Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑнасемпе (тĕпĕ: хӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн хисеплӗ депутачӗсем, сумлӑ хӑнасемпе йыхравланисем!

Уважаемые депутаты Государственного Совета Чувашской Республики, почетные гости и приглашенные!

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Унта хутшӑнакансене, хӑнасемпе «чирлекенсене» Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене тӑвакан Валерий Денисов, спорт ветеранӗ Василий Пундяков саламласа ҫирӗп сывлӑх, спортра ҫитӗнӳсем тума суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ // Ирина ИЛЬИНА. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%85%d3%9 ... %bd%d3%91/

Кашнийӗнчех хӑнасемпе чӳрече леш енне пухӑннӑ куракансем умӗнче каччӑ хӗр кӗтесри сак ҫине сарса хунӑ чӑлт шурӑ минтере ҫавӑрса пӑхать, минтере чӗн пушӑпа ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Праҫник пуҫланиччен ятлӑ-сумлӑ хӑнасемпе ӗҫ хастарӗсене Вӑрнар муниципаллӑ округӗн территори пайӗсен «Кӗр сӑри» куравӗ те илӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Мероприятие уҫса пурне те ӑшшӑн саламланӑ май Лия Кириллова вулавӑш ӗҫченӗ, вӑлах мероприятие йӗркелекенӗ, залра ларакансене сумлӑ хӑнасемпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вулакансемпе тӗл пулни – чи пысӑк уяв» // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/t-lpulu/2023 ... av-3444388

Пирӗн писательсем хӑнара та, килте хӑнасемпе калаҫнӑ чух та Хусанкай ятне час-часах асӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

— Ара, епле-ха капла? — ыйтрӗ аптранӑ енне район пуҫлӑхӗсенчен Никифор Семенович, ытти председательсем пекех хӑнасемпе пӗрле ҫӳрекенскер.

Куҫарса пулӑш

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Вӗсем хӑйсене ӑшшӑн кӗтсе илнипе кӑшт хӑюлланса княҫпа хан хыҫҫӑн утрӗҫ, часах ытти хӑнасемпе хутшӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кун хыҫҫӑн Сафа-Гирейӗн сунара ҫӳреме те, хӑнасемпе йӑпанса ларма та вӑхӑт пулмарӗ: хан вӑрҫа хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арск ҫывӑхӗнчи бустан пӗтӗмпех хӑнасемпе тулса ларнӑ, арӑмӗсемпе ачисем валли те вырӑн ҫук унта.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Дояркӑсен ӗҫне курма килнӗ хӑнасемпе вӑл мӑн кӑмӑллӑн, хӑй хакне пӗлекен ҫын пек калаҫать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ятлӑ-сумлӑ хӑнасемпе ӗҫ хастарӗсене, ветерансене ял тӑрӑхӗсен «Ылтӑн кӗркунне» куравӗ илӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗр мӑнтӑрӗпе ларать хресчен кӗрекене... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11575-k- ... n-k-rekene

Каҫалапа Ухтивансем патне хӑнасемпе кӳршӗ-аршӑсем пуҫтарӑнса лараҫҫӗ.

Вечером в доме Яриле собрались гости — соседи, сельчане.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑнасемпе тӑп тулнӑ зал Хускалчӗ: пурҫӑнӗ, атласӗ Пуҫларӗ ҫил пек вӗлкӗшме.

Куҫарса пулӑш

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хан туйра Булат Шпринпа сахал калаҫрӗ, вӑл пуринчен ытла ҫамрӑк княҫсемпе, Крымран килнӗ хӑнасемпе савӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫамрӑк хан пушӑ мар иккен, вӑл иккӗмӗш кун Крымран килнӗ хӑнасемпе канашлать, Булат Ширин чире пенӗ те килӗнчен те тухмасть.

Куҫарса пулӑш

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кил хуҫи хӑнасемпе сӗтел хушшинче те нумай лармарӗ, темле сӑлтав тупса часрах тухса тарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эльгеев та, сценарие сӗтел сунтӑхне хӑварса, хӑнасемпе пӗрле тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тӗрӗссипе, хӑнасемпе туй ҫыннисем йышлах та мар, курма пынӑ ҫынсем вара — лӑк тулли.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр ҫур сехетрен Тукай килӗ хӑнасемпе кӗрлесе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех