Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑраттӑмччӗ (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмах чӗнме те хӑраттӑмччӗ эпӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Малтан хӑраттӑмччӗ, ним мар чиксе пӑрахать ку мана теттӗмччӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ ҫав тери хӑраттӑмччӗ!

Ох, я боялся!

29 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

— Рубежанскра эсӗ мана кӑмӑл тумарӑн, хӑш чухне эпӗ сирӗн пата кӗме те хӑраттӑмччӗ.

 — Ты меня не жаловала в Рубежанске, я порой боялся к вам заходить.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Унччен сурана ыраттарасран хӑраттӑмччӗ, халӗ ак, ирӗксӗрех ҫӳрес пулать.

Раньше-то боялся рану повредить, ну, а уж зараз, хочешь — не хочешь, а придется ходить.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Малтан, ывӑс ҫинчен ывӑтса тӑракан кумккаланнӑ чӗрӗ чустана кӗреҫе ҫине аран вырнаҫтарса ӗлкӗрнине курсан, — эпӗ ҫав кумккасем пӗр-пӗрин ҫине купаланса каясран хӑраттӑмччӗ; анчах, виҫӗ хутчен те ҫӗр ҫирӗм каравайран — ҫӳлӗ хӑпартланса тӑракан хӗрлӗ-ҫутӑ питлӗ ҫӑкӑрсенчен — пӗри те «йӗкӗреш» пулманнине курсан, эпӗ вӑл хӑй ӗҫӗнче «артист» иккенне чӑн-чӑнах ӑнланса ҫитрӗм.

Сначала, видя, как он быстро мечет в печь сырые хлебы, которые я еле успевал подкидывать из чашек на его лопату, — я боялся, что он насадит их друг на друга; но, когда он выпек три печи и ни у одного из ста двадцати караваев — пышных, румяных и высоких — не оказалось «притиска», я понял, что имею дело с артистом в своем роде.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Кати пӗчӗккӗччӗ, ӑна эпӗ урлӑ та пирлӗ хутларӑм, Кӑшкӑрма хӑраттӑмччӗ, ҫапах та темиҫе хут кӑшкӑрса пӑхрӑм — мана хирӗҫ пӗр сасӑ та илтӗнмерӗ.

Роща была маленькая, и я пересёк её вдоль и поперёк. Я боялся кричать, но всё же крикнул несколько раз — никакого ответа.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вара мӗнле хӑраттӑмччӗ пулин те ачине ҫавӑртӑм та алла илтӗм.

Наконец, как это ни было страшно, я всё-таки завернула ребёнка и взяла его на руки.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Ҫӗрле хӑраттӑмччӗ» пулин те пӗтӗм тертӗм-сертӗм, пӗтӗм хуйхӑм-суйхӑм йӑлтах иртнӗ пек туйӑнчӗ мана, умӑмра ӗнтӗ чӗре хӗпӗртесе тӑракан ҫӗнӗ малашлӑх та ҫӗнӗ телейлӗх пулмалла пек.

Несмотря на мои тоскливые ночи, я жила с таким чувством, как будто всё тяжёлое, скучное и неясное осталось позади, а впереди — только интересное и новое, от которого замирает сердце и становится весело, и легко, и немного страшно.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, литературӑпа ҫулталӑкшӑн «начар» паллӑ пуласран хӑраттӑмччӗ эпӗ.

Словом, я боялся, что по литературе у меня в году будет «плохо».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пӗр ҫирӗм ҫул ӗлӗкрех, хамӑра полкран кунта куҫарсассӑнах, эпӗ вӑл ылханлӑ, турра ӗненмен ҫынсенчен пит те хӑраттӑмччӗ.

Тому лет двадцать как нас из полка перевели сюда, и не приведи господи, как я боялась проклятых этих нехристей!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех