Шырав
Шырав ĕçĕ:
хӑпарассине (тĕпĕ: хӑпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Витязь пултарулӑхне пурне те: унӑн хӑюлӑхне те тӳсӗмлӗхне те, ют ҫын аллинчи апата илмесӗр пӑрӑнса каяссине те, ют ҫынсене кураймасӑр тӑрассине те шӑрша пите лайӑх пӗлессине те, ҫав тери вичкӗн илтессине те, пусма тӑрӑх хӑпарассине те хӳме урлӑ сикессине те, хӑй хуҫине пӑхӑнса тӑрассине те – веҫех, пӗтӗмӗшпех ҫын вӗрентнипе тунӑ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Произведенире автор шарти сывлӑша сивӗтсе е ӑшӑтса вӑл анассине е хӑпарассине йӗркелесе пыма пулать тенӗ.
Автор ҫинчен кӗскен // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Кирек мӗнле пулсан та пирӗн шыв хӑпарассине кӗтсе ирттересех пулать.
XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Алӑсемпе тытмалла мар яка та ытама кӗмелле мар хулӑм вулӑллӑ йывӑҫ тӑррине упӑте мӗнле хӑпарассине ҫулҫӳревҫӗсем тавҫӑрса илме те пултараймаҫҫӗ, анчах ҫав самантра тӗлӗнмелле чӗрчун темӗнле пуртӑ евӗрлӗскерне туртса кӑларчӗ те, йывӑҫ вуллине каса-каса, тӑррине ҫитичченех питӗ хӑвӑрт улӑхса кайрӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Страницăсем:
- 1