Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑратаҫҫӗ (тĕпĕ: хӑрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурнӑҫӗ ҫавнашкал халь: ху хӑратмасан, хӑвна хӑратаҫҫӗ, таптасах каяҫҫӗ, — хӑй шухӑшнех ҫирӗплетме тӑрӑшрӗ Ҫӗпритун.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑратаҫҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Пӗчӗк ачасем макӑрма пуҫласан, ача амӑшӗсем: «Акӑ сана Сехенере леҫсе паратпӑр!» — тесе хӑратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Ун патне ҫитетӗн те алӑ тӑсма шикленерех тӑратӑн — шӗвӗр йӗпсем хӑратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ялан фермӑран илсе тухса каяссипе хӑратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 19–23 с.

Ҫуртра е хваттерте ку хатӗр пулмасан пысӑк штраф тӳлемелле тесе хӑратаҫҫӗ – ҫавӑнпа ӗненеҫҫӗ те ултавҫӑсене ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

Шулӗксем «ҫывӑрмаҫҫӗ»... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10855-sh ... -cyv-rmacc

— Кур, мӗнле хӑратаҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫитменнине, унталла та кунталла пӑхкалаҫҫӗ-ха, кӑшт кутӑнлансанах вырӑссем патне каяссипе хӑратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Теприсем хӑратаҫҫӗ: унта вырӑссем пулма тивӗҫ, вӗсем хӑвалама тытӑнӗҫ тата.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вилесем хӑратаҫҫӗ тени — суя сӑмах.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Эпир вӗсене хисеплемесен, вӗсем пире ҫилленеҫҫӗ, асап, чир-чӗр яраҫҫӗ тата куҫ умне курӑнса хӑратаҫҫӗ те, ҫын вилет.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫынсем ӑна ҫӗрлесенче тыта-тыта хӗнеҫҫӗ, вут тӗртессипе хӑратаҫҫӗ, Микулай хӑйӗннех пӑрахмасть: пуҫлӑхсен кӑмӑлне ҫавӑрма кирлӗ иккен ӑна укҫа.

Люди его пугают, мол, спалим дом, даже не раз поколотили — Мигулай гнет свое: оказывается, чтобы задобрить начальство, ему нужны деньги.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Э, сана ҫавсем хӑратаҫҫӗ пуль-ҫке», — шухӑшларӗ те Янтул Ухтивана аса илчӗ.

«Ага, вот ты кого боишься», — подумал Яндул и вспомнил Ухтивана.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пурӑнман ача-пӑчана мӗн ачине кура е ӳссен хулӑмсӑр качча парассипе, хӗрлӗ кӗпе тӑхӑнтармассипе, кӗпе ҫухине сылтӑм енне тумассипе «хӑратаҫҫӗ».

Детей чуваши с малых лет пугают тем, что выдадут (девочек) замуж за бескалымного жениха, мальчиков — тем, что не оденут в красную рубаху или сделают ворот косоворотки не на правую, а на левую сторону.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кайран чавсу ҫывӑх пулӗ те — ҫыртаймӑн», — хӑратаҫҫӗ шухӑшӗсем.

Близок будет локоть, да не укусишь», — пугают мысли.

Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӳртри сӗтел-пукансем Хӑратаҫҫӗ арӑмне, Пайтах пӑхрӗҫ шеллесе Хуҫин сивӗ виллине; Анчах ҫӗрле пулчӗ те, Сӗм хупларӗ пӳрт ӑшне, Хӑйӗн вӑрӑм аллипе Хӑратать вӑл Нарспие.

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Юнаҫҫӗ пӗр-пӗрне боярсем, укҫашӑн тӑшмана сутӑннӑ тесе айӑплаҫҫӗ, ҫарпа тепре кайсан сутӑнчӑкла ӗҫсемшӗн патша аллине тытса парассипе хӑратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Уяра «тӑрӑ шыв ҫине» кӑлараҫҫӗ, вӑл ҫырнине ырласа асӑннӑ е статья ҫырнӑ критиксене ӗҫрен кӑларассипе хӑратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

— Итле, Урасмет, ҫынсем сан вар-хырӑмунта икӗ пуҫлӑ ҫӗлен пур тесе хӑратаҫҫӗ, — йӑпшӑннӑ пек ун ҫумне ҫӑмӑллӑн пырса ларчӗ мӑрса арӑмӗ, — ҫапах та ҫав путсӗрсен мӑшкӑлӗ пуличчен хӗре санах парас пуль…

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӑмах илтни мӗн-ха вӑл, хӑш-пӗрисем вӗлерессипе хӑратаҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех