Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпармалли (тĕпĕ: хӑпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ту каҫи ҫине хӑпармалли ҫул 33,1 км тӑршшӗ, унӑн градиенчӗ 5,7 % танлашать, унсӑр пуҫне ҫӳллӗш расналӑхӗ 1874 м танлашать.

Подъем на перевал составляет 33,1 км в длину с постоянным градиентом 5,7 % и перепадом высот 1874 м.

Мӑн Сен-Бернар // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D3%91%D ... 0%B0%D1%80

Ҫакна пула ҫурҫӗрти хӑпармалли ҫул Альпри капмар вырӑн пулса тӑрать, вӑл Европӑри чи кӑткӑс каҫӑсенчен пӗри шутланать.

Благодаря этим данным северный подъём считается колоссом Альп и одним из самых сложных перевалов в Европе.

Мӑн Сен-Бернар // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D3%91%D ... 0%B0%D1%80

Ту каҫи ҫине хӑпармалли ҫул тӑршшӗ 41,5 км, ҫӗкленмелли градус вӑтамран 4,8 % танлашать (чи пысӑкки 10 % таран ҫитет), ҫӳллӗш расналӑхӗ пӗтӗмӗшле 1980 м шутланать.

Подъем на перевал составляет 41,5 км в длину со средним градиентом 4,8 % (максимальный до 10 %) и перепадом высот 1980 м.

Мӑн Сен-Бернар // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D3%91%D ... 0%B0%D1%80

Пӗтӗм аэропорта, ҫав шутрах вӗҫсе хӑпармалли ҫула та, ҫыран хӗрринчи стена пек ӑсталанӑ.

Весь аэропорт, включая взлетно-посадочную полосу, был построен на месте, которое было создано путем строительства стены набережной.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Вӗҫсе хӑпармалли ҫула ӑсталанӑ Punj Lloyd Инди компанийӗн пресс-секретарӗ каланӑ тӑрӑх, кӑткӑс ҫӗр пичӗпе йывӑр ҫанталӑк ҫак тӑхӑр ҫулхи проект «ҫав тери кӑткӑс та чуна тыткӑнлакан» пулса тухнӑ.

По словам пресс-секретаря индийской компании Punj Lloyd, которая построила взлетно-посадочную полосу, этот сложный рельеф и неблагоприятные погодные условия сделали этот девятилетний проект «чрезвычайно сложным и захватывающим».

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Аэропортӑн вӗҫсе хӑпармалли ҫулӗ 1,75 км тӑршшӗ, унӑн икӗ вӗҫӗнче те тарӑн айлӑмсем сарӑлса выртаҫҫӗ.

Аэропорт окружен глубокими долинами на обоих концах взлетно-посадочной полосы длиной 1,75 км.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Халӗ ту тӑррине ҫитесси те инҫех мар, тепӗр сыпӑк хӑпармалли анчах юлчӗ.

Уже недалеко от вершины. Остается только один подъем по льду.

Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ку йышши самолетсем пӗрисем ҫывхарчӗҫ, теприсем вӗҫсе хӑпармалли полоса вӗҫӗнче курӑнми пулчӗҫ — никама та кирлӗ мар ҫуран ҫӳрекен ҫынсем пек.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав самантра вӗҫсе хӑпармалли ҫул тӑрӑх, хӑвӑртлӑхне пысӑклатса, вӗренмелли самолет кусса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Юлашкинчен, ӑна вӗҫсе хӑпармалли вырӑн тӗлӗнче курсан, ун патне пычӗ те ҫакӑнта, аэродромӑн инҫетри кӗтессине, хӑйсене никам та кансӗрлеме пултарайман ҫӗре ҫавӑтса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсем самолетсем вӗҫсе хӑпармалли, анса лармалли пысӑк ҫӗр лаптӑкӗн хӗрринче, курӑк ҫинче ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл нимӗҫсем ҫак аэродром ҫине бомбӑсем тӑкнине, вӗҫсе хӑпармалли тӳрем уйра ҫӗр куписем сирпӗннине, вӗсем хушшинче, фугаслӑ бомбӑсем ҫурӑлнипе ним илтми пулнӑскер, Оля унталла та кунталла ыткӑннине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӑна вара вӑл куҫӗсене уҫса тул ҫутӑлас умӗнхи хурарах кӑвак пӗлӗте, самолет вӗҫсе хӑпармалли ем-ешӗл, сывлӑмпа йӗпеннӗ курӑкпа витӗннӗ, малалла тӑсӑлса каякан ансӑртарах ҫула курнӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Манран виҫ-тӑват утӑмра, ҫӳлти хута хӑпармалли пусма картлашки ҫинче, иккӗн — ҫамрӑк мар арҫынпа йӗкӗт — калаҫса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Ав, Воронеж пики умӗнче автан пек каҫӑрӑлса тӑрать, — пуҫне ҫӳлти хута хӑпармалли картлашка еннелле сӗлтрӗ малти хӗр.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӑнкӑл-тӑнкӑл пускаласа, вӑл мӑйтӑк-мӑйтӑк уҫӑ алӑкпа тул картана кӗчӗ, аслӑк ҫине хӑпармалли тӑратнӑ пусма патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ҫавӑнпа иккӗмӗш хутри пӗр класне пысӑклатнӑ — икӗ алӑклӑ тунӑ: пӗри зала кӗмелли, тепри сцена ҫине хӑпармалли (унта паян пухӑва ертсе пыракан президиум ларать).

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Крыльцаран кӗрсенех — ҫӳлти хута хӑпармалли сарлака картлашкасем.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хулана хӑпармалли чӑнкӑ ҫул тӑмпа ҫӑрӑлса тӑрать, унта ҫынсем ҫеҫ мар, лашасем те чылай асапланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Самант ҫитрӗ; чӑнлӑх — ҫӳлелле ҫирӗп вӗренпе хӑпармалли ҫул евӗр тӗп-тӗрӗс, тӳп-тӳрӗ.

Момент возник; действительность стала точной, как путь на высоте по канату.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех