Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпсах (тĕпĕ: хӑп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калавҫӑсемпе сӑвӑҫсем паянхи пурнӑҫа ҫултан ҫул ытларах курма, пӗлме, ытларах ун ҫинчен ҫырма тытӑнчӗҫ пулсан, драматургсем вара ӗлӗкхинчен хӑпсах каясшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Тепӗр енче — кивӗ, патриархалла йӑла-йӗркесен, ӗненӳсен, тӗшмӗшлӗхсен тыткӑнӗнчен, хӑйсен юмартлӑхӗнчен, тавра курӑм нишлӗхӗнчен — самани улшӑннине пулах, асаплӑн-хӗнлӗн пулин те, — хӑпсах, хӑтӑлсах, тасалсах, хӑват ӳстерсех пыракан вӑй: ҫтаппансем, микуласем, ваҫлейсем, кӗтеруксем.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Ах, тур, эп пирӗн Кольӑна йӑтса тухрӗҫ тесе — сехре хӑпсах тухнӑччӗ, — лӑпланчӗ Укҫине аппа.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫав тери хӑраса пӗтрӗм — сехре хӑпсах тухатчӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сӑмаххинчен ытла исправник ҫумӗнчи вӑрӑм хӗҫе курсан, унӑн сехри хӑпсах тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Капитан патне чупса пырсан матроссен сехри хӑпсах тухрӗ: вӗсен умӗнче… негр, Пэд пичӗ чукун пек хура, мӑйӗ те кӑвакрах хура юн тӗслӗ, ӳчӗ кӑвакарсах пырать.

Матросы, подбежав к капитану, с содроганием увидели негра: лицо Пэда было черно, как чугун, даже шея приняла синевато-черный цвет крови, выступившей под кожей.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Сехре хӑпсах эпӗ сывлӑш ҫинче ҫакӑнса тӑратӑп.

Замирая от ужаса, я повис в воздухе.

XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫил тухсан вара, ҫил таҫтан, хӗвеланӑҫ енчен вельбот патнелле тем пысӑкӑш пӑрсене хӑваласа килме тытӑнсан, Кэмбин сехри хӑпсах тухрӗ.

А когда подул ветер, гоня откуда-то с запада, как раз на вельбот, огромную массу плавучих льдов, на Кэмби напал страх.

Тинӗс пырӗнчи тӗлпулу // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Кооро сунарҫӑ сехри хӑпсах тухать.

Жутко стало охотнику Кооро.

Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Хӑранипе сехрисем хӑпсах тухнӑ пулас, мур илесшӗсен! —

Ошалели, видать, прах их возьми! —

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Казаксен тахҫантан килекен хӑнӑхӑвӗнчен хӑпсах ҫитеймен Мишка та, Хӗрлӗ Ҫарта пулсан та, авалхи йӑлана ҫав-ҫавах ҫирӗп уяма хатӗрленчӗ.

И Мишка, еще не освободившийся от казачьих традиций, даже будучи в Красной Армии, собирался свято соблюсти старинный обычай.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ай, ухмах, сехре хӑпсах тухрӗ! — ҫухӑрчӗ Лена.

— Сумасшедший! Как испугал! — крикнула Лена.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Виҫӗ, тӑватӑ ача ҫуралнӑ хыҫҫӑн арӑм малтанах епле пурӑннине, ун шухӑшӗ епле пӗтӗмпех ачасем ҫинче пулнине аса илетӗп те, манӑн сехре хӑпсах тухать.

Как вспомню только, даже теперь, жизнь и состояние жены в первое время, когда было трое, четверо детей и она вся была поглощена ими, — ужас берет.

XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Унчченех эпӗ бала ҫӳремелли платье тӑхӑннӑ пӗр-пӗр майрана курсан, темле аванмарланаттӑм, шикленеттӗм, халь вара манӑн сехре хӑпсах тухать; мана вӑл уҫҫӑнах саккуна хирӗҫле, ҫынсемшӗн хӑрушӑ, хатарлӑ япала пек туйӑнать, манӑн полицейские кӑшкӑрас, хӑрушлӑхран хӑтӑлма хӳтӗлекене чӗнес, ҫав хӑрушӑ япалана куҫ умӗнчен тасаттарас килет.

И прежде мне всегда бывало неловко, жутко, когда я видал разряженную даму в бальном платье, но теперь мне прямо страшно, я прямо вижу нечто опасное для людей и противузаконное, и хочется крикнуть полицейского, звать защиту против опасности, потребовать того, чтобы убрали, устранили опасный предмет.

IX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ҫывӑхра тимӗр пӑталлӑ атӑ тӗпӗсем чула кӑчӑртаттарнине илтсен, ачасен сехри хӑпсах тухрӗ.

Оба обмерли, когда услышали совсем рядом шаги и скрип гвоздей о камни.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Мӗнлерех пӗҫерккӗ лектерчӗ-ха акӑ тӑххӑрмӗш ротӑра, сехрӳ те хӑпсах тухӗ.

В девятой роте такого холоду нагнал, что ужас.

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Иван Иваныч, турӑран хӑрӑр! — сехри хӑпсах тухрӗ кил хуҫин, вӑл аллине ҫупса илчӗ.

— Да бог с вами, Иван Иваныч! — ужаснулся Мойсей Мойсеич, всплескивая руками.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Аллӑ ҫул ытла каярах вӑл — ун чухне ҫамрӑк та хитре казачка — алӑри ӗҫне пӑрахсах, кӑмака умӗнчен хӑпсах хӑйӗн малтанхи ывӑлӗ, пӑхса ытарайми пӗртен-пӗр Яшукӗ, упаленчӗк, тин ҫеҫ утма пуҫланӑскер, юнашар пӳлӗмре хӑюсӑр, чарӑна-чарӑна, ҫат-ҫат утса ҫӳренине савӑнса, кулса итлесе тӑнӑ.

Пятьдесят с лишним лет назад она — тогда молодая и красивая казачка, — отрываясь от домашней работы, стряпни, с восторженной улыбкой прислушивалась к тому, как неуверенно, с перерывами шлепают по полу в соседней горнице босые ножонки ее первенца, ее единственного и ненаглядного Яшеньки, ползунка, только что научившегося ходить.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗнер сехре хӑпсах тухрӗ.

Я вчера ужаснулся!

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

28. Тӑшмансем Ионафан хӑйӗн ҫарӗпе ҫапӑҫӑва хатӗрленсе тӑнине илтнӗ те хӑраса ӳкнӗ, вӗсен сехри хӑпсах тухнӑ, вара хӑйсен тапӑрне кӑвайт чӗртсе хӑварнӑ та пӑрахса кайнӑ.

28. И услышали неприятели, что Ионафан со своими приготовился к сражению, и устрашились, и затрепетали сердцем своим, и, зажегши огни в стане своем, ушли.

1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех