Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑнӑхас (тĕпĕ: хӑнӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсем пек пурӑнма хӑнӑхас пулать сан, Ваҫҫа.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Кранне лайӑхрах пӑрма хӑнӑхас пулать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шывӗ сивӗрех, ҫавӑнпа ӑна хӑнӑхас пулать.

Вода была прохладной, к ней нужно было привыкнуть.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

— Кирек мӗнле пулсан та, усаллине хӑнӑхас марччӗ, — хирӗҫлерӗ Испуханов.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хӑнӑхас пулать ман, хӗрсем…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ӗмӗрне те хӑнӑхас ҫук эп кунти пурнӑҫа, хӑнӑхма та кирлӗ мар, пирӗн хамӑр ялтах лайӑх тесе шухӑшланӑ Ваҫук.

Ему казалось, что он никогда не привыкнет ко всему новому, да и не старался привыкнуть — в его деревне все было лучше.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Малтан хӑнӑхас пулать.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тӑшмана куҫран пӑхма вӗренес пулать, тӑшманпа хире-хирӗҫ тӑрса калаҫма та хӑнӑхас пулать.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑнӑхас пулать малтан!

— Это надо уметь!

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫулталӑк ҫурӑ хыҫҫӑн — хӑнӑхас пулать.

После полутора лет — надо освоиться.

ХХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Пурне те хӑнӑхас пулать! —

Ко всему привыкать надо!

IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Эпӗ, тӗттӗме каллех хӑнӑхас тесе, куҫсене хыттӑн хупса илтӗм.

Я зажмурился, чтобы дать глазам снова привыкнуть к темноте.

XXIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эппин, вӗсемсӗр пурӑнма хӑнӑхас пулать.

Так уж лучше научиться обходиться без них.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Эпӗ пӗлетӗп: кӗҫӗр ман пурне те вӗренсе хӑнӑхас пулать.

Я знаю, что мне предстоит испытание.

2. Сехӗрленес теместӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ертсе пыма, руководствӑна хӑнӑхас пулать: Утильсырье склачӗн заведующийӗ пулма каятӑн.

Пора к руководству привыкать: пойдешь заведующим складом Утильсырья.

1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Ҫилленсе кайнӑ Йованӑн, ҫак этемсем ҫине сиксе ӳксе, опанка кӗлипе тапса тӑн кӗртес килчӗ, анчах чӑтрӗ, тӗттӗмлӗхе хӑнӑхас тесе, темиҫе минут пӗр сикмесӗр тӑчӗ.

Йовану хотелось наброситься на обидчиков, смять их и растоптать, вздрагивая от ярости, он несколько минут стоял неподвижно, стараясь привыкнуть к свету.

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Ман хушамат Колпиков, хисеплӗ ҫыннӑм, сирӗн малашне ҫынсене ытларах хисеплеме хӑнӑхас пулать.

— Моя фамилия Колпиков, милостивый государь, а вы вперед будьте учтивее.

XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл ӗҫе малтанах хӑнӑхас пулать сирӗн.

Нужно поупражняться заранее.

VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Хӑнӑхас пулать… комсомолецсемшӗн «хӑрушӑ» сӑмах пулма пултарни ҫинчен шутлама та ан пикенччӗр вӗсем!..

Привыкать надо… и пусть они не думают, что для комсомольцев может даже существовать слово «страх»!..

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

— Эпӗ кунта пурӑнма хӑнӑхас ҫук.

— Не приживусь я тут.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех