Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Юриех хӗвелтен хӑракансене валли туса панӑ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
46. Вара Мария ҫапла каланӑ: Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫана аслӑлать; 47. Манӑн чун-чӗрем Ҫӑлакан Туррӑмшӑн савӑнать: 48. Вӑл Хӑй чурин йӑвашлӑхне курчӗ; малашне ӗнтӗ Мана пур халӑхсем те мухтавлӗҫ; 49. Хӑватлӑскерӗ Маншӑн аслӑ ӗҫ турӗ; Унӑн ячӗ сӑваплӑ; 50. Хӑйӗнчен хӑракансене Унӑн ырӑлӑхӗ сыпӑкран сыпӑка пырать; 51. Вӑл Хӑйӗн аллин хӑватне кӑтартрӗ, хӑйсем ҫинчен мӑнаҫлӑ шухӑшлакансене салатса ячӗ; 52. вӑйлисене хӑйсен чаплӑ вырӑнӗнчен сирпӗтрӗ, йӑвашшисене асла кӑларчӗ; 53. выҫӑхнисене ырӑлӑхӗпе тӑрантарчӗ, пуяннисене нимӗнсӗрех хӑварчӗ; 54-55. аттемӗрсене каланине — Авраама, унӑн йӑхне ӗмӗрлӗхе ырӑлӑх пулӗ тенине — аса илсе, Вӑл Израиле, Хӑйӗн чурине, пулӑшрӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
71. Ӗнтӗ пур ҫӗрте те, кӳршӗллӗ хуласенче те нумайӑшӗ Ҫӳлхуҫаран хӑракансене хирӗҫ ҫӗкленӗ: 72. ухмаха ернӗ пек, Ҫӳлхуҫаран хӑракансене пӗр шелсӗр ҫаратӗҫ, вӗсенӗн мӗн пуррине йӑлтах тустарса тухӗҫ, 73. вӗсенӗн пурлӑхне тустарса тухса ҫаратса кайӗҫ те хӑйсене килӗнчен хӑваласа ярӗҫ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
79. Эхер те ҫав чунсем Ҫӳлти Туррӑн ҫулӗсене уяман, упраман, Унӑн саккунне хисеплемен, Унран хӑракансене курайман ҫынсенӗн чунӗсем пулсассӑн, 80. вӗсем канлӗх вырӑнне кӗреймӗҫ, тӳрех асапланма пуҫлӗҫ, вӗҫсӗр хуйхӑрса, кулянса ҫичӗ тӗрлӗ асаппа асапланӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ырӑ арӑм упӑшкине савӑнӑҫ кӳрет, ун пек упӑшка ӗмӗрне татуллӑ пурӑнса ирттерет; 3. ырӑ арӑм — ырӑ шӑпа: вӑл Ҫӳлхуҫаран хӑракансене еткерлӗхе тивет; 4. ун пек арӑмпа пуянни те, чухӑнни те кӑмӑллӑ, пичӗ-куҫӗ те яланах хаваслӑ вӗсен.
Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Урхамах вӑйне пӑхмасть Вӑл, этем ҫӑмӑл ураллӑ пулнине те кӑмӑл тумасть — 11. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗнчен хӑракансене, Хӑйӗн ырӑлӑхне шанакансене кӑмӑллать.
Пс 146 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӳлхуҫа пире асӗнче тытать, [пире] пиллӗх парать, Израиль килне пиллӗх парать, Аарон килне пиллӗх парать; 21. Ҫӳлхуҫаран хӑракансене — кӗҫӗннине те, аслине те — пиллӗх парать.
Пс 113 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑйӗнчен хӑракансене ҫимӗҫ парать; Хӑйӗн халалне ӗмӗр астӑвать.
Пс 110 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пире пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫшӗн айӑпламасть, пире пӗтӗм ҫылӑхшӑн тавӑрмасть: 11. ҫӳллӗ тӳпепе ҫӗр хушши епле пысӑк, [Ҫӳлхуҫанӑн] ырӑлӑхӗ Хӑйӗнчен хӑракансемшӗн ҫавӑн пек пысӑк; 12. тухӑҫ анӑҫран епле аякра, йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене Вӑл пирӗнтен ҫапла аякка сирчӗ; 13. ашшӗ ачисене хӗрхеннӗ пек, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗнчен хӑракансене ҫапла хӗрхенет: 14. Вӑл эпир мӗнрен пулнине пӗлет, эпир тӑпра иккенне астуса тӑрать.
Пс 102 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӗнтӗ Хӑвӑнтан хӑракансене паллӑ парсамччӗ — тӑшмансем ухӑран тарса кайччӑр: 7. Хӑв юратнисем хӑтӑлччӑр; Хӑвӑн сылтӑм аллупа ҫӑлсам пире, илтсем пире.
Пс 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫаран хӑракансене Унӑн Ангелӗ пур енчен те сыхласа тӑрать, вӗсене хӑтарать.8. Ангел Господень ополчается вокруг боящихся Его и избавляет их.
Пс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Кам айӑпсӑр ҫӳрет, ӗҫе тӳррипе тӑвать, хӑй ӑшӗнче чӑннине калать, 3. кам чӗлхипе элеклемест, суймасть, ҫывӑх ҫыннине усал тумасть, ӑна хурласа калаҫнине те йышӑнмасть — унта ҫавӑ пулать; 4. кам пӑрахӑҫа юлнӑ ҫынран йӗрӗнет, Ҫӳлхуҫаран хӑракансене мухтать, ҫывӑх ҫыннине панӑ сӑмахне улӑштармасть, 5. кам хӑйӗн кӗмӗлне усламла памасть, айӑпсӑр ҫынна хирӗҫ тӑрса сӗрев илмест — унта ҫавӑ пулать.
Пс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Санӑн сӑну умӗнче тусемпе юханшывсем хӑйсен тӗпӗнчен хускалӗҫ, чулсем карас ӑвӑсӗ евӗр ирӗлӗҫ, анчах Эсӗ Хӑвӑнтан хӑракансене ырӑлӑх паратӑн, хӗрхенетӗн.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1