Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑранине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темиҫе ҫул хушшин аша Японие те экспортлама хӑтланнӑ, анчах та вӗсен массӑллӑ протестсем пулнипе, ҫавӑн пекех японецсем Ҫурҫӗр Атлантикӑран килнӗ кит ашӗ вараланнинчен хӑранине шута илсе сутма пӑрахма тивнӗ.

В течение нескольких лет производились попытки экспортировать мясо в Японию, но они были прекращены под давлением массовых протестов, а также из-за опасений самих японцев о влиянии на их здоровье загрязнений в мясе китов из Северной Атлантики.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Ҫтаппан, хӑй хӑранине ҫӗнтерсе, чунакансен ҫулне пӳлчӗ те: — Чарӑнӑр! Ҫулӑм тулалла тухса ҫивиттине хыпса илнине курмастӑр-и-мӗн? Е ялӗпех ҫунтарса яма шутлатӑр-и?! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗн тунӑ вара эпӗ? — ыйтрӗ тинех хӑранине ҫӗнтерсе.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашкӑрсем, ҫын хӑранине ӑнланса, хӑюлланчӗҫ курӑнать, уттине хӑвӑртлатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле юратакан каччӑпа ҫакӑн пек ҫывӑххӑн, юнашар ларнине хӑй те ӗненмерӗ, унчченхи пек хӑранине те, намӑсланнине те туймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Таҫтан ун чунӗнче тӑвӑлтан хӑранине пӑхмасӑрах калама ҫук пысӑк хаваслӑх ҫуралса ҫӗкленсе илчӗ те ӑна тем калаттарса ҫухӑрттарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Манӑн Андрее хӑй хӑранине ҫӗнтерттерес, пӗтӗм вӑя пухса тумалли йывӑр ӗҫе ӗҫлеттерес килчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мӗнрен хӑранине хам та пӗлместӗп…

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ эс мӗнрен хӑранине тӑруках ӑнланса илеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Виктор хӑйӗнпе тӗл пуласшӑн маррине, вӑл ҫав тӗл пулусенчен хӑранине Лиза пӗлнӗ те унӑн куҫӗ тӗлне пуласран парӑнма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑй хӑранине вӑл нимӗнпе те, пӗр сӑмахпа та палӑртман, анчах Лиза ӑна ӑнланнӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑранине пула та ҫапла йывӑррӑн йышӑнчӗ ун чӗри пирӗн бригадӑра сиксе тухнӑ инкеке.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах та вӑл тӗттӗм каҫ Татьяна Михайлова хӑйӗншен мар, ачасемшӗн хытӑ хӑранине калать.

Куҫарса пулӑш

Ҫичӗ ачана ҫӑлнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61000

— Ҫук, — хӑй хӑранине пытарасшӑн пулчӗ Савантер, — шухӑша кайнӑччӗ, ҫавӑнпа шарт! сикрӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун ҫывӑхне ачасем пыма хӑранине эпӗ хам та астӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тусӗ мӗнрен хӑранине тинех ӑнланса илчӗ Михха.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара, чӑвашсем вилӗрен хӑранине астуса, вилнӗ ҫын пек пулса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахӑртнех, хӑй ҫамрӑк чухне мунча вӗринчен хӑранине аса илчӗ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑвна хӑв – хӑранине, кахалланине, иккӗленнине – парӑнтарсан кӑна ҫӗнтерӳҫӗ пулатӑн.

Куҫарса пулӑш

Ӑсталӑха ӳстерет, ӗҫре пулӑшать // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11358-st ... e-pul-shat

Те вӑл туйӑм патне ҫитменрен (тен, ҫак самантра тӑшман курӑнманран?) ним хӑранине те сисмест-ха Григорьев.

Возможно, до него не дошло еще это чувство, потому что перед ним пока не показался враг. Как бы то ни было, сейчас он не ведает никакого страха.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех