Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑранӑн (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫимун, темрен хӑранӑн, чарӑнса тӑчӗ: «Мӗнле хӗрарӑм, ара ку? Мӗн кирлӗ ӑна?» — тесе, тӑкӑрлӑкалла пӑхрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акӑ вара ҫӑл патӗнче сӑмаха ҫаптарса тӑракан хӗрарӑмсем Анука курсанах темрен хӑранӑн хӑвӑрт саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсир унран рак чирӗнчен хӑранӑн аяккалла тапса сикетӗр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Иван Сидорович, Архипов мӑн каланипе тӗлӗнсе, ура ҫине сиксе тӑчӗ те темрен хӑранӑн пӳлӗмрен хыпаланса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Выҫса ҫитнӗ пек, шывсӑр чылай вӑхӑт хушши аптранӑ хыҫҫӑн ӗҫсе тӑранма ӗмӗтленнӗ пек пӑхрӗҫ пӗр-пӗрин ҫине, мӗн-тӗр курмасӑр, асӑрхамасӑр юласран хӑранӑн куҫӗсене те мӑчлаттармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫапла ыйтать те хӑйне хирӗҫлесрен хӑранӑн пӑхать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ҫук, ҫук! — терӗ вӑл темрен хӑранӑн, чакса-чакса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тарма хӑтланчӗ, — пуҫне ҫӳлелле ҫӗклеме хӑранӑн, хӑшместӗр вырӑнне хуравларӗ Аҫтӑрхан.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав самантра эпӗ сӗтел еннелле тимсӗлсе пӑхнине хуҫа асӑрхарӗ, хӑйӗнчен хур тукмакне туртса илесрен хӑранӑн шартах сикрӗ те кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Мулентей ҫук, — хӑйне ҫапса пӑрахасран хӑранӑн хуравларӗ ватӑ килхуҫи.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳлелле ҫӗкленӗ ҫурлаллӑ аллине, сулма хӑранӑн, самантлӑха пӗр вырӑнта тытрӗ, унтан, мӗнпур вӑйне пухса Шӑхале мӑйӗнчен ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хура пӗлӗтсем темрен хӑранӑн сирӗлме тытӑнчӗҫ, хӗвел кӑҫалхи ҫул пӗрремӗш хут чӑн-чӑн ҫуркуннехи пек ҫиҫсе ялкӑшма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кунти ҫуртсем Анаткасри пек ирӗккӗн, мӑнкӑмӑлланса лармаҫҫӗ, вӗсем темрен хӑранӑн, ытлашши палӑрас мар-ха тенӗн, пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗннӗ, пӗр-пӗрин хӳттине пытаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак темрен хаклӑ япалана ҫухатасран хӑранӑн асӑрханса тыттарнӑ тӗркене класс ертӳҫи аллине илсен ачасене хӑвӑрт шӑпланма ыйтать, хаваслӑн ҫапла калать:

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Такам туртса илесрен хӑранӑн, пӳрнесене ыраттара-ыраттара, ача пуҫӗ пысӑкӑш тӑм муклашки илтӗм, алла ҫуса хӑва хулли касса калак турӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Такам туртса илесрен хӑранӑн ывҫине чӑмӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй такам тытасран хӑранӑн васкасах урамалла чупса тухрӗ, кайран анкартисем хыҫӗпе килне ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Эверкки Илемпие, ӑнсӑртран ҫуйхатасран хӑранӑн, минтер ҫине таянса пӗр сӑмах чӗнмесӗр итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӑл сарлакан, йывӑррӑн утса, ҫамкипе ҫапӑнасран хӑранӑн пуҫне пӗксе тухрӗ.

Он вышел, шагая тяжело и широко, наклонив голову, как если бы боялся стукнуться лбом.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ассоль ӑна хыттӑн, анчах тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ ҫак улӑп унӑн аллисенче силленме пуҫласран хӑранӑн, асӑрхануллӑн ыталарӗ.

Ассоль обняла его крепко, но бережно, словно этот мускулистый гигант мог закачаться в ее руках.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех