Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑнӑхман (тĕпĕ: хӑнӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халиччен кунашкал ӗҫе хӑнӑхман пирки малтанхи кунсенче ытла та йывӑр пулчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук, ҫав тери хӗпӗртенипе, суха тӑвас ӗҫе хӑнӑхман пирки асапланарах пулин те, ним ывӑннине туймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Усӗр крючниксем, куракансем йӗплесе калаҫнине сисмерӗҫ пулин те, хӑнӑхман ҫӗре килсе лекнипе тӑна кӗчӗҫ, хӑйсене хӑйсем тирпейлӗрех тыткалама хӑтланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑнӑхман вӑл унашкал ӗҫе.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кукша Ваҫҫи килти кӗҫӗн ачине юратать пулсан та, шеллеме хӑнӑхман.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Хӑнӑхман хаяр шӗвек ман чӗлхене сӗре ҫемҫетсе ячӗ…

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Эрех ӗҫме хӑнӑхман вӑл.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сӑлтавсӑр сулланса ҫӳреме хӑнӑхман Егор Силыч.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Зоотехник» тени ял ҫыннишӗн хӑнӑхман сӑмах, халӑх ҫак хыпара сисчӗвленсе йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йывӑҫ турачӗсене пӑр йӗпписем витсе тӑраҫҫӗ. хӗвел ҫуттинче юр пӗрчисен ытла хытӑ йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, пӑхса хӑнӑхман куҫсене хӗссе пӑхатӑн.

Ветви деревьев покрыты ледяными иголочками. Под лучами солнца так ярко сверкают снежинки, что жмуришься от непривычного блеска.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тен, эп ӑна хӑнӑхман пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Центрифугӑран эсӗ каласа панӑ пек анра-сухраланса хӑнӑхман ҫӗнӗ ҫын ҫеҫ тухма пултарать, ҫитменнине тата, летчик ӗҫне пачах та юрӑхсӑр ҫын.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун пек ҫынсен хӑйсен уйрӑмлӑхӗ, вӗсене ыттисенчен уйӑрса тӑраканни нимӗн те ҫук, ӑна вӗсем пӗтӗмпех пӗтерсе хунӑ е хӑйсем хӑнӑхман условисенче шухӑшлама та, мӗн те пулин тума та пуҫӗпех манса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах та вӗсем хӑрушӑ кунсенче, вӑрҫӑ вӗсен ҫемйисене аркатнӑ, кил-ҫуртсӑр хӑварнӑ чух, ҫуртсенчи чӳречесем сӳннӗ чух, миллионшар ҫынсен ҫурӑмӗсем хыҫне вилӗм пырса тӑнӑ чух, мирлӗ пурнӑҫ саккунӗсем каялла чакса вӗсен вырӑнне ҫӗнӗ ӑру хӑнӑхман вӑрҫӑ саккунӗсем йышӑннӑ вӑхӑтра, тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халь хӑнӑхман та, ним тума та аптӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫук, капла намӑс курма хӑнӑхман Павӑл.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ют пахчари улма-ҫырлапа киленме хӑнӑхман та…

Куҫарса пулӑш

Дина // Леонид Тобурдановский. «Капкӑн», 2014. — 8№ — 13 с.

Зоя Степановна вара кил ӑшшине пӗчченех тытать пулин те ахаль пурӑнма хӑнӑхман.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыва кирлӗ те усӑллӑ… // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/260

Зоя Степановна вара кил ӑшшине пӗчченех тытать пулин те ахаль пурӑнма хӑнӑхман.

Зоя Степановна не привыкла жить без дела, хотя и проживает в одиночестве.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Чӑнах та, вӑл халь кӑшт симӗслене пуҫланӑ, хӑйӑрлӑ сӗр ҫинче имшеркке ҫутӑ-симӗс курӑк, ҫуртри шӑтнӑ чухнехи пек, чӗлтӗр-чӗлтӗр шӑтать, йӗплӗ курӑк тӑррисем те ешӗре пуҫланӑ, ҫапах та Ефремова хӑнӑхман ҫӗршывра кичемрех.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех