эппин?

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсӗ шыва чӑмма та хӑратӑн пуль-ха, — тӑрӑхларӗ Улька, кӑвак чӗрҫиттийӗпе шурӑ тутӑрне салтса.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсӗ ху темрен хӑратӑн пулас?

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Кашкӑртан хӑратӑн пулсан вӑрмана ан ҫӳре» тенӗн, ӗҫрен шикленетӗн-тӗк — ҫуралма та кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

— Енчен те эсӗ куҫна сусӑрлатасран-амантасран чӑн-чӑнах хӑратӑн пулсан, тахҫанах склада кайса куҫлӑхна улӑштарса килмеллеччӗ, — терӗ вӑл хӑйне лӑплантарма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тен, хӑратӑн Кушакран!

Куҫарса пулӑш

Шӑши хуйхи // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 59 с.

— Ырӑ пӗчӗкскерӗм, эсӗ темрен хытах хӑратӑн пулас.

— Ты напугался, малыш…

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Мӗнрен хӑратӑн эсӗ?

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эсӗ ӑнланма та хӑратӑн

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ма хӑратӑн мучукран? — терӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Аслати умӗнхи шӑрӑх та пӑчӑ чухнехи пек лару-тӑру халь: кӗтетӗн аслатие, ҫав вӑхӑтрах хӑратӑн та унран, турат хуҫӑлни те аслати ҫатӑртатма тытӑннӑн, кӗрӗслеттерсе ҫапма пуҫтарӑннӑн илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Сивӗрен хӑратӑн пулсан каях эппин, — пӑшӑрханарах хирӗҫ тавӑрчӗ Инесса.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Санашкал ҫамрӑксем хӑй вӑхӑтӗнче революци тунӑ, патшалӑха ертсе пыма тытӑннӑ — эс фермӑран хӑратӑн.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Елюк халь уншӑн пахчари ҫӗмӗрт турачӗ ҫинче ларакан шӑпчӑк пекех туйӑнать: ҫав кайӑк юррине итлеме ытарма ҫук аван, ун патнелле ҫывхарнӑ чух сас-чӗвӗ кӑларасран сыхланатӑн, ӑна тартасран хӑратӑн

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

— Туту вараланасран хӑратӑн пулсан тутӑр витӗр те пулин чуптутарсамччӗ, Анюта, — чеерех меслет шыраса тупрӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

— Арӑму куҫса килесшӗн мар ӗнтӗ кунталла, эс вара унран иртме хӑратӑн.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Вар урлӑ каҫма хӑратӑн пулсан, хупа пӗрле кама та пулин илсе кай, — терӗ аппа.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Апла эсӗ хӑратӑн манран?

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех