Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ним ҫукран хӑранӑшӑн хӑйне ятласа та илчӗ.
XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ма кун пирки пухура шарламарӑн, Уҫӑпран хӑрарӑн-им? — тесе ыйтрӑмӑр та Сергейпе иксӗмӗр, вӑл пире: «Хӑранӑшӑн мар, ыран чиркӳре мӗн пулса иртӗ-ши тесе шарламарӑм», терӗ.
Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Гладиаторсем тухса тарма пуҫлани ҫинчен пӗлтерменшӗн, хыпарҫӑ яма хӑранӑшӑн хула ҫыннисемпе ылханса ятлаҫнӑ.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Анчах ӑна ӑшӑтнӑ вырӑнтан хускатса кӑларнӑ пулсан, вӑл хӑранӑшӑн мар, чӗререн, «Хорунжий Былков» ҫинче большевиксене тытса ҫӳренӗ чухнехи пек ӗҫлеме шут тунӑ.
4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Пулни-иртни ҫинчен Йован мӗн чухлӗ шутларӗ, арестленӗ чухне ҫухалса кайнӑшӑн, хӑранӑшӑн хӑйне ҫавӑн чухлӗ ытларах айӑпларӗ.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Миките пуринпе те калаҫса илнӗ; чӑххисене: — Ӑн ятлӑр-ха, урӑх сире хускатмастӑп, — тенӗ сурӑхӗсене ним пӗлмесӗр, ахалех хӑранӑшӑн ӳпкеленӗ, лаша кӑкарнӑ чух йыттине пӗрмаях вӑтантарнӑ.
III // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Гречкин ӗҫре хӑюллӑ та хӑйне ҫирӗп тытма пӗлекен ҫын, арӑмӗ умӗнче ача пекех хӑранӑшӑн Женя яланах тарӑхнӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хӑранӑшӑн, тарнӑшӑн, вӑрлама е ҫаратма пикеннӗшӗн эпӗ Революциллӗ ҫар трибуналӑн сучӗ умне тӑрса, чи пысӑк наказани — персе пӑрахмалла приговор илме хатӗр.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Куртран пурте хӑранӑшӑн та, Курт унӑн, пӗр унӑн кӑна пулнӑшӑн, хӑй ун умӗнче хуҫкаланма, юнтарса хирӗҫме пултарнӑшӑн та, Курт ӑна пӗчӗк упӑте тесе чӗннӗшӗн, хӑйпе пӗрле Дрездена илсе кайма пулнӑшӑн та савӑннӑ…
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫавӑн пек хӑранӑшӑн вӑтаннипе-ши унӑн тути ҫинче именчӗк кулӑ палӑрать.От этого усилия или, может быть, от страха смущенная улыбка бродила на его губах.
IV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Пуҫларӗ хайхи мана атте, хӑранӑшӑн, хӗнеме.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
- 1