Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ирпе ҫичӗ сехетре вӑранма, килти ӗҫ тума, Анна Ивановнӑна итлеме тин хӑнӑхнӑччӗ, сасартӑк ни пӗрле вӗренекенсем, ни пурӑпа доска, ни кулмалӑх пулӑмсем ҫук.
Учительсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/572
Чӑнах та, кунта нимӗн те тӗлӗнмелли ҫук: ман куҫсем пит пысӑк япаласене курма хӑнӑхнӑччӗ те, ман хама куҫкӗски ҫинче курас та килместчӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑнтан эпӗ хама ытла та ниме тӑман пӗчӗк чӗрчун тесе йӗрӗнсе шутлама пуҫлаттӑмччӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ улӑп ҫынсемпе пит пысӑк япаласем хушшинче пурӑнма хӑнӑхнӑччӗ, ҫавӑнпа пӗчӗк пӳллӗ лутра ҫынсем ытла та илемсӗр туйӑнса кайрӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпир сарлака Днепра, ешӗл садсемпе парксене хӑнӑхнӑччӗ.
Горький ячӗпе тӑракан шкул // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Мана унта темле кичем те йывӑррӑн туйӑнатчӗ, эпӗ хам тӗллӗн пурӑнма, иртен пуҫласа ҫӗрлеччен Кунавинӑн хӑйӑрлӑ урамӗсенче, пӑтранчӑк Ока шывӗ хӗрринче, уйра та вӑрманта ҫӳреме хӑнӑхнӑччӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Карл Иваныча эпӗ юрататтӑм, мӗн хам астӑвассах унӑн сӑнарне куҫ умӗнче тытатӑп, ӑна хамӑр ҫемье ҫынни тесе шутлама хӑнӑхнӑччӗ; Сен-Жером вара мӑнкӑмӑллӑ, хӑй ҫинчен нумай шухӑшлакан ҫын, пысӑккисем пурте хистенӗрен ирӗксӗрех хисепленисӗр пуҫне ман ун патне урӑх нимле туйӑм та ҫукчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку таранччен эпӗ вӑл яланах сӳрӗккӗн, ыйхӑллӑн пӑхнине, унӑн куҫӗсем кантӑк пек ним тӗссӗр пулнине курма хӑнӑхнӑччӗ, вӗсем нимӗне те палӑртмастчӗҫ, вӗсене ниепле те «чун тӗкӗрӗ» теме май ҫукчӗ..
50 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эпӗ вӑл яланах лӑпкӑ пулнине курма хӑнӑхнӑччӗ.
44 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эпӗ ӗнтӗ пур ӗҫсем те такӑр ҫулпа кӑлтӑртатса пыраҫҫӗ, текен шухӑшпа хӑнӑхнӑччӗ.
9 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Кӑна эпир хӑнӑхнӑччӗ, анчах тул ҫутӑлас умӗн шторм ахӑрнӑ вӑхӑтра пӑшал пенӗ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ, тинӗс енче канонада пуҫланчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Район исполкомӗн председателӗ, Орлов хулинче ҫуралса ӳснӗ чеерех Андрей Платоныч Сухов, малтанхи вӑхӑтра ирсерен Корытов патне телефонпа шӑнкӑртаттарма тата хӑйӗнни пек мар йӗрӗнмелле йӑпӑлти сасӑпа: — Ырӑ ир пултӑр сире, Геннадий Александрович. Кун пуҫлама пилле, пурне те тытса тӑраканӑм. Нимӗнле директивӑсем те ҫук-и? — теме хӑнӑхнӑччӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Юлашки ҫулсенче вӑл пӗрмаях темле пысӑк, ырӑ ӗҫ пулассине кӗтсе пурӑнма хӑнӑхнӑччӗ.За последние годы она привыкла жить в постоянном ожидании чего-то важного, доброго.
XIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Настя шкула кайичченех вулама хӑнӑхнӑччӗ, шутлама та аванах пӗлетчӗ.
Юратнӑ хула // Ара Мишши. Ара Мишши. Пӗрремӗш утӑмсем: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 38 с. — 18,20,22 с.
Ку сасса илтме хӑнӑхнӑччӗ ӗнтӗ вӑл, — ватӑ акацисем ҫинче темиҫе ула курак йӑви пур-ҫке, — ҫапах та шӑп ҫав вӑхӑтра кранклатни ӑна хытах хӑратса пӑрахрӗ, вӑл вырӑнтах хытса тӑчӗ.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Халӗ ӗнтӗ, чун-чӗререн каласан, эпӗ хама ӑна кирлӗ ҫын вырӑнне хума пултараймарӑм; ҫапах та, эпӗ ҫакна хӑнӑхнӑччӗ вӗт-ха, тата, тӗрӗссипех калас пулать, вӑл мана килӗшетчӗ те; ҫакна ҫухатнинчен пӗр-пӗр йывӑр япала тухса тӑмаллах пулнӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑрахчен йӗчӗ вӑл — хӑнӑхнӑччӗ мана…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Арҫыннипе пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳрес пурнӑҫа хӑнӑхнӑччӗ ҫав ӗнтӗ вӑл, — епле хӗрхенсе те ачашласа, ӳкӗнсе пӑхрӑм эпӗ Катя хутне кӗнӗ май!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эп пырса кӗнӗ вӑхӑтра Иван Павлыч кӑмака хутма тытӑннӑччӗ, хулӑн та ҫӑмламас френчӗпеччӗ вӑл, эпӗ хам вӗреннӗ чухнех вӑл ҫапла кукленсе ларса кӑмака хутса янине курма хӑнӑхнӑччӗ, иртнӗ ҫулсем те иртмен пек, каллех эпӗ хама шкул ачи пек туйрӑм, тӑххӑрмӗш класра вӗреннӗ чух Катя патне Энскӑна тухса кайнӑччӗ те, ҫапла ҫавӑн чухне пулса иртнӗ асар-писер «аслати» хускалассӑнах туйӑнчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Упӑшкапа пӗр-пӗрне ӑнланмалла калаҫма хӑнӑхнӑччӗ эпир.Мы с мужем приноровились было разговаривать на понятном для нас языке.
Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
- 1